Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул уявĕсем пуçланчĕç

26 декабря 2012 г.

Çак эрнерен пуçласа январĕн 10-мĕшĕчченех районта Çĕнĕ çула халалланă чылай мероприяти ирттерме палăртнă.

Çĕнĕ çул уявĕсен эрни пуçланчĕ. Тунти кун, декабрĕн 24-мĕшĕнче, пирĕн районтан икĕ ача Пĕтĕм Раççей елкине тухса кайрĕ. Ĕнер вара Хĕл Мучипе Юр Пике район администрацийĕн савăнăçлă йăласен залĕнче тăлăха юлнă, хевтесĕр тата усрава илнĕ ачасене саламларĕç. Маларах ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулĕ – «Сывлăх» ФСК умĕнче Хĕл Мучисемпе Юр Пикесен фестиваль конкурсĕ иртрĕ.

Кашни ял тăрăхĕнчех маскарад балĕсем планпа çирĕплетнĕ тăрăх декабрĕн 30–31-мĕшĕсенче иртеççĕ. Районти кашни вĕрентÿ учрежденийĕнче те Çĕнĕ çула палăртнă графикпа декабрĕн 26–29-мĕшĕсенче ирттереççĕ.

Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, шкулти тата шкул тулашĕнчи, обществăлла пурнăçра активлăхпа палăрнă, тĕрлĕ конкурссенче, олимпиадăсенче çĕнтернĕ 52 ача декабрĕн 28-мĕшĕнче Шупашкара Чăваш Республикин Пуçлăхĕн елкине кайма тивĕçнĕ.

Килте Çĕнĕ çул кĕтсе илнĕ хыççăн январĕн 1-мĕшĕнче 00 сехет те 30 минутра физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче «Çĕнĕ çулхи каçхине» ятпа савăнăçлă уяв пуçланать. Ачасем валли районти уяв январĕн 2-мĕшĕнче çав вырăнтах иртет.

Районти хÿтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх сахал тупăшлă та нумай ачаллă çемьесенчи ачасене Çĕнĕ çул уявне Шупашкара декабрĕн 28-мĕшĕнче илсе каяççĕ.

Н. Димитриева хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика