Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕ кунсем тимлĕх ыйтаççĕ

09 октября 2013 г.

 

Кĕрхи уйăхсем Муркаш ен территорийĕнче пушар хăрушлăхĕпе тимлĕхе ÿстерме ыйтни паянах палăрать. Çанталăк сивĕ еннелле сулăннă май районти 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕпе ведомствăлла пушар хуралĕсен питех те канăçсăр вăхăт çитрĕ. Çынсен асăрханусăрлăхĕпе мунчасемпе вите-сарайсене «хĕрлĕ автан» иленни каялла тавăрмалла мар инкек патне иле-иле çитерет: миллионшар тенкĕлĕх пурлăх кĕлленет.

Район территорийĕнчи пушар тухаслăх тĕлĕшпе паянхи ÿкерчĕк вара çапларах. Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне районта 31 пушар регистрацилерĕмĕр, пĕр çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Ку хисеп, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен пĕчĕкрех пулсан та, лăпланмалли сăлтав мар. Маларахри пĕтĕмлетÿ ирĕке кайнă «хĕрлĕ автан» хăрушлăхне кашни çынна туллин кăтартать тесе шутлатăп.

Пушарсем тухнине тăтăшах тишкерсе пыни çакна çирĕплетет: кĕркуннехи-хĕллехи тапхăр çитнĕ май пÿрт-çуртсене ăшăтмалли прибор-агрегатсемпе ăшăтма пуçланăран вĕсенчен тата мунчасенче кăмака-мăрьерен пушар тухасси чылай ÿсет. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта çынсем кил-çуртсене хутса ăшăтма пуçланăран пурин те кăмакасем çине тимлĕрех пăхмалла, электрохуçалăха, ăшă паракан установкăсене сивĕсем çитиччен тĕплĕ пăхса тухса тĕрĕслемелле. Çак йĕркене пăхăнсан пушарсен тăкакакĕсем хăратмĕç.

Кĕре кĕнĕ май пулнă юлашки пушарсенче Юнкăпуçĕнче – мунча, Орининта – сарай, Эхветкассинче хуçасăр çурт кĕлленчĕç. Çаксене шута илсе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пушар хăрушсăрлăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма, халăхпа ăнлантару ĕçĕсем анлăрах ирттерме, ялсенче пушар вăхăтĕнче хĕл кунĕсенче шыв илессипе тухса тăракан ыйтусене татса парассипе халех ĕçлеме пуçлама ыйтатпăр. Ку ыйтусемпе вырăнсенчи ВДПО ĕçченĕсем те халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем анлă ирттерессе шанатпăр. Пĕрле пулсан çеç инкексенчен пăрăнса иртме пулĕ.

Сивĕ кунсем çывхарнине тата вĕсем тимлĕх ытларах ыйтнине никамăн та манас марччĕ.

О. БАСКАКОВ,

патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн инспекторĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика