Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх хĕле кĕчĕ

09 октября 2013 г.

 

Вăхăт хăйĕннех тăвать. Ĕнер кăна сип-симĕс вăрман авăн уйăхĕ вĕçленнĕ май тăруках саралчĕ, çулçă тăкма пуçларĕ. Кун каçа пĕрĕхсе тăракан сивĕ çумăр та вăхăт хура кĕркунне çитни пирки калать. Кунпа пĕрлех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ĕнер кăна улăх-çаранта кĕтÿре çÿренĕ выльăхсене витере тытас тапхăр пуçланчĕ. Çак кунсенче район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи А. БЕЛОВ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕпе Т. АЛЕКСЕЕВĂПА тĕл пулса калаçнă.

– Татьяна Александровна, чăн малтанах çакна пĕлес килет: кăçал хĕле районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче миçе пуç мăйракаллă шултра выльăх, сысна кĕрет?

– Сирĕн шухăшăрпа тата ыйтăвăрпа килĕшетĕп, мĕншĕн тесен фермăсене хĕле хатĕрлесси çинчен калаçма пуçласан çак ыйту малтанах выльăхсене пырса тивни пирки час-часах манатпăр. Вырăнсенче ку тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттеретпĕр. Ахальлĕн майĕ те çук. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăр выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче чи ответли шутланать. Çак вăхăтра ыранхи кунпа пурăнакансем фермăсене те, выльăхсене те тухăçлă хĕл каçарма хатĕрлесе çитереççĕ. Ку чухне зооветеринари правилисене пăхăнмасан выльăхсен тĕрлĕ чирне çул уçăласси, продуктивлăх чакасси пирки те иккĕленÿ çук. Выльăхсене çарантан сарайне кĕртнĕ вăхăтра таврари температура улшăнни уйрăмах çамрăк выльăхсемшĕн сиенлĕ пулма пултарать. Çакна шута илсе асăннă тапхăрта фермăсенчи хуçалăх ĕçĕсене туса ирттернĕ хушăрах планлă зооветеринари ĕçĕсене сиктерме юрамасть.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенчен тăратнă статистика пĕтĕмлетĕвĕпе кăçал хĕл каçма выльăхсем пĕлтĕрхинчен ытларах кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ çулталăк хушшинче 4686 пуçран 4930 пуçа çитрĕ. Ку ÿсĕмре куллен укçа паракан ĕнесен йышĕ пысăкланни ырă шанчăк çуратать: вĕсен кĕтĕвĕ пĕлтĕр 2035 пуç пулнă пулсан, кăçал – 2189 ĕне. Кунта иртнĕ çултанпа «Путь Ильича» агрофирма (308 ĕне), Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ (11 ĕне) кĕтÿ йышне хушса малалла утăмлани савăнтарать. Сыснасен кĕтĕвĕ вара пур харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче те çулталăк каяллахинчен самай сахалланчĕ.

– Умра сивĕ кунсем тăнине курса хăш-пĕр хуçалăхсем выльăхсене витесене кĕртрĕç те пулĕ?

– Çапла. Выльăх-чĕрлĕх пăхас технологие çирĕп пăхăнакансем чăнах та кĕтÿри ĕнесене витесене тăратрĕç. Ĕнесене хĕллехи рационпа тăрантарма пуçларĕç. Йĕркеллĕ хĕл каçма зоотехника требованийĕсемпе кашни условнăй выльăх пуçне 28 центнертан кая мар апат единици кирлĕ пулсан, пирĕн хуçалăхсем ăна кăçал вăтамран 31,9 центнера хатĕрлеме вăй-хал çитерчĕç. «Передовик» (22,2 центнер апат единици) тата «Свобода» (12,5 центнер апат единици) хуçалăхсенче çеç янтăланă апат сахалрах.

Ĕнесемпе тынашкасене витесене тăратнă май вĕсене тăрантарасси те хĕллехи рацион çине куçать. Унăн тытăмĕнче утă-улăм ытларах пулни, сенаж-силоспа тулăх тăрантарни, ĕне пуçне 2 килограмран кая мар тата кашни литр сĕтшĕн 300 грамм çăнăх пама хевте çитерни, майсем пур пулсан кашни ĕнене 10-шар килограмм выльăх кăшманĕпе çĕр улми пани хĕл кунĕсенчи продуктивлăха тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварма май парĕ.

– Ĕне тытакан ял çыннисене тата мĕнле сĕнÿсем пама пултаратăр?

– Вырăнлă ыйту. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ĕнисем хĕле кĕчĕç пулсан, ял çыннисен ĕне кĕтĕвĕсем паян та улăх-çаранта. Çавăнпа та ĕнесем калча çинче çÿресе кÿпĕнсе каясран ял çыннисен пĕрле асăрханмалла. Ĕнесен рационĕнче типĕ утă-улăм ытларах пулни ĕнесене кÿпĕнесрен асăрханма пулăшать.

– Татьяна Александровна, калаçăва хутшăннăшăн, ĕне-выльăхсене хĕле хатĕрлесе мĕнле ĕçсем туса ирттернине тата ирттермеллине ăнлантарнăшăн пысăк тав. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика