09 октября 2013 г.
Пĕлтерĕшлĕ икĕ ыйту сÿтсе яврĕç район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи обществăлла канашăн черетлĕ ларăвĕнче.
Çемьесенчи йывăр лару-тăрăва, ашшĕ-амăшĕсем хăйсене ачасемпе хаяр тыткаланине малтанхи тапхăртах тупса палăртассипе, социаллă тăлăхлăха асăрхаттарассипе ведомствăсем пĕрле ĕçлени çинчен калаçу уйрăмах хĕрÿ иртрĕ.
Районти тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ В. Толстов пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи тăхăр уйăхра кăна пирĕн районта çулталăк тултарман 6 ача вилнĕ. Сăлтавĕсем – чире пула, çуралнă чухнех ача организмĕнче çитменлĕх пулни тата йăлари сăлтавсем. Йăлари сăлтавсене пула ача вилнинче ытларах чух ашшĕ-амăшĕн айăпĕ. Акă нумаях пулмасть икĕ уйăх та тултарайман ача пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕ-амăшĕ пепкене тĕне кĕртнĕ, уяв пĕр-икĕ куна тăсăлнă хыççăн вăл çĕр йăтайми инкекпе вĕçленнĕ – ашшĕ çумĕнче çывăракан пĕчĕк хĕр пĕрчи ир енне сывламасть иккен.
Район педиатрĕ И. Волкова врачсемпе ялти фельдшерсем тин кăна çуралнă ачасене мĕнле йĕркепе пăхса тăнине ăнлантарса пачĕ. «Ачисене уйрăммăн çывăрттармалли пирки ашшĕ-амăшĕсене тăтăшах калатпăр», – терĕ вăл. Апла пулин те инкекрен упраса хăварма пур чухне те май килмест çав. Çын факторĕ пысăк витĕм кÿрет. Ялсенчи çемьесене, паллах, вырăнта лайăхрах пĕлсе тăраççĕ. Çавăнпа та медицина ĕçченĕсем, профилактикăн ытти субъекчĕсемпе пĕрлех ял тăрăхĕнчи ответлă та активлă çынсен те çемьесенче ытларах пулса курма тăрăшмалла. Медицина ĕçченĕсем уйрăммăн тимлени çителĕк-сĕр, пурте пĕрле ĕçлени кирлĕ тесе В. Толстов тĕрĕсех асăрхаттарчĕ.
Пирĕн районти çул-йĕр çинче пулса иртнĕ инкексенче кăçал 13 ача суранланнă, пĕри вилнĕ. «Çапах та район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ларăвĕсенче ашшĕ-амăшĕсем мĕншĕн-ха вĕсен ачисене скутер-мопедпа çÿреме юрамасть тесе тĕлĕнеççĕ, çилленсе калаçаççĕ. Çав вăхăтрах кăçал 16 çул тултарнă 11 çамрăка çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн административлă явап тыттарма тивнĕ», – пăшăрханмалли сăлтавсем татах пуррине палăртать асăннă комиссин ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан сектор ертÿçи Л. Петрова. Калаçăва тăснă май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова ял тăрăхĕсенчен, ача сачĕсемпе шкулсенчен асăрхаттару ĕçне пулăшма пултаракан хыпар сайра хутра çеç пулнине, хăш-пĕр тĕслĕхсене учрежденисем «килтен кăларманнине» те асăнчĕ. Вĕсем хăйсен сăн-сăпатне пăсас мар тесе çапла тăваççĕ пулĕ те, кайран вара йывăртарах лару-тăру пулса тухать.
Ашшĕ-амăшĕсем эрех ĕçни – тепĕр пысăк пăшăрхану. Район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн ертÿçи И. Кабуркина пĕлтернĕ тăрăх вĕсен учетĕнче çул çитмен 90 ача, вĕсенчен 17-шĕ кăна тăлăх ачасем, ыттисене социаллă тăлăхсем темелле. Ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех усрава е опекăна илнисем вĕсем. Çемьесенчи лару-тăрăва тĕрĕс пĕлсе тăрас тесе асăннă секторăн специалисчĕсем кăçал пурĕ 383 хут çемьесене çитнĕ, хăшĕ-пĕрисенче темиçешер хут та пулнă. Районта вара вăтамран 150 çемьене яхăн ăнăçусăр, йывăр лару-тăруллă çемье. Обществăлла канашăн членĕсем умне çакăн пек ÿкерчĕк кăларса тăратнипе пĕрлех Ираида Семеновна районти профилактика кунĕсен витĕмĕ пысăк пулнине аса илтерчĕ, çавăнпах вĕсене тепĕр хут «чĕртме» сĕнчĕ. Ку сĕнĕве пурте ырласа йышăнчĕç.
«Кашниех хăйĕн вырăнĕнче ĕçе йĕркеллĕ пурнăçласан результат пулатех. Сÿрĕклĕх ура хурать, никамăн та сÿрĕк пулмалла мар», – çапла пĕтĕмлетÿ турĕ ларăва ертсе пынă район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.
Обществăлла канаш членĕсем – «Моргаушская» МСО ертÿçи В. Семенов тата «Инттехс» пĕрлешÿ ертÿçи А. Иванов вырăнти организацисем çак ыйту çине тимлĕх ытларах уйăрни тата вырăнсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен тăнăç ĕçĕ пулăшу кÿме тивĕççи çинчен аса илтерчĕç.
Ларăвăн иккĕмĕш ыйтăвĕ çитес çул район 70 çул тултарнипе çыхăнчĕ. Çавна май чылай мероприяти ирттерме палăртса хунă. Çулталăк тăршшĕпех çакна халалланă уяв каçĕсем те, ăмăртусем те чылай пулмалла. Вĕсене мĕнле ирттермелли каламасăрах паллă – кашни ĕçе тĕплĕн хатĕрленмелле, пурнăçламалла. Мероприятисен списокне хальлĕхе хупман-ха, апла пулсан район администрацийĕнче лайăх сĕнÿсене тимлĕхсĕр хăвармĕç.
Н. Николаева.