Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАЙОНТА: ĕнер, паян, ыран

09 октября 2013 г.

 

Çĕнĕ услуга

Районти нумай функциллĕ центрта халĕ çынсене паспорт илес тата улăштарас ыйтупа та йышăнма тытăннă. Паспорт илме е улăштарма кунта заявление 14, 20 е 45 çул тултариччен 30 кун маларах çырмалла.

Çавăн пекех ют çĕр-шывсене тухма ирĕк паракан çĕнĕ йышши паспорта хатĕрлеме те кунтах пулăшма пултараççĕ. Центрта Патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче çакăн йышши паспорт кирлине пĕлтерекен заявление электрон майпа çырма пулăшаççĕ.

 

Воспитательсене хаклама

Йĕркене пăснă е учетра тăракан çул çитмен ачасем çумне обществăлла воспитатель çирĕплетессине пирĕн районта тахçантанпах практикăлаççĕ. Çак воспитательсен ачапа уйрăммăн ĕçлесе вĕсене асăрхаттару мелĕпе тĕрĕс çултан пăрăнма памалла мар.

Камăн мĕнле пулса пырать-ха çак ĕç; Ăна ятарлă конкурс татса парĕ. Икĕ тапхăртан тăракан тупăшу октябрĕн 7 мĕшĕнче пуçланчĕ. Муниципалитет шайĕнчи тапхăр октябрĕн 31-мĕшĕнче вĕçленет. Çак вăхăтра пирĕн районти обществăлла воспитательсем хăйсене тивĕçлипех кăтартма пултарĕç. Конкурсăн муниципалитет тапхăрне район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси йĕркелет.

 

Музей пуçарăвĕ

Муркаш сали ĕлĕкрех мĕнле пулнă; Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче, сăмахран, Муркашра мĕнле çуртсем ларнă тата вĕсем ăçтарах вырнаçнă? Çак ыйтусемпе кăсăкланать паянхи кун Муркашри тури чăвашсен музейĕ.

Кунти коллектив район 70 çул тултарнине халалласа Муркаш салин макетне тума хатĕрленет. Ĕçе пурнăçлакан тупăннă ĕнтĕ, информаци ытларах пулсан макета анлăрах та тĕрĕсрех хатĕрлеме пулать. Çавăнпа та районта пурăнакан кашни çын музея пулăшма пултарать. Авалхи сăн ÿкерчĕксем, аса илÿсем пулсан музея илсе пыма васкăр.

 

Ĕç вырăнĕсем пур

Кăçал ĕçпе тивĕçтерекен районти центра 1053 çын тĕрлĕ ыйтупа пынă.

Октябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта 55 ĕçсĕр çынна шута илнĕ. Çав хушăрах районти 41 хуçалăхпа организаци, предприятипе учреждени 167 ĕç вырăнĕ пурри çинчен пĕлтернĕ.

Кăçалхи январь уйăхĕнчен пуçласа 961 çынна яланлăх тата вăхăтлăх ĕçсене вырнаçтарнă.

Н. Николаева хатĕрленĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика