05 октября 2013 г.
Кивçен илме çăмăл та, çапах та ăна тавăрса памалла. Уйрăм çынран кивçен илсен вăхăтран кая юлсарах тавăрса пама та май тупма пулать пулсан, банкпа тунă кредит килĕшĕвне пăсни хакла ларать.
Парăмçăсем кредит килĕшĕвне пăснăран банксем искпа суда тухаççĕ. Çакăнпа çыхăннă ĕçсене Муркаш район судĕнче те сахал мар пăхса тухма тивет.
Акă пĕр тĕслĕх илер. Пĕлтĕрхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче «АК БАРС» банк кредит килĕшĕвĕ тăрăх Васильева (хушаматне улăштарнă) 441989,00 тенкĕ куçарса парать. Çак суммăна Васильевăн килĕшÿре палăртнипе 2017 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕччен тÿлесе татмалла пулнă. Кивçен илекен килĕшÿпе палăртнă тÿлев срокĕсене пĕрре мар пăснă. Килĕшÿре вара çак срока пăхăнманшăн кашнинчех штраф тÿлемеллине палăртнă. Çапла май тÿлев срокĕсене темиçе хутчен пăхăнманнипе ăна 3000 тенкĕ штраф тÿлемелле пирки пĕлтернĕ. 2013 çулхи майăн 20-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмĕшле парăм укçи 465586,49 тенкĕпе танлашнă. Мартăн 26-мĕшĕнче банк Васильева унăн пухăннă парăмĕ пирки пĕлтерет тата кредит килĕшĕвне пăрахăçлама ыйтать.
Çак лару-тăрăва çырса кăтартса «АК БАРС» банк суда искпа тухрĕ. Банк Васильев гражданинран кредит килĕшĕвĕ тăрăх пухăннă парăма шыраса илме тата патшалăх пошлинине саплаштарма ыйтрĕ.
Суд ĕçри материалсене тишкерсе банк кредит килĕшĕвĕнче çырса панă пур условие те пурнăçланине, парăмçă чăнах та килĕшÿри пунктсене пăснине çирĕплетрĕ.
РФ Гражданла кодексăн 810 статйи парăмçă парăм параканран илнĕ суммăна килĕшÿре палăртнă вăхăтра тата палăртнă йĕркепе тÿлеме тивĕç.
Асăннă кодексăн 309 статйи килĕшÿ условийĕсене тата саккуна пăхăнмалли пирки калать, 310 статья вара – килĕшÿри условисене пĕр ен улăштарма е тивĕçсене пурнăçлассинчен пăрăнма пултарайманни пирки.
Суд парăмçă хăйĕн условийĕсене пурнăçламаннине çирĕплетрĕ. Ĕç материалĕсемпе килĕшÿллĕн кăçалхи июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне Васильев гражданинăн банк умĕнче кредитăн тĕп парăмĕ 430 пин тенкĕ ытларах, кредитпа усă курнăшăн процент парăмĕ 41 пин тенкĕ ытларах тата 3000 тенкĕ штраф пулнă. Çак суммăсене суд тĕрĕсленĕ, вĕсем йăнăш мар. Парăма тÿленине çирĕплетекен ĕç хучĕсем суд материалĕсенче çук.
Çапла вара ĕçе туллин тишкерсе, саккунсемпе никĕсленсе «АК БАРС» банкăн искне тивĕçтерме, банкпа Васильев гражданин хушшинче тунă кредит килĕшĕвне пăрахăçлама йышăнчĕ.
А. Алексеева,
Муркаш район сучĕн судйи.