Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Майсем чылай, тăрăшмалла кăна

05 октября 2013 г.

 

Учитель кунĕ умĕн районти вĕренÿ пайĕн ертÿçипе З. ДИПЛОМАТОВĂПА тĕл пултăмăр.

– Зоя Юрьевна, мĕнле условисенче ĕçлет паянхи учитель?

– Малтанах районта паянхи кун 348 учитель ĕçленине тата 25 шкул – 13 вăтам, 9 тĕп тата 3 пуçламăш шкул-ача сачĕ пулнине каласа хăвармалла.

Учительсен 99,1 проценчĕ – аслă пĕлÿ илнисем, вĕсенчен 89,9 проценчĕ тĕрлĕ квалификаци категорийĕсене хÿтĕленĕ, вăл шутра 11, 2 проценчĕ – аслă категори учителĕсем. Республикăра çак кăтарту вăтамран 19,6 процентпа танлашать. Апла пулсан пирĕн учительсен те çак хисеп патнех туртăнмалла, анчах та учительсене çакă ытлах шухăшлаттарниех сисĕнмест-ха. Квалификаци категорийĕ вара учительсен вăтам ĕç укçи çине те витĕм кÿрет.

Юлашки çулсенче учительсен ĕç укçине ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта учительсен вăтам ĕç укçин кăтартăвĕ отпускшăн тÿленине шута илнипе 20425,4 тенкĕпе танлашрĕ. Тăхăр уйăха илес пулсан – 17441 тенкĕпе. Çулталăк вĕçне вара вăтам ĕç укçи республикăри экономика сферинчи вăтам ĕç укçин кăтартăвĕпе танлашмалла.

Ĕç укçине ÿстерес тĕллевпе кăçалхи пĕрремĕш çур çулта штатри единицăсене оптимизацилемелле пулчĕ. Шкулта учительсем 70 процент, ытти персонал 30 процент чухлĕ.

Учителĕн ĕç укçи мĕнле пуласси вĕрентÿ сехечĕсенчен, квалификацирен тата патшалăх наградисем пуррипе çыхăннă.

Учительсене ĕçлеме лайăх условисем татах та пур. Кунта, паллах, вĕренÿ учрежденийĕсенчи пурлăхпа техника бази çĕнелсе пынине каламасăр хăварма çук. Модернизаци программипе килĕшÿллĕн районти шкулсенче çулсеренех тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттеретпĕр. Ку ĕçе кăçал та хăш-пĕр шкулсенче пурнăçланă. Кунсăр пуçне кăçал шкул библиотекисен фончĕ самаях пуянланчĕ. Шкулсене компьютер оборудованийĕпе тивĕçтерсе тăратпăр. Кăçал энергоаудит ирттернĕ, шкул столовăйĕсене çĕнетнĕ. Мăн Сĕнтĕрти, Йÿçкассинчи, Чуманкассинчи тата Калайкассинчи вăтам шкулсене работотехника класĕсемпе тивĕçтернĕ, Муркаш шкулĕнче пĕлтĕр инженер класне уçнă. Пĕр сăмахпа каласан шкулсене аталантарма, унта ĕçлекенсем тата вĕренекенсем валли лайăх условисем тума миллионшар тенкĕ уйăратпăр.

– Условисем лайăхланса пынине кура район мăнаçланма пултаракан вĕрентекенсем те сахал мар пулĕ пирĕн шкулсенче?

– Нумаййăн мар пулин те, вĕсем пур. Манăн Юнкăри вăтам шкулти Т. Ермакова биологи учителĕ пирки каласа хăварас килет. Вăл РФ Президенчĕн грантне тивĕçнĕ учитель, шкул лесничествине ертсе пырать. Çак лесничество 2008–2013 çулсенче республикăри шкул лесничествисен слечĕн çĕнтерÿçи пулса пычĕ.

Москакассинчи вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекен С. Желтова та РФ Президенчĕн укçа хавхалантарăвне тивĕçнĕ. Вăл – ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, чăваш шкулĕсенчи пуçламăш классенче вĕрентмелли чылай вĕрентÿпе методика пособийĕсен авторĕ.

Муркашри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен В. Смирнова та – РФ Президенчĕн грантне тивĕçнисенчен пĕри, Раççей шайĕнчи инноваци ĕçĕсен «Открытая книга» конкурсăн призерĕ.

Калайкассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А. Степанов пирки каламалла. Вăл та хастар учительсенчен пĕри, тăван чĕлхене, вăл шутра вырăс чĕлхине те, вĕрентекенсен Раççейри мастер-класс çĕнтерÿçи.

Муркашри вăтам шкулти ОБЖ предметне вĕрентекен тата «Родина» çарпа патриот клубĕн ертÿçи – В. Львов. Вăл ертсе пыракан ачасем республикăри çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисенче çулсеренех малти вырăнсене йышăнаççĕ, тĕрлĕ шайри конкурссенче çĕнтереççĕ е призер пулаççĕ.

Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта ОБЖ предметне вĕрентекен тата Шуйцев ячĕллĕ çарпа патриот клубне ертсе пыракан И. Семенова та ырăпа асăнмалла. Вĕсем те маларах асăннă вăйăсенче республика призерĕсем тата ытти конкурссен çĕнтерÿçисем пулма тивĕçеççĕ. Шăпах çак икĕ вĕрентекен тăрăшнипе 2012–2013 вĕренÿ çулĕнчи çамрăк армеецсен 1-мĕш спартакиадинче пирĕн ачасем 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

Юнкăри вăтам шкулти ОБЖ учителĕ тата «Юнга» çарпа патриот клубĕн ертÿçи А. Сытин пирки каласа хăвармасăр та май çук. Вăл ертсе пынипе ачасем туризм конкурсĕсенче мала тухаççĕ. Республикăри 2-мĕш туриада конкурсĕнче пирĕн район ачисем 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Çакăнта А. Сытинăн та тÿпи пур.

Ку таранччен Вăрманкассинчи пуçламăш шкул-ача садĕнче пуçламăш классене вĕрентнĕ тата унпа пĕрлех директорта тимленĕ Г. Пегасова та – хастаррисенчен пĕри. Унăн вĕренекенĕсем Раççей шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕн çĕнтерÿçисем те пулнă.

– Кун пек çитĕнÿсемпе асăннă учительсем чăнах та çамрăккисемшĕн тĕслĕх пулмалла. Районти учительсен пĕтĕмĕшле коллективĕнче çамрăк специалистсем мĕн чухлĕ; Кăçал шкулсене çамрăксем килнĕ-и?

– Пирĕн районти учителĕн вăтам ÿсĕмĕ 43 çулпа танлашать. 35 çултан кĕçĕнрех учительсем пурĕ 64 çын, 2 çултан сахалрах ĕçлекенсем – 13-ĕн.

Кăçал пирĕн районти шкулсене 8 çамрăк специалист ĕçлеме килчĕ. С. Ми-хайлова Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта пуçламăш классене, А. Бабушкина Калайкассинчи вăтам шкулта историпе обществознани предмечĕсене вĕрентме тытăнчĕç. Ильинкăри вăтам шкулта Г. Скворцов физкультура урокĕсене, А. Дипломатов физика урокĕсене ертсе пыма пуçларĕç. Нискассинчи вăтам шкула çамрăк специалистсем йышлăн килчĕç: хими учителĕ А. Кириллова, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. Маркова, информатика учителĕ С. Петров тата математика учителĕ В. Сергеев.

– Çамрăк учительсене патшалăх енчен хавхалантармалли майсем те пур-вĕт-ха?

– Республика Пуçлăхĕ пĕлтĕр июнĕн 21-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хуракан çамрăк учительсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатассин мерисем çинчен» Указа алă пусса çирĕплетнĕччĕ. Çак указ пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатас тĕллевпе илнĕ ипотека кредичĕсене çăмăллатнă майпа тÿлеме май парать. Апла пулин те пирĕн районта пĕлтĕр те, кăçал та пурăнмалли условисене лайăхлатас текенсем пулмарĕç-ха.

– Зоя Юрьевна, пирĕн район учительсен династийĕсемпе мăнаçланма пултарать-и?

– Пултарать паллах. çак династисенчи учительсем хăйсен ĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, пурнăçлаççĕ те. Муркашри вăтам шкулти Авдеевсен династийĕн ĕç стажĕ 532 çулпа танлашать, Ярапайкассинчи Константиновсен – 501 çулпа, Орининти вăтам шкулти Ивановсен – 154 çулпа, Яниковсен – 105 çулпа.

– Шкулта пĕрремĕш çул мар ĕçлекеннисене те, çамрăккисене те уявра мĕн суннă пулăттăр?

– Кашни учителе çĕнĕ ÿсĕмсем тума, професси ăсталăхĕ енĕпе ÿссе пыма сĕнетĕп. Иксĕлми вăй-хăват, сывлăх тата тăнăçлăх сунатăп.

Н. Николаева

калаçнă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика