05 октября 2013 г.
Хирти пÿлмери мар тени ял ĕçченĕ умне çулленех кĕр çитсен тухать. Мĕн акса-лартса ÿстернине вăхăтра пуçтарса илесси, картара пур выльăхран тухăç ытларах тăвасси – кашни ертÿçĕн, пур специалистăн тивĕçĕ. Вырăнсенче вара тепĕр чух урăхларах шутлаççĕ пулас. Çакна юлашки вăхăтра «Свобода», Чапаев яч. хис., «Передовик» хуçалăхсенче кăтартусем палăрмаллах чакса кайни çирĕплетет. Каялла çул çăмăл-ши вара; Çак ыйту çине паян район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă пурлăх управленийĕн пуçлăхĕ В. АНАНЬЕВ хуравлать:
– Хамăр ĕçлесе çитерейменнине час-часах çут çанталăк пулăмĕсем çине яма хăнăхни ырри патне илсе пымасть. Вырăнсенче ĕçе пĕлсе йĕркелесе пырсан хире вырман тырă та, кăларман çĕр улми те, пухса илмен пахча çимĕç те юлмасть. Çухатусем курăмлă пулмасан экономика тĕрекĕ те çирĕпленсех пымалла. Çакнашкал ырă тĕслĕхсем пирĕн районтах пур. Малашлăха пăхаканăн вĕсенчен тĕслĕх илмелле, ырă опыта пурнăçа кĕртмелле. Анчах...
Çав «анчаха» пулах маларах асăннă хуçалăхсен экономики икĕ урапах уксахлама пуçларĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче эпир район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа ăратлă выльăх ĕрчетекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооператив-заводăн правлени членĕсен ларăвне хутшăнтăмăр.
Правлени членĕсен ларăвне ирттернин тĕп сăлтавĕ – хуçалăхăн производство кăтартăвĕсем палăрмаллах пĕчĕкленни. Пĕлтĕрхи январь–август уйăхĕсенче Кашмашсемпе Çатракассисем ял хуçалăх продукцийĕ реализацилесе 29 миллион та 263 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ пулсан, кăçалхи кăтарту 10 миллион тенкĕ ытла сахалрах. Çак çухатура сăлтавĕсем пĕрре мар. Малтанах хуçалăх сĕт сăвассине палăрмаллах чакарнине палăртмалла: производство пĕлтĕрхинчен 333 тонна сахалланчĕ. Çакă питех те шухăшлаттарать. Пĕчĕклетме пулать, паллах – ÿстерме;.. Укçа çине куçарсан çак тăкак 5 миллион тенкĕпе танлашать.
Çухатусем уй-хир ĕçĕсенче те пур. Вырмара 3 «хир карапĕ» пур çинчех вĕсемпе тухăçлă ĕçлеймерĕç. Пĕтĕмĕшле 1100 тонна тырă туса илни гектар пуçне тивекен тухăç вăтамран 12,1 центнерпа çеç танлашнине çирĕплетет. Танлаштарма, кÿршĕллĕ Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсене пĕтĕм вăйсене вăхăтра явăçтарнипе гектар пуçне 25,1 центнер тырă вырса илме мехел çитерчĕç.
Выльăх апачĕ хатĕрлессипе те хуçалăх икĕ урапах уксахларĕ. Хĕл каçма вăл паян çителĕксĕр. Апла пулсан выльăхсене витере тытнă тапхăрта та кунта производство пысăк пуласси пирки калаçу пулаймасть. Хуçалăх ертÿçи В. Никитин механизаторсем çителĕклĕ мар тени вырăнта ку енĕпе çанă тавăрса ĕçлеменни пирки çеç калать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев правлени членĕсен ларăвĕнче хуçалăх ĕç-хĕлне çивĕччĕн критикленине ăнланма пулать. Хуçалăх ертÿçин специалистсенчен çирĕпрех ыйтма кирли, малашлăха пăхса ĕçлеме тăрăшмалли, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессине малти вырăнта тытмалли ларура калаçакансен кашнин сăмахĕнчех палăрчĕ.
Каялла утăм пире валли мар. Йывăрлăхсене çĕнтерсе малашлăха пăхса ĕçлесен çеç экономикăна тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварма май пур.