Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

05 октября 2013 г.

 

Социаллă тÿлев савăнтарать

Иртнĕ кунсенче Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Токшикра пурăнакан Светлана Кузнецова, Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Илпешри Егоровсем пурăнмалли çурт-йĕр туянма е çĕнĕрен çĕклеме социаллă тÿлевсем илнĕ.

Район администрацийĕн капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктура управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» тата «2011 – 2015 çулсем валли пурăнмалли çурт-йĕр» программăсемпе кăçал пĕтĕмпе 11574,742 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Вăл шутра: федераци бюджетĕнчен – 3556,926 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен – 6220,526 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран – 797,290 пин тенкĕ.

 

Икĕ хут «калаçать»

Октябрь уйăхĕнче Чăваш Енĕн наци радиовĕпе Муркаш эрнере икĕ хутчен «калаçать». Радиопередачăсем малтанхи пекех юн кунсерен 8 сехет те 30 минутра кăна мар, шăмат кунсерен 18 сехет те 30 минутра та эфира тухаççĕ. Çапла вара районта пурăнакансен Лидия Туктина пĕлтерекен çĕнĕ хыпарсене кая юлмасăр пĕлсе тăма май пур.

Радиопередачăсене район администрацийĕн сайтĕнчи «Моргаушский район на Национальном Радио Чувашии» баннерта та тупса итлеме пулать.

 

Вун пĕр ача сахалрах

Иртнĕ тăхăр уйăхра пирĕн районта 318 ача çуралнă: 156 арçын ача тата 162 хĕр ача. Ача çуралассин кăтартăвĕ пĕлтĕрхинчен 11 пĕчĕкрех. 318 çемьери 115 ача – пĕрремĕшсем. Иккĕмĕш ачасем пурĕ 111 çемьере çуралнă, виççĕмĕшсем – 69 çемьере, тăваттăмĕшсем – 15 çемьере, пиллĕкмĕшсем – 8 çемьере. Ачасем ытларах Муркаш (42), Москакасси (36) тата Орнинин (32) ял тăрăхĕсенче çуралнă.

Çын вилесси вара ача çуралассинчен чылай нумайрах – 187 арçын тата 216 хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă. Вилнĕ арçынсем вăтамран 60 çулта, хĕрарăмсем 76 çулта пулнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ чирленипе пурнăçран уйрăлнă.

Асăннă тапхăрта районта 150 туй кĕрленĕ, анчах та 65 мăшăр суд йышăнăвĕпе, 4 мăшăр хăйсен килĕшĕвĕпе уйрăлнă.

 

Вырăнлă пулăшу

Патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерекен районти нумай функциллĕ центр çынсене тĕрлĕ услугăсем парса пулăшать. Хальхи вăхăтра унта граждансене муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр участокĕсене арендăна илме е харпăрлăха куçарма, çĕр участокĕн тĕллевлĕ усă кураслăхне улăштарма пулăшаççĕ. Кунсăр пуçне çак центртах çĕр участокне харпăрлăха илме право пур нумай ачаллă çемьесене те, пурăнмалли çурт-йĕр кирлисене те учета илеççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр туянма (е хăпартма) субсидие тивĕçме пултарнине çирĕплетекен свидетельствăсене те кунтах илме пулать. Муниципалитет харпăрлăхĕнчи пÿлĕмпе (пурăнмалла маррине) тÿлевсĕр усă курас е арендăна илес ыйтусемпе те кунтах йышăнаççĕ. Асăннă тата ытти хăш-пĕр пур услугăсемпе тивĕçтерес тесе кунта граждансенчен кирлĕ документсем йышăнаççĕ.

 

Ертÿçĕ улшăннă

Ярапайкассинчи вăтам шкулта çĕнĕ директор ĕçе тытăнчĕ. 1972 çулта çуралнă Александра Скворцова ку таранччен асăннă шкулта хăйĕн специальноçĕпе – психолог педагогра тăрăшнă. Унăн ĕç стажĕ 20 çулпа танлашать. Ĕçтешĕсем пуçарулăхпа палăрса тăракан вĕрентекен çĕнĕ должноçра та тивĕçлĕ ĕçпе ырă ят çĕнсе илессе шанаççĕ.

 

Вĕренÿ иртрĕ

Ĕнер Раççей МЧС граждан оборонин кунĕ пулчĕ. Çавна май район территорийĕнче те, ытти çĕрти пекех, вĕренÿ иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн граждан оборони 81 çул тултарнине халалланă. Пысăк шайри ĕçе тĕрлĕ орган хутшăннă. Вăл халăха систермелли электросирена янăравĕнчен пуçланнă. Район администрацийĕн ертсе пыракан тата ответлă ытти ĕçченсен йышĕн ларăвне Ростислав Тимофеев уçнă, кунта пухăннисене мероприяти тĕллевĕпе паллаштарнă.

Н. Николаева хатĕрленĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика