02 октября 2013 г.
Чăваш Енре çулсеренех хуласемпе районсен хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлĕн эффективлăхне тишкереççĕ. Республикăри хула округĕсен тата районсен муниципаллă тытăмĕсен 2012 çулхи ĕç-хĕлне тишкересси иртнĕ эрнере вĕçленчĕ.
Правительствăн ятарлă комисси йышăнăвĕпе Муркаш районĕ 2-мĕш вырăна тивĕçни паллă пулчĕ. Пĕрремĕш вырăна Патăрьел районĕ тивĕçнĕ. Хуласенчен вара Шупашкар хулин хăй тытăмлăх органĕ 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Çак тишкерĕве «Чăваш Республикин 2013 тата планланă 2014 тата 2015 çулсем валли республика бюджечĕ çинчен» ЧР Саккунĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Çавăнпа та чи лайăх кăтартусем çĕнсе илнĕ районсемпе хулана паракан грантсене республика бюджетĕнчен уйăрса параççĕ. Çапла вара Муркаш районĕ хăйĕн эффективлă ĕçĕпе 2614,55 пин тенкĕпе танлашакан хавхалантарăва тивĕçме пултарчĕ.