Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çанталăк çаврăнăçулăха тĕрĕслет

02 октября 2013 г.

 

Ылтăн кĕркуннепе хура кĕркунне кăçал пĕр килчĕç пулас. Тăтăш çумăрлă тăнă авăн уйăхĕ хресчене хытах тĕрĕслерĕ. Çак лару-тăрура пĕрисем вырмана вăхăтра вĕçлесе ытлă-çитлĕ кĕр аки пурнăçларĕç, фермăсене хĕле хатĕрлерĕç. Теприсемшĕн вара çумăрлă çанталăк пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Мĕнле шухăш-ĕмĕтпе пурăнать паян çĕр ĕçченĕ; Çак ыйту çине хурав тупма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе – экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă пурлăх управленийĕн пуçлăхĕпе В. АНАНЬЕВПА çыхăнтăмăр.

Çулталăкпа çулталăк пĕр килменнине çĕр ĕçченĕ тăтăшах курса тăрать. Кăçал та ял хуçалăх çулĕ хăйне евĕр килсе тухрĕ. Çут çанталăкăн япăх çанталăк çук теççĕ. Çапла вара вăл кăçал çĕр ĕçченне хăй умне лартнă тĕллевĕсене вăхăтра пурнăçлама пултарнине тĕрĕслерĕ теес килет. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çу кунĕсенче уяр кунсемпе тулăхрах усă курса выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ янтăлассипе ĕçлерĕç. Пĕрлехи вăй-халпа хĕл валли 7229 тонна (140 процент) утă, 14683 тонна ( 98 процент) сенаж, 5174 тонна (38 процент) силос, 90 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ янтăлама пултартăмăр.

Кĕр çитсессĕн вырмара та вĕсем хăйсен çаврăнăçулăхне кăтартрĕç. Пĕрлехи тăрăшулăхпа вырма вĕçленчĕ пулин те тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем кĕрхи уй-хир ĕçĕсене тĕппипех вĕçне çитерчĕç теме иртерех-ха. Хирсенче кăларман çĕр улми те (300 гектар ытла), пахча çимĕç те (44 гектар) сахал мар.

Кĕр кунĕсем пулсан та йĕпе-сапаллă çанталăк уяртасса шанатпăр. Çавăнпа та хуçалăхсенче çак вăхăтра хирте юлнă ĕçсене кĕске хушăра пурнăçлама хатĕр пулмалла. Кĕрхи ĕçсене пурнăçлама хушма вăйсем мобилизацилессипе тăрăшмалла.

Умри ĕçсене çителĕклĕ те паха тума пултарсан çеç эпир хамăр малашлăха шанма, ума лартнă тĕллевсем пурнăçланасса шанма, патшалăх пулăшăвĕпе те усă курма пултаратпăр. Паян тăрăшуллă ĕçлесен çеç эпир хĕл кунĕсенчи производствăна тивĕçлĕ шайра упраса хăварма пултарăпăр.

Хĕл кунĕсем терĕм те, обществăлла выльăх-чĕрлĕхе вите-сарайсенче тытса тăрас тапхăр пуçланчĕ. Апла пулсан выльăх-чĕрлĕх хĕле кĕчĕ. Çавна валли фермăсене юсаса çитереймен пулсан ку ĕçсене паян-ыран вĕçлемелле. Выльăхсене хĕллехи рационпа тăрантарма пуçлани ферма ĕçченĕсен ĕçне те улшăнусем кĕртет. Çавăнпа та зоотехниксен, выльăх тухтăрĕсен, ферма ертÿçисемпе кунти ĕçченсен лартнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçлассипе пĕр çыхăра ĕçлемелле.

Сăмахăма вĕçлесе тепĕр хут калатăп. Паянхи çанталăк пирĕн çаврăнăçулăха тĕрĕслет. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика