28 сентября 2013 г.
Çитес ытлари кун Ватă çынсен кунĕ пулнипе паллă. Ăна 1991 çултанпа ирттерме пуçланă. Халĕ çакă ырă йăлана кĕчĕ, малашне те вăл çаплах пуласса шанас килет.
Ватă çынсем тĕлĕшпе вăйра тăракан çăмăллăхсемпе тата ытти йĕркепе паллаштарма Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин «Социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕн Муркаш районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Валентина Аникина кăмăл турĕ:
– Аслă ăрурисен пурнăç условийĕсене йĕркелесси, ăна пахалăхлăрах тăвасси патшалăхăн тĕп задачисенчен пĕри пулса тăрать. Вĕсене уйăракан тимлĕх пĕр кунпа кăна çыхăнман. Пирĕн пата тĕрлĕрен çын килет, чылайшĕ пур çăмăллăх пирки пĕлсех çитеймест, вĕсене эпир ăнлантаратпăр, кирлĕ документсем хатĕрлеме сĕнетпĕр.
Паянхи кун тĕлне районта 9894 пенсионер пурăнать, вăл шутра Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе вăрçă инваличĕсем 58-ăн, вăрçăра вилнĕ салтаксен мăшăрĕсем 344-ăн, тыл ĕçченĕсем 1034-ăн, ĕç ветеранĕсем 5082-ĕн.
Медицина кăтартăвĕ тăрăх ватă çынсем санаторисемпе курортсене кайса сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ. Кăçал 35 çынна 553,0 пин тенкĕлĕх путевкăпа тивĕçтернĕ те ĕнтĕ.
Иртнĕ çул пуçламăшĕнче Чăваш Республикинчи пенсионерсене «ĕç ветеранĕ» ят парасси пуçланчĕ. Çавна май кăçал ку енпе 90 çын ыйтăвне тивĕçтернĕ те ĕнтĕ, вĕсем «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» удостоверениллĕ пулчĕç. Халĕ тата 20 çын ыйтăвне пăхса тухатпăр. Çак ята тивĕçнисем кăçалхи июль уйăхĕнчен пуçласа 1082 тенкĕ илме пуçлаççĕ.
«Ветерансем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме е туянма патшалăх пулăшу кÿрет, çавна май 247 çын хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатнă.
Патшалăх шайĕнчен уйăракан социаллă пулăшу шайĕ ÿссех пырать. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 426 çемьене 3 миллион тенкĕ ытлалăх коммуналлă услугăшăн субсиди уйăрнă та ĕнтĕ.
Кăçалхи тăхăр уйăхра ветерансемпе инвалидсен реабилитаци центрне кайма 17 пенсионера май туса панă.
Çÿлерех асăннă çăмăллăхсем йăлтах патшалăх шучĕпе пурнăçланаççĕ, апла пулсан пирĕн ватă çынсем чăнахах та кулленхи тимлĕхре. Эпĕ вара самантпа усă курса пурне те çак уяв ячĕпе саламлатăп, вăл пĕр кунпа кăна ан чикĕлентĕрччĕ, кашни çынра çирĕп сывлăх ытларах хуçалантăр, кăмăл-туйăма çĕклеме май паракан самант нумайрах пултăр. Эпир сире май пур таран пулăшма тăрăшăпăр.
Р. Илларионова калаçнă.