28 сентября 2013 г.
Район администрацийĕнче сентябрĕн 26-мĕшĕнче, Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн, хăйне майлă уяв пулчĕ. Асăннă мероприяти пысăк йыша пухрĕ.
– Хисеплĕ çыннăмăрсем, эсир – район чапĕ, сăн-сăпачĕ. Сирĕн сĕнĕвĕр кирек епле ĕçре те вырăнлă, эпир сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уяв самантне салам сăмахĕсемпе пуçланă май.
Ырă сăмахсем вĕçсĕр-хĕрсĕр пулчĕç – йăлтах хисеплĕ çынсемшĕн. Кунта пухăннисем районти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕпе паллашма пултарчĕç. Паллах, ÿсĕмре вĕсен тÿпи пысăк, вĕсем çакăншăн ырми-канми тăрăшнă, халĕ те пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлтен аякра мар. Апла пулсан сумлă ĕçченсене пысăк тав.
«Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнисем тăваттăн пулчĕç. Çавăн пекех обществăлла ĕçре активлăхпа палăракан, çамрăксене патриотла воспитани парассине пысăк тÿпе хывакан, ыттисемшĕн ырă тĕслĕхре тăракан хăш-пĕр ветерансене ятран чысларĕç. Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Елена Макарова (варринчи) – хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл пур енлĕ маттур çын. Унăн ĕçĕсене районта кăна мар курма пулать. Çавăнпах та ĕнтĕ унăн пултарулăхĕпе паллашма республика шайĕнчен килеççĕ. Унăн ăсталăхне чылай Хисеп грамоти çирĕплетет. Эпĕ те уяв умĕн маншăн çывăх çыннăма Елена Ильиничнăна саламлатăп, çирĕп сывлăх сунатăп.
Уява Етĕрне хăнисем те килсе çитрĕç, тĕрлĕ юрă-кĕвĕ парнелерĕç. Çакăн пек чыславсем ял тăрăхĕсенче, организаци-учрежденисенче те тивĕçлĕ шайра пуласса шанас килет.
Р. Макарова.