Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиенлĕ йăласемпе пĕрле кĕрешер

25 сентября 2013 г.

 

Район администрацийĕнче сентябрĕн 20-мĕшĕнче наркотикпа усă курассине хирĕç кĕрешес ĕç комиссийĕн тата право йĕркине пăсассине асăрхаттарас ĕç комиссийĕн ларăвĕсем пулнине пĕлтернĕччĕ. Вĕсем «çавра сĕтел» мелĕпе иртрĕç.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту наркотикпа усă курассине хирĕç кĕрешесси пирки пулчĕ. Ун пирки шалти ĕçсен пайĕн ертÿçин çумĕ Виталий Григорьев тата тĕп больница наркологĕ Лариса Иванова каларĕç.

Çулталăк пуçланнăранпа районта наркотикпа усă курнă 4 преступление регистрациленĕ, 14 çын тĕлĕшпе медицина тĕрĕслевĕ ирттернĕ. 5 хушма хуçалăхра мăкăнь ÿстернĕ факт тупса палăртнă. «Мак – 2013» операци ирттернĕ. Сиенлĕ йăлапа кĕрешессинче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен те аякра юлмалла мар, ку тĕлĕшпе саккуна маларах пăснисем те кулленхи тимлĕхре пулмалла. Уйрăм çынсен те сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшмалла, преступлени, ултав çулĕ çине тăнисене вăхăтра асăрхаттармалла. Çавăн чухне кăна ырă пуçару витĕмĕпе усал йăлапа вырăнлă кĕрешме пултарăпăр.

Çул çитмен çамрăкăн кăмăл-туйăмĕ питĕ вылянчăк. Çавна май вăл çăмăллăнах усал йăлапа туслашма пултарать, вĕсем çине аслисем те витĕм кÿреççĕ. Çакна тĕпе хурса кĕçĕн ăру тĕлĕшпе тимлĕх ытларах уйăрмалла – вĕсем пирĕн ачасем тата пуласлăх. Комисси членĕсем пĕр шухăшлă пулса психологи тесчĕн мелне вăя кĕртме палăртрĕç. Анкетăна алла илнĕ май ача усал йăлапа усă курни пирки е çакăн пек кăмăл пулни çинчен пĕлтерет. Кунта, паллах, ирĕксĕрлени çук, çакă анонимлă майпа иртмелле, çавăнпа та тĕрĕс хурава вăхăтра пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапах та чи малтан ача воспитанийĕшĕн ашшĕ-амăшĕ ответлă, апла пулсан вĕсен тыткаларăшĕпе, кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланмаллах.

Черетлĕ ыйту район территорийĕнче «Сывлăхшăн тата хамăр ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн» профилактика акцийĕ ирттересси пулчĕ. Ун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Лилия Тарасова каларĕ. Çулсерен иртекен акци сентябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ, çулталăк вĕçлениччен пырать. Районта унăн ĕç планне çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Акцие Раççей Федерацийĕн наркотиксен çаврăнăшне контрольлекен служби ирттерет. Асăннă ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – сывă пурнăç йĕркине пăхăнассине йăлана кĕртесси, пируспа, эрехпе, наркотикпа усă курассине сивлесси.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче сывлăх сехечĕсем, калаçусем, ăмăртусем иртеççĕ. Унта сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене, сывлăх сыхлав учрежденийĕсен, шкул библиотекисен ĕçченĕсене явăçтараççĕ.

Республикăри ĕç опычĕпе усă курса комисси членĕсем Муркашри автостанцире тата район администрацийĕн çуртĕнче ятарлă ещĕк вырнаçтарма йышăнчĕç. Унта наркотикпа, алкоголь суррогачĕпе суту-илÿ, усă курнă фактсем пирки çырса пĕлтерме пулать, анонимлă та юрать.

Эрехпе сиенленсе больницăна сиплеве килнисем йышлансах пыраççĕ. Ун витĕмĕпех хăшĕ-пĕрин кун-çулĕ те вăхăтсăр татăлать, суицид факчĕсем ÿсни те пурне те шухăшлаттарма тивĕç. Арçынсенчен хĕрарăмсем те аякра юласшăн мар пулас, нарколог патне учета тăракансем те йышлă, шута илменнисем татах та ытларах пулни вара иккĕлентермест. Шел пулин те, пĕр çула çитмен ачасем ку таранччен 5-ĕн пурнăçран уйрăлнă, республика шайĕнче ку кăтарту пысăккисен шутĕнче. Ку синкерсенче те эрех витĕмĕ пур. Çак самантсем пирки тĕп больницăн тĕп врачĕ Владислав Данилов пĕлтерчĕ.

Районти уйрăм предпринимательсем «фанфурикпа» суту-илÿ туни – чи йывăр ыйтусенчен пĕри. Çакă вара çынсен сывлăхĕшĕн уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратать, çавăн пекех çак «вилĕм» çемье бюджетне те палăрмаллах çÿхетет. Хăш-пĕр предпринимательсем асăннă комисси членĕсен тата ответлă ытти ĕçченсен ыйтăвне-сĕнĕвне шута илчĕç, унпа суту-илÿ тума пăрахрĕç. Район администрацийĕпе шалти ĕçсен пайĕн çурчĕсем хушшинче вырнаçнă аптека тата Заводская урамри аптекăра çав-çавах уйрăм предпринимательсем «вилĕм» сутаççĕ, çапла майпа бизнесменсем çын куççулĕпе кĕсйисене хулăнлатаççĕ. Кун йышши фактсем ытти суту-илÿ точкисенче те пур. Çавна май «тÿрĕ» чунлă предпринимательсене комиссие чĕнме тата вĕсен ĕç-хĕлне пăхса тухма йышăнчĕç. Асăннă ответлăха район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕ çине хучĕç.

Алкоголизм сиенĕ тата ун витĕмĕпе тунă преступлени йышĕ ÿссех пырать. Çавна май районта ведомствăсем хушшинчи алкоголизмпа кĕрешессин профилактика ĕçĕсен ятарлă планне йышăннă. Унпа район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин ĕç-хĕлне йĕркелекен секторăн ертÿçи Лариса Петрова паллаштарчĕ.

Ÿсĕрле тунă преступлени шайĕ пысăккине палăртрăм ĕнтĕ, вăл 44,5 процентпа (иртнĕ çул 41,2 проц.) танлашать. Республика кăтартăвĕ вара – 39,0 процент, акă мĕнпе «чапа» тухатпăр эпир. Çемьери харкашусем те йышлансах пыраççĕ тата ытти те. Сăлтавĕ мĕнре-ха; Ĕçсĕрлĕх тата эрехпе айкашни!

Çавăн пекех Катькас, Уйкас Янасал, Йÿçкасси ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем асăннă ыйтусем тавра калаçрĕç, вĕсенче преступлени шучĕ пысăк, вăл шутра уйрăмах йывăррисем те. Тата чылай ыйту хускалчĕ ларура.

Р. Макарова. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика