Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агробизнес аталанăвĕ куллен тимлĕх ыйтать

25 сентября 2013 г.

 

Çумăрпа пуян авăн уйăхĕ вĕçленсе пырать. Иртнĕ кунсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле епле хатĕрленин тĕрĕслевĕсем вĕçленчĕç. Апла пулин те хресчен яра куна выльăх апачĕ хатĕрлессипе тăрăшнă çу кунĕсем, «хир карапĕсем» каçалăк хыççăн каçалăк тунисем паян та куç умĕнчех. Ял хуçалăхне аталантарассипе ыранхи куна пăхса ĕçлекенсем пĕр ĕçе те кая хăвармарĕç. Тăрăшуллисем йывăрлăхсене çĕнсех ытлă-çитлĕ выльăх апачĕ янтăларĕç, хатĕр апатăн пахалăхне тĕрĕслеттерчĕç, сарай-витесемпе выльăх-чĕрлĕхе хĕле хатĕрлерĕç т. ыт. те. Ума лартнă тĕллевсем пурте пурнăçланчĕç-и; Çитес хĕл кунĕсем экономика аталанăвĕн никĕсне çирĕп алăра тытса хăварма май парĕç-и; Çак ыйтусем çине ирттернĕ тĕрĕслевсем çирĕп хурав пачĕç. Кĕрхи кун çу ăшши пирки шутламалли вăхăт мар ĕнтĕ. Çавăнпа та хĕле хатĕрленессипе обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки калаçăва район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕ пайăн тĕп эксперт специалистне Татьяна АЛЕКСЕЕВĂНА чĕнтĕмĕр.

– Татьяна Александровна, хĕл кунĕсенчи продуктивлăх çуллапа кĕркунне выльăх апачĕ янтăлассипе çаврăнăçуллăрах ĕçленинчен нумай килет. Çакă ялта пурăнакан тата хăйĕн хушма хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх тытакан кашни çыншăнах паллă. Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче тени те çавнах çирĕплетет. Çывхаракан хĕл кунĕсем выльăх апачĕ тĕлĕшпе чухăн пулмĕç-и; Сивĕ хĕл кунĕсем кама ытларах шиклентерĕç тесе шутлатăр?

– Выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илесси апат-çимĕç хисепĕпе тата унăн пахалăхĕпе çыхăннă. Çавăнпа та çулсеренех хĕле хатĕрленнĕ вăхăтра çак ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Хамăр патăмăра тăратакан оперативлă кăтартусене ĕненес пулсан авăн уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе агрофирмăсем, чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пурĕ 7229 тонна (140 процент) утă, 14683 тонна (98 процент) сенаж, 5174 тонна (38 процент) силос, 90 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ янтăланă. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе тупăшлă хĕл каçарма вара пире сахалтан та 5,2 пин тонна паха утă, пахалăхпа ыйту кăларса тăратман 15 пин тонна сенажпа 13,5 тонна силос, 6 пин тонна ытла улăм, чăх-чĕпе шутламасăр 17,9 пин тонна фуражлăх тырă кирлĕ. Вĕсемсĕр пуçне «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикине валли хĕл каçма хăйне 9 пин тонна, «Фаворит» обществăна 300 тонна ытла тырă кирлĕ. Кун çумне иртнĕ çулхи куçăмлă фондри выльăх апачĕ 2,3 пин тонна апат единици пуррине хушар. Пĕтĕмлетсе пăхсан (кроликсемпе чăх-чĕпе шутламасан) районти çĕр ĕçченĕ çитес хĕл валли пĕр условнăй выльăх пуçне 34,5 центнер апат единици хатĕрленĕ.

Выльăх апачĕ янтăлас ĕç пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче халĕ те чарăнман-ха. Кукурузăран силос хывассипе паян Ильич яч. хис., «Ударник» хуçалăхсенче, «Путь Ильича» агрофирмăра ĕçлеççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксенчен силос хывса хăварассипе Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшаççĕ. Çак тимлĕх хĕле кĕриччен татах 7 пин тонна ытла силос янтăлама май парасса шанатпăр.

– Хуçалăхсенче янтăланă апатăн пахалăхĕ еплереххи пирки калайратăр-и? Тĕрĕслеттернĕ-и ăна?

– Ку ыйтăва эпир нихăçан та иккĕмĕш вырăна хăвармастпăр, мĕншĕн тесен агробизнес аталанăвĕ куллен тимлĕх ыйтать. Хуçалăхсенчи специалистсем те ăна тĕрĕс ăнланни пĕрлехи ĕçсен çулĕсене уçса пырать кăна. Авăн уйăхне кĕриччен районти пур хуçалăх та хăйсем çу каçа хатĕрленĕ апат тĕслĕхĕсене тĕрĕслеттерме республикăри ветеринари лабораторине çитерсе пачĕç. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕ çакăн пек: янтăланă утăн 62 проценчĕ пĕрремĕш класлă, 34 проценчĕ – 2-мĕш класлă, 4 проценчĕ – 3-мĕш класлă. Тĕрĕслеве тăратнă 2,5 пин тонна силос 100 проценчĕпех 1-мĕш класлă. Çак апатпа пĕрлех маларах хатĕрленĕ сенажа та 5,2 пин тонна («Восток», «Герой», «Ударник», «Путь Ильича» хуçалăхсем) тĕрĕслеттертĕмĕр. Апатăн 45 проценчĕ – 1-мĕш класа, 38 проценчĕ – 2-мĕш класа, 17 проценчĕ 3-мĕш класа тивĕçтерчĕ. Кĕçех каярах вăхăтра янтăланă апат пахалăхĕ те паллă пулмалла. Вĕсем те пит хĕретмелле пулмасса шанатăп эпĕ.

– Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тивĕçлĕ шайра аталантăр тесен хĕлле те производствăна чакарса ямалла мар. Çавăнпа та хĕл кунĕсем çывхарни пирки калаçнă май чăн малтанах районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче кăçалхи хĕле выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк йышĕ еплерех хисеппе кĕнине пĕлес килет. Эсир хирĕçлеместĕр пуль?

– Авăн уйăхĕ вĕçленсе пынă май сивĕсем çывхарнине кашни кунах хăвăрах сисетĕр ĕнтĕ. Эсир фермăсене хĕле хатĕрленипе интересленнипе, сирĕн шухăшăрпа тата ыйтăвăрпа килĕшетĕп, мĕншĕн тесен фермăсене хĕле хатĕрлесси çинчен калаçма пуçласан çак ыйту малтанах выльăхсене пырса тивни пирки час-часах манатпăр. Вырăнсенче ку тĕлĕшпе çулсеренех нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Ахальлĕн майĕ те çук. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăр выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче чи ответли шутланать. Çак вăхăта ыранхи кунпа пурăнакансем фермăсене те, выльăхсене те тухăçлă хĕл каçарма хатĕрлесе çитереççĕ. Ку чухне зооветеринари правилисене пăхăнмасан выльăхсен тĕрлĕ чирĕсене çул уçăласси, продуктивлăх чакасси пирки те иккĕленÿ çук. Выльăхсене çарантан сарайне кĕртнĕ вăхăтра таврари сывлăш температури улшăнни уйрăмах çамрăк выльăхсемшĕн сиенлĕ пулма пултарать. Çакна шута илсе хĕле хатĕрленнĕ тапхăрта фермăсенче хуçалăх ĕçĕсене туса ирттернĕ хушăрах планпа пăхнă зооветеринари ĕçĕсене те сиктерме юрамасть.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенчен тăратнă статистика пĕтĕмлетĕвĕпе кăçал мăйракаллă шултра выльăхсем пĕлтĕрхинчен ытларах, сыснасем палăрмаллах хĕл каçма сахаллăн кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ çулталăк хушшинче 4692 пуçран 5053-не çитрĕ. Çакăнта куллен укçа паракан ĕнесен йышĕ палăрмаллах пысăкланни ырă шанчăк çуратать: ĕнесен кĕтĕвĕ пĕлтĕр 2008 пуç пулнă пулсан, кăçал – 2214 пуç. Кунти тĕп ÿсĕм «Путь Ильича» агрофирма аталанăвĕпе çыхăннă. Асăннă хуçалăх çĕнĕ ферма çĕкленипе ĕнесен кĕтĕвне те 70 пуçран 378 пуçа çитерме пултарчĕ. Суворов яч. хис. хуçалăх çулталăк хушшинче 11 ĕне хушни те (211 пуç) ĕçлекенсем малалла пăхни пирки калать. Сыснасен кĕтĕвĕ вара уйăх пуçланнă тĕле 2828 пуç юлчĕ. Ку вăл çулталăк каяллахинчен 2252 пуç сахалрах.

Уйрăм сăмах чăх-чĕп пирки. Ку отрасле паян районта «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче тата «Фаворит» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра, С. Юхтановăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче аталантараççĕ. Пĕрремĕшсем кăçал чăхсен йышне 2340 пуç чакарчĕç пулсан (270022 пуç чăх-чĕп пур), иккĕмĕшсем 50 пуç хушма хăват çитерчĕç (5100 пуç).

– Сивĕ кунсем çывхарнă май ĕнесене витесене кĕртме те вăхăт çитет. Тĕрĕслевсенче витесемпе сарайсем выльăхсене йышăнма хатĕрри курăнчĕ-и; Камсем çаврăнăçуллăрах пулнă-ха хĕле хатĕрленессипе?

– Выльăх-чĕрлĕх пăхас технологие пăхăнакансен çу каçа улăх-çаранта кĕтÿре çÿренĕ ĕнесене чăнах та вăхăтра витесене тăратмалла. Çакă та продуктивлăха сыхласа хăварассипе çыхăннă. Кунта манăн район администрацийĕн хушăвĕпе июль – август уйăхĕсенче фермăсене хĕле хатĕрлессипе ятарлă тапхăр йĕркелени пирки каласа хăварас килет. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче çак уйăхлăх «Путь Ильича» агрофирмăра, Чкалов яч. хис., Ильич яч. хис., Суворов яч. хис., «Оринино», «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе И. Черновăпа А. Афанасьева хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ахаль иртменни курăнчĕ. Кунти фермăсенче хĕле хатĕрленсе пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçлама хевте çитернĕ. Ыттисен вара ыррине ĕмĕтленмелли çеç юлать.

– Ĕнесене хĕллехи тапхăра кĕртнĕ май вĕсен чĕрнисене касасси те иккĕмĕш пĕлтерĕшлĕ ĕç мар...

– Тĕрĕсех асăрхаттартăр. Чĕрне ÿссе кайни ĕнен продуктивлăхне чакарать. Çавăнпа та чĕрне касассине çулталăкне икĕ хут йĕркелени пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене сĕт продуктивлăхне тивĕçлĕ шайра тытма пулăшать.

А. БЕЛОВ калаçнă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика