25 сентября 2013 г.
Амур облаçĕнче тата Хабаровск крайĕнче пурăнакансем шыв илнине пула епле пысăк инкек тÿсни пирки пурте пĕлетпĕр. Районти предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем паян вĕсене пулăшма пултараççĕ. Çавна валли ятарлă счетсем уçнă. Çак вăхăта инкеке лекнисене пулăшма районĕпе 100 пин тенкĕне яхăн укçа куçарса панă. Çынсен инкекне ăнланса укçа-тенкĕ тĕлĕшпе пулăшма май тупнисем шутĕнче çак вăхăта район администрацийĕ, Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсем, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ, ватă çынсемпе инвалидсен Йÿçкассинчи интерначĕ, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Муркашри станци, хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ, район хаçачĕн редакцийĕ.
Чăвашсем мĕн авалтанпах ыр кăмăллăхпа, çынсен хуйхи-суйхине ăнланма пĕлнипе, пулăшма тăрăшнипе палăрса тăнă. Çак енсене хамăрта çухатас марччĕ. Районти ытти предприятисемпе организацисем, ял тăрăхĕсем ку енĕпе пуçаруллăрах пуласса шанас килет. Укçа-тенкĕ куçармалли счетсене пĕлтеретпĕр.
Амур облаçĕнче пурăнакансене пулăшма:
ИНН 2801123618
КПП 280101001
Получатель УФК по Амурской области (минфин АО л/сч 04232003600)
Р/сч 40101810000000010003
Банк ГРКЦ ГУ БАНКА РОССИИ ПО АМУРСКОЙ ОБЛАСТИ
г. Благовещенск БИК 041012001
ОКАТО 10401000000
КБК 015 2 07 02030 02 0000 180
«Назначение платежа» тенĕ вырăнта обязательнăй йĕркепе «Добровольные пожертвования на ликвидацию последствий наводнения в Амурской области в 2013 году» тесе кăтартма ан манăр.
Хабаровск крайĕнче пурăнакансене пулăшма:
УФК по Хабаровскому краю (Правительство Хабаровского края, л/сч 05222000060)
ИНН 2700000786
КПП 272101001
Р/сч 40302810600002000233
В ГРКЦ ГУ Банка России по Хабаровскому краю
БИК 040813001
ОКАТО 08401000000
«Назначение платежа» тенĕ вырăнта «Добровольные пожертвования на ликвидацию последствий наводнения в Хабаровском крае» тесе кăтартмалла.