21 сентября 2013 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин тата районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Валентина Аникина малтанах Чуманкасси ял тăрăхĕнче пулчĕç, ял тăрăхĕн активĕпе тата Чуманкасси шкулĕнчи учительсен коллективĕпе тĕл пулусем йĕркелерĕç. Тĕл пулусене Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов, Чуманкасси шкул директорĕ Валерий Васильев хутшăнчĕç.
Владимир Германович хăйĕн сăмахĕнче çавна палăртрĕ. Медицина ĕçченĕсен, вĕренÿ, хушма вĕренÿ, шкулчченхи вĕренÿ, культура сферинче вăй хуракансен ĕç укçине ÿстерсе пырассипе палăртнă мероприятисем республика шайĕнче те, вăл шутра районта та йĕркеллех пурнăçланса пыраççĕ. Çулталăк вĕçлениччен вĕрентÿ ĕçченĕсен ĕç укçи шайне регионти вăтам ĕç укçи шайĕпе танлаштарма палăртнă.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен, ача сачĕсен çурчĕсене юсассипе пысăк ĕçсем пурнăçлама май килнĕ. Ку ĕçсене Чуманкасси ял тăрăхĕн территорийĕнче те йĕркеленĕ. Кăçал уйрăмах районти шкулсенчен хăшĕсен столовăйĕсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерме май килнине ырă енчен палăртмалла. Кунта Чуманкасси, Çатракасси, Калайкасси, Йÿçкасси, Мăн Сĕнтĕр шкулĕсене асăнса хăвармалла. Сăмах май иртнĕ çул Муркаш шкулĕн столовăйне кăна çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерме май килнĕ. Хальхи вăхăтра Чуманкасси шкулне уйрăммăн хутса ăшăтассине йĕркелессипе ĕçсем пыраççĕ.
Çул-йĕр çинче ачасем инкеке лекесси ÿссе пыни шухăшлаттарать. Кун пек тĕслĕхсем районта иртнĕ çул 2 пулнă пулсан, кăçал инкексен шучĕ 8-а çитнĕ. Çавăнпа çул çинчи хăрушсăрлăх темипе ачасемпе калаçусем ирттерни, асăрхаттару мероприятийĕсем йĕркелени ытлашши мар.
Кăçалхи çул Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк пулнине манма кирлĕ мар. Тавралăха тирпей-илем кĕртессин, территорисене çÿп-çапран тасатассин ыйтăвĕсене манăçа кăларас марччĕ.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Валентина Аникина социаллă хÿтлĕхе тивĕçлисене районта пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерни пирки каласа пачĕ. Вĕсенчен нихăшĕ те пулăшусăр юлмасть. Федераци, республика шайĕнчи çăмăллăхсемпе тивĕçтересси саккунпа килĕшÿллĕн пулса пырать.
Мăн Сĕнтĕрти, Каршлăхри, Шомикри, Йÿçкассинчи вăрçăпа ĕç ветеранĕсен тата интернат çурчĕсенче пурăнакансене кирлĕ условисене пĕтĕмпех туса панă.
Çемьери йывăр условисенче çитĕнекен ачасене, ватă çынсене сипленме е канма кайма санаторипе легерьсен путевкисемпе тÿлевсĕр тата çăмăллатнă йĕркесемпе тивĕçтерессине пăхса хунă. Кăçал та вăрçăпа ĕç ветеранĕсем 52 çын, шкул ачисем 46-ăн путевкăсене тивĕçнĕ.
Паллă ĕнтĕ, ял çыннисене хумхантаракан, канăç паман ыйтусем çук мар. Чуманкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă май ял урамĕсенчи çулсене тăвасси пирки сăмах пуçарни пĕрремĕш хут мар. Ку тĕлĕшпе Владимир Германович ăнлантарса пани чăнлăхпа пĕр килет. Район территорийĕнче ялсен шучĕ пĕчĕк мар. Çăмăлах пулман пулин те, республика программипе усă курса иртнĕ çулсенче вĕсене кашнинех асфальт сарнă çулсемпе çыхăнтарма май килнĕ. Ял урамĕсенче пуринче те асфальт сарасси вара пĕр çулта тумалли ĕç мар. Акă район территорийĕнче ялсенчи çулсен тăршшĕ пĕтĕмпе 375 километр пулсан, асфальтлисем 100 километр. Йĕркеллĕ çул çукки 275 километр. Пĕр километр асфальт çул тума хальхи вăхăтра 15 миллион тенкĕне яхăн кирлĕ пулсан, пĕтĕм ялта çул тăвасси мĕн хака кайса ларассине шутласа пăхма йывăр мар. Ăна валли районăн 10 çулхи пĕтĕмĕшле бюджечĕ те çитес çук. Çавăнпа та хальлĕхе ыйтăва вырăнти майсене шута илсе, ял çыннисемпе канашласа, пĕр шухăшлă пулса татса пама тивет. Чуманкасси ялĕнчи, Исетерккĕ патĕнчи çулсем пирки те çавна каламалла.
Хăш-пĕр ялсенче электроэнерги напряженийĕ нормăран пĕчĕкрех пулни пирки пĕлтерчĕç. Çынсене ял урамĕсенче хуçасăр йытăсем йышланса кайни те пăшăрхантарать. Тĕрĕссипе ку йытăсене никам та килсе яман, вĕсем ял çыннисенех. Тĕл пулусене хутшăннисем ыйтусем çине тулли хуравсем илме пултарчĕç. Хăш-пĕр ыйтусене ответлисем çывăх вăхăтра татса пама шантарчĕç.
Турайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти учительсен коллективĕпе те тĕл пулу иртрĕ. Шкул директорĕ Юрий Герасимов каласа панă тăрăх шкул ачисен вăйĕпе икĕ çул каялла çул хĕррипе 3 километр йывăçсем лартса хăварнă. Хунавсем кивĕ пулнă пирки ытларахăшĕ чĕрĕлмен. Çак ĕçе тепĕр хут йĕркелеме палăртаççĕ.
Ыйтусем Турайсен те çук мар. Шкулта халĕ 92 ача вĕренет. Вĕсен йышĕ чакса пынă май вĕрентекенсен шутне те чакарма тивĕ. Пĕр предмет учителĕ тепĕр предметпа та вĕрентме тытăнни вара ачасене паракан пĕлÿ шайне чакарма пултарать. Вĕрентÿ ĕçченĕсем выслугăпа паракан çăмăллăхсене урăх çĕре ĕçлеме куçас пулсан сыхланса юлассин, медосмотр тăнăшăн укçа тÿлеме тивнин ыйтăвĕсене çĕклерĕç. Çÿп-çап ыйтăвĕ кунта та çивĕччисенчен пĕри. Ялсенчи çÿп-çапа, çул хĕррисемпе унта та кунта туса хунă йăла каяшĕн миххисен куписене полигона турттарса каяссине йĕркелемеллех. Плотина хĕрринче тĕрлĕ тасамарлăх хуçаланма тытăннă. Кун пек ыйтусене вара вырăнтах татса пама май пур. Çынсен пуçаруллăрах пулмалла кăна.
Çав кун Турай ял тăрăхĕнчи Çатракасси ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ, вăрçă инваличĕн мăшăрĕ Фекла Иванова 95 çул тултарчĕ. Владимир Германовичпа Валентина Алексеевна ăна паллă кун ячĕпе ăшшăн саламларĕç, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Тав çырăвне, район администрацийĕ ячĕпе чĕрĕ чечек кăшăлĕ тата парне пачĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Информаци ушкăнĕсем хутшăннипе ытти ĕç коллективĕсенче те тĕл пулусем тивĕçлĕ шайра, усăллă иртрĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.