21 сентября 2013 г.
ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ Ирина Ершова Çатракассинчи тата Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулсене çитсе курчĕç.
Çатракасси шкулĕн директорĕ Валерий Прокопьев шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Шкулта юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ: шыв пăрăхĕсене улăштарнă, алăксене çĕнĕрен лартнă. Кунпа пĕрлех ачасене апатлантарассине тивĕçлипе йĕркеленĕ темелле. Шкул столовăйĕ валли хальхи оборудовани кÿрсе килнĕ, сĕтел-пукан туяннă, апат-çимĕç хатĕрлемелли блока тĕпрен юсанă.
Шкулти педагогсен коллективĕпе тĕл пулнă май Надежда Викторовна Чăваш Республикин патшалăх социаллă политикин мероприятийĕсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни, çулсем çинче ачасемпе пулса иртекен инкексене чакарассипе республика влаç органĕсем туса ирттерекен ĕçсем, территорисене тирпей-илем кĕртессипе йĕркелекен экологи субботникĕсем, кĕрхи кунсенче йывăçсем лартса хăварасси, ялсемпе çул хĕррисене тата масарсене тирпейлесси пирки тĕплĕ чарăнса тăчĕ.
Хыççăн информаци ушкăнĕ «Елочка» ача садĕнче юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕ.
Информаци ушкăнĕ Мăн Сĕнтĕр шкулне те çитсе курчĕ. Шкулта 344 вĕренекен пĕлÿ илет. Асăннă шкулта та столовăй валли кирлĕ оборудовани, сĕтел-пукан туяннă, апат хатĕрлемелли блокра юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Шкулта электропроводкăна, водопровод системине пĕтĕмпех улăштарнă.
Шкул коллективĕпе тĕл пулнă май Надежда Викторовна социаллă политика шайĕнче туса ирттерекен ĕçсем çинче чарăнчĕ, ĕç укçи тÿлессин системинчи улшăнусем пирки сăмах хускатрĕ.
Шкул ачисем çул çинче инкексене ытларах лекни йĕркеллĕ пулăм мар. Надежда Викторовна ку енĕпе профилактика ĕçне шкул çулĕсенчен çеç мар, шкул çулне çитичченех анлăн йĕркелеме кирлине палăртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Николаевич та хăйĕн сăмахĕнче ку ыйтуран пăрăнса иртмерĕ. Çул-йĕр çинчи инкек-синкексене асăрхаттарассипе кирлĕ мерăсем йышăннă. Çулсем çинче ятарлă паллăсем тăвассипе, знаксем вырнаçтарассипе ĕçсем пурнăçланă. Ку ĕçсем малалла пыраççĕ. Территорисене тасатассипе, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе вара çак ĕçсене пурне те анлăн явăçтарни кирлĕ.
Тĕл пулăва хутшăнакансем кружоксен ĕçне ертсе пыракансене ĕçшĕн тÿлессин, вĕренекенсене учебниксемпе тивĕçтерессин ыйтăвĕсене хускатрĕç. Ку тата ытти ыйтусем çине те вĕсем тулли хуравсем илме пултарчĕç.
Т. ЯКОВКИНА.