Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлевсĕр тата çур хакпа

21 сентября 2013 г.

 

Октябрĕн 1-мĕшĕнче Ватă çынсен кунне паллă тăватпăр. Районта туса ирттермелли асăннă кунпа çыхăннă мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Çавна май район администрацийĕ кăçалхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче 281 " хушу кăларнă. Вăл Ватă çынсен кунĕ умĕн районти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисен ĕçне йĕркелессипе çыхăннă.

Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пур харпăрлăх формипе ĕçлекен предприятисенче те сентябрĕн 27–28-мĕшĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсенне, вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх мăшăрĕсенне, тыл ветеранĕсенне тÿлевсĕр майпа çÿç касассине йĕркелеме сĕннĕ. 55 çулхи тата аслăрах хĕрарăмсем, 60 çулхи тата аслăрах арçынсем çав кунсенче çак ĕçе 50 процент тÿлевпе пурнăçлаттарма тивĕç.

Мунча услугипе тивĕçтерекен пур йышши предприятисенче те сентябрĕн 29-мĕшĕнче çăвăнасси Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсемшĕн, вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх мăшăрĕсемшĕн, тыл ветеранĕсемшĕн тÿлевсĕр пулмалла. 55 çулхи тата аслăрах хĕрарăмсен, 60 çулхи тата аслăрах арçынсен çав кун мунчара çăвăннăшăн услуга хакĕн 50 процентне кăна тÿлемелле пулать. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика