18 сентября 2013 г.
Иртнĕ эрне кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ял хуçалăх организацийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле илсен канашлура кĕрхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлессипе, обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Вĕсем пирки тĕплĕнрех район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне Владислав АНАНЬЕВА каласа пама ыйтрăм.
– Хуçалăх ертÿçисемпе тĕл пулнă май Ростислав Николаевич тĕрĕсех палăртрĕ, кашнийĕнех чи малтанах ответлăх туйăмĕ çирĕп пулмалла. Унсăрăн хамăрăн обязательствăсене пурнăçлама май çук. Çакна чи малтанах выльăх-чĕрлĕх сфери пирки калас пулать.
Хуçалăхсенче халĕ çĕр улмипе пахча çимĕç пухса кĕртмелли юлнă. Кунта пур резервсемпе те туллин усă курни кирлĕ. Уяр кунăн пĕр самантне те пушăлла ирттермелле мар.
«Тĕпĕр пысăк задача вăл – выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма тĕплĕ хатĕрленсе çитесси. Выльăх апачĕ кирлĕ чухлĕ янтăласа хăварас пулать, выльăхсен йышне чакарма памалла мар. Выльăх-чĕрлĕх фермисене пурне те октябрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр хĕл кунĕсем валли хатĕрлесе çитермелле». Çакăн пек задача лартрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Кăçалхи сакăр уйăхра районĕпе пĕтĕмĕшле илсен пур категорие кĕрекен хуçалăхсенче ял хуçалăх продукцине 900 млн. тенкĕлĕхе яхăн туса илнĕ. Агропромышленноç комплексне аталантарма бюджетран кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 54,7 млн. тенкĕ уйăрнă. Ку вăл иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 10,3 процент нумайрах. Федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ 38,2 млн. тенкĕ (102,3 процент), республика бюджетĕнчен 15,7 млн. тенкĕ (120 процент) уйăрнă. Хальхи вăхăтра ака ĕçĕсем ирттерме илнĕ кĕске вăхăтлăх кредитсен тата хушма хуçалăхсен кредичĕсен 2-мĕш кварталта сутнă сĕтшĕн процент ставкисене саплаштарма федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Куратпăр ĕнтĕ, ял хуçалăхĕнче ĕçлекен паян пулăшусăр юлмасть.
Хуçалăхсен пур категорийĕсемпе илсен кăçалхи сакăр уйăхра районĕпе чĕрĕ виçепе 2476,8 тонна аш-какай туса илнĕ. Вăл шутран ял хуçалăх организацийĕсенче – 884 тонна.
Районĕпе сĕт туса илесси иртнĕ çулхинчен 5,4 процент чакрĕ, пĕтĕмпе ăна 28535,9 тонна туса илнĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх предприятийĕсенче сĕт 6442 тонна е иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 107,8 процент туса илнĕ. Сĕт сăвассине «Свобода», «Ударник», Чапаев яч. хис. хуçалăхсенче чакарчĕç. Суворов яч. хис. хуçалăхра вара ку тĕлĕшпе уйрăмах кăтартуллă ĕçлеççĕ. Хуçалăхра çак вăхăта пĕр ĕне пуçне вăтамран 4270 килограмм сĕт суса илме пултарчĕç. Выльăхсен продуктивлăхне ÿстерес тесен рационта белокпа витамин минерал хутăшĕсем, вăрă чусти, патока, сăра йĕтри пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çĕр улми кăçал 619 гектар çинчен, пахча çимĕç 64 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Юлашки вăхăтри çумăрсем вĕсене кăларса пухма чăрмантарчĕç ĕнтĕ. Çавăнпа та уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курасси кулленхи норма пулса тăма тивĕç.
Кăçал кĕр аки ирттерессипе хуçалăхсем япăх мар ĕçлерĕç темелле. Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис., «Оринино», Чкалов яч. хис. хуçалăхсем, «Путь Ильича» тата Мичурин яч. хис. агрофирмăсем, «Агро-Че» ООО, Афанасьевăн тата Сретинскийăн фермер хуçалăхĕсем ку енĕпе хăйсен планĕсене ирттерсе тултарма пултарчĕç. Пĕтĕмпе кĕрхи культурăсене çак вăхăта 4770 гектар акса хăварнă. Ку вăл республика шайĕнче те япăх кăтарту мар. Апла пулин те «Свобода», Чапаев яч. хис. хуçалăхсем кĕр аки ирттермелли чи лайăх вăхăта «çывăрса» ирттерсе янине ниепле те тÿрре кăларма çук.
Часах акă кĕрхи кунсем иртсе кайĕç те сивĕ хĕл кунĕсем те çитсе тăрĕç. Çавна май ял хуçалăхĕнче кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ, хăйĕн йĕрки. Пĕрне те кая хăварма май çук, пурне те ĕлкĕрес пулать. Паян васкаварлă пулсан кăна ыранхи куна шанчăкпа пăхма пултарăпăр.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.