18 сентября 2013 г.
Михаил Васильевич ĕçлĕ çул çÿревпе Муркаш районĕнче ĕнер пулчĕ, чикĕллĕ яваплăхлă «ВаСем» обществăра пулса курнă май кунта çĕр улми кăларса пухас ĕçсене мĕнле йĕркеленипе паллашрĕ.
Кĕрхи кунсем йĕпе-сапаллă тăраççĕ. Пĕтĕ-мĕшле илсен районĕпе тĕш тырă культурисене пухса кĕртсе пĕтернĕ ĕнтĕ. Черетре – çĕр улмипе пахча çимĕç культурисем. Уйрăмах çĕр улмине пухса кĕртессипе çине тăма тивет. Районĕпе вăл 619 гектар пулсан, пухса кĕртмелли лаптăк татах 402 гектар.
– Кĕрхи кун çанталăкăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курас пулать. Мĕн çитĕнтернине пĕтĕмпех пухса кĕртес задача тăрать. Çынсене те, пĕтĕм техникăна та мобилизацилемелле, – палăртрĕ республика ертÿçи.
«ВаСем» обществăра «Рябинушка» сорт çĕр улми лартса ÿстернĕ хирте пулса курчĕç. Çумăр пĕрĕхетчĕ пулин те, хирте çĕр улми кăларакан комбайн чиперех ĕçлетчĕ.
Вăрттăнлăхне «ВаСем» ертÿçи Валерий Кондратьев уçса пачĕ. Хуçалăхра çĕр улмине Голланди технологийĕпе лартса тăваççĕ. Çĕр улмин кассисен хушши 65 – 70 сантиметр мар, 90 сантиметрпа танлашать. Çĕр улми хысакĕсем те çÿллĕрех пулаççĕ. Кун пек чухне хальхи пек йĕперех çанталăкра та комбайн пусăра чиперех ĕçлейрет. Сăмах май предприятире çĕр улми лартмалли сажалкисем те, копалкисемпе комбайнĕсем те Голландире туса кăларнисем. Хуçалăхра çĕр улми 80 гектар йышăнать пулсан, 45 гектарне пухса кĕртнĕ ĕнтĕ, тухăç пĕр гектар пуçне 200 центнертан кая мар.
Михаил Васильевич ырашăн «Татьяна» сорчĕн супер элита вăрлăхне акса хăварнă уйра пулса курнă хыççăн та кăмăллă юлчĕ. Кунта ака ĕçĕсене августăн 25-мĕшĕнче ирттернĕ. Хирти калча сип-симĕс, парка ÿсет. Апла пулсан çитес çул кунта япăх мар тухăç илме шанăç пур.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев каласа панă тăрăх кăçал хуçалăхсем кĕр аки ирттерессипе япăх мар ĕçленĕ. Кĕрхи культурăсене 4,77 пин гектар çинче акса хăварнă. Ку вăл иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 386 гектар нумайрах.
Предприятире çĕр улми сортламалли çĕнĕ пункт хута янă. Кунта ĕç кал-кал пырать. Хиртен турттарса килнĕ çĕр улмине рабочисем сортласа сутлăх та хатĕрлеççĕ, хранилищĕне управа та хураççĕ. 2000 тонна вырнаçмалăх хранилищĕри микроклимата вара пĕтĕмпех автоматика йĕркелесе тăрать. Çĕр улми сортланă çĕрте вăй хуракансем хăйсен ĕç условийĕсемпе, ĕçшĕн тÿлессипе кăмăллă пулни çинчен пĕлтерчĕç.
Кунтах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.
Михаил Васильевич çакна уйрăммăн палăртрĕ. Çĕрĕн чăн-чăн хуçи пулмалла. Харпăрлăхри хăш-пĕр çĕрти çĕр участокĕсем çинче хальхи пек çум курăк кашласа ларнипе çырлахма юрамасть. Çĕр е харпăрлăхра, е арендăра пулмалла. Тĕллевлĕ усă курман çĕр участокĕсене вара çĕр çинче чăннипех ĕçлекен çын аллине парассипе çине тăмалла. Акă унччен «Новая Юнга» хуçалăх пулнă вырăнта та 4 – 5 çул каялла хирсенче çум курăксăр пуçне нимех те кашламан. Паян вара «ВаСемăн» пусă çаврăнăшĕнче 1000 гектар ытла çĕр. Кашни гектар усă кÿрет, продукци парать.
Паян çĕр ĕçĕ тупăш кÿмест мар. Чăн-чăн хуçалла ĕçлени кирлĕ. Кун пеккисене патшалăх та пулăшусăр хăвармасть. Пулăшу мелĕсем курăмлă. Çитменнине кăçалхи çула илес пулсан ял хуçалăх продукцийĕн хакĕсем те япăх темелле мар.
Паллă ĕнтĕ, «иккĕмĕш çăкăрăн» кăçалхи тухăçĕ пĕлтĕрхинех çитеймест. Çĕр улми çитĕннĕ вăхăтра çанталăк çумăрсăр тăни витĕм кÿнĕ. Апла пулин те тухăç, пĕтĕмĕшле илсен, япăх темелле мар. Мĕн акса-лартса ÿстернине пĕтĕмпех тата çухатусемсĕр пухса кĕртме тăрăшмалла. Мĕн пур ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыни, техникăпа ĕç вăйĕсене тĕрĕс мобилизацилеме пултарни ку тĕлĕшпе питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юнкăсем ку тĕлĕшпе – ыттисемшĕн тĕслĕх.
В. ШАПОШНИКОВ.