07 сентября 2013 г.
Патшалăх пенсисене хушса финанслассин программине хутшăнма уйăрнă вăхăт вĕçленсе пырать. Заявленисене октябрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Программăна хутшăнни пулас пенси виçине е унччен шутласа панă пенсие самай пысăклатма май парать. Апла пулсан вăл пуриншĕн те усăллă – çамрăксемшĕн те, çулланнисемшĕн те.
Патшалăх пенсисене хушса финанслассин программин условийĕсем пирки эпир тĕплĕнрех паян Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕпе Роза КОНДРАТЬЕВĂПА калаçас терĕмĕр.
– Роза Алексеевна, каласа парăр-ха, тархасшăн, Программăна хутшăнни мĕн парать?
– Унăн усси куç кĕрет. Патшалăх пенсисене хушса финанслассин программине хутшăнакан çын хăйĕн ирĕкĕпе хăйĕн пулас пенси виçине ÿстерме е çак вăхăта илсе тăракан пенси виçине ÿстерме çулталăкне 2 пинрен тытăнса 12 пин тенкĕ таран тÿлет. Патшалăх вара ăна çав сумма чухлех укçа-тенкĕ хушса куçарса парать. Çак йĕрке 10 çула тăсăлать. 10 çул хушшинче Программăна хутшăнакан çын взноссем куçарма пăрахма та, çĕнĕрен куçарма тытăнма та пултарать. Кунпа пĕрлех унăн çуллен хывакан взноссен суммине улăштарма та ирĕк пур. Çапла вара кашниех хăйĕн майĕсене шута илсе хăйне кирлĕ пек тума пултарать. Епле пулсан та патшалăх вара хывнă сумма чухлех гражданинăн счечĕ çине куçарса парать. Палăртса хăварнă пулăттăм: çынсен хăйсен пулас пенсине пысăклатма кун пек май урăх çук та!
Кунсăр пуçне патшалăх пенсисене хушса финанслассин программи пенси илмелли ÿсĕм çулне çитнĕ, анчах та пенси илме кăмăл туман граждансемшĕн пушшех те меллĕ. Вĕсем хывакан взноссене патшалăх 2 хут мар, 4 хут ÿстерсе парать.
– Программăна хутшăнакан çын укçа-тенкĕне хăçан илме пултарать-ха?
– Енчен те çынна ватлăха пула е срок çитмесĕрех ĕç пенсийĕ тÿлеме тытăнма пăхнă пулсан, вĕсем иртнĕ çултан тытăнсах тÿлевсем илме пуçăнчĕç ĕнтĕ. Республикăри пенсионерсенчен хăшĕсене хушма пенсие уйрăм тапхăрта – 10 çул хушши тÿлесе тăма палăртнă. Унăн вăтам виçи уйăхне 738 тенкĕпе танлашрĕ. Патшалăх пенсисене хушса финанслассин программине хутшăнакансенчен ытларахăшĕ вара пур укçа-тенкĕне те пĕр хут харăссăн илчĕ. Мĕншĕн тесен уйăхсерен хушса тÿлемелли пенси виçи пенсин пĕтĕм виçин 5 процентĕнчен пĕчĕкрех пулчĕ. Кун пеккисем республикипе 4,7 пин çын.
Вĕсем хушшинче Программăна 3 çул хушши хутшăнса хăйсен пулас пенсийĕ валли çуллен 12-шер пин тенкĕ куçарса тăнă пенсионерсем те пур. Халĕ вара вĕсем пухăнакан пенсисене илме кăмăл турĕç, пĕр харăс паракан пысăк суммăсене тивĕçрĕç. Сăмахран, акă Вăрнар районĕнчи 40 çулхи медицина ĕçченне, вăхăт çитмесĕрех пенси пама тытăннăскере, пĕр харăс 133 пин тенкĕ памалла тунă. Шупашкарти, Патăрьелĕнчи тата ытти çĕрти пенсионерсем те 60 – 80-шар пин тенкĕне тивĕçрĕç.
– Укçа-тенкĕне илме ăçта пымалла-ха?
– Енчен те патшалăх пенсисене хушса финанслассин программине хутшăнакан çын патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне суйласа илнĕ пулсан, тÿлев суммине илме те унăн çав фонда заявлени çырса парас пулать. Ытти тĕслĕхсенче – Раççей Пенси фончĕн территори органĕсене.
Патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсемпе вĕсен регионсенчи офисĕсен адресĕсемпе телефон номерĕсене Интернетра тупма пулать. Çавăн пекех Раççей Пенси фондне тÿлевсĕр телефон çине талăкĕпех 8-800-510-55-55 номерпе те шăнкăравлама май пур. Сăмах май çак номерпе шăнкăравласах патшалăх пенсисене хушса финанслассин программипе çыхăннă кирек епле ыйту çине те хурав илме пулать.
– Программа участникĕсем валли налук тÿлессипе хăш-пĕр çăмăллăхсем пăхса хунă пирки калани тĕрĕсех-и?
– Каларăм ĕнтĕ, чи малтанах гражданин хăйĕн пулас пенси виçине пысăклатма çулталăкне хывнă 12 пин тенкĕ таран укçа-тенкĕ виçине патшалăх çавăн чухлех пысăклатса парать. Кунсăр пуçне çулталăк хушшинче хывнă взноссемшĕн уйрăм çынсен тупăшĕнчен тытса юлакан налук виçине (НДФЛ) 13 процент тавăрса параççĕ. Çавна валли налук инспекцине тупăшсем пирки справка тата взноссем тÿленин квитанцийĕсене тăратас пулать. Сăмахран, Программăна хутшăнакан çын çулталăкне 12 пин тенкĕ хушма взноссем тÿленĕ пулсан, социаллă налукăн вычечĕ шучĕпе ăна 1560 тенкĕ каялла тавăрса параççĕ.
Кунта çавна та палăртса хăварнă пулăттăм. Налук тÿлессипе çăмăллăх мелĕсене Программăна хутшăнакан уйрăм çынсем валли кăна мар, Программăна хутшăнса хăйсен ĕçченĕсемшĕн взноссем хывакан ĕç паракансем валли те пăхса хунă. Пирĕн республикăра паянхи куна 11 организаци Программăна хутшăнса хăйсен ĕçченĕсен пулас пенсийĕсене ÿстерес ĕçе хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсен списокĕ вăрăмланса пырасса шанатпăр. Мĕншĕн тесен социаллă çакăн пек пулăшу ĕç вырăнĕсенче чи лайăх кадрсене сыхласа тата çирĕплетсе хăварма май пани вăрттăнлăх мар. Организаци программăна хутшăннипе ĕçлекен çын патшалăх пулăшнипе çулталăк хушшинче кăна 24 пин тенкĕ тата инвестици тупăшĕ илме пултарать.
– Халĕ уçăмлатар-ха, кам хутшăнма пултарать Программăна?
– Патшалăх пенсисене хушса финанслассин программине Раççейăн çамрăк гражданĕсем те, çулланнисем те хутшăнма пултараççĕ. Заявленисене 14 çул тултарнисенчен йышăнаççĕ. Пенсионерсем те программăна активлă хутшăнаççĕ, 90 çула (!) çитнисем те пур. Кил хуçи хĕрарăмĕсене, предпринимательсене, çавăн пекех официаллă ĕç укçи илсе тăман ытти çынсене те Программăна хутшăнма чĕнсе калатăп. Çапла майпа вĕсем малашлăхра вăтам пенси илсе тăма пултарĕç.
Пĕтĕмĕшле илсен вара пенси пирки çамрăкранах шухăшласа пăхас пулать. Мĕншĕн тесен Программа участникĕсем 10 çул хушшинче ватлăх çулĕсем çитнĕ тĕле сахал мар укçа-тенкĕ пухма ĕлкĕреççĕ. Банкра кун чухлĕ укçа пухас тесен самай ытларах вăхăт кирлĕ. Çитменнине пур укçапа усă курасси те илĕртет. Пирĕн республикăпа илес пулсан Программăна хутшăнакансем хушшинче 35 çула çитменнисем 40 процента яхăн. Хĕрарăмсем ытларах активлăх кăтартаççĕ – Программăна хутшăнакансем хушшинче вĕсем 60 процент тата хулара пурăнакансем 70 процент.
– Программăна хутшăнакан çын пенсие тухиччен пурăнаймасан вара мĕнле?
– Кун пек чухне харпăр хăйĕн взносĕсене те, патшалăх хушса финансланă суммăна та, кунсăр пуçне инвестици тупăшне те вилнĕ çыннăн еткерĕсем илĕç. Чи малтанах – çывăхрах тăванĕсем.
– Программăна хутшăнас тесен мĕн тумалла-ха?
– Çавна валли Раççей Пенси фондне пырса заявлени çырса парас пулать. Заявлени бланкне тата ăна çырса тултармалли пирки инструкцие Пенси фончĕн районти управленийĕнче илме май пур. Пĕрле паспорт тата обязательнăй пенси страхованийĕн страховани свидетельстви пулмалла.
Заявление почтăпа та ярса пама пулать. Анчах та кун пек чухне заявление нотариус çирĕплетни кирлĕ.
Çавăн пекех заявление ĕç вырăнĕнче те, трансферагент урлă та (кунта Пенси фончĕ вĕсемпе пĕр-пĕрин хушшинче алă пуснисене çирĕплетессипе килĕшÿ тунă организацисем, вăл шутра Раççей Перекет банкĕ тата ытти банксем, патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсем, Раççей Почти т. ыт. те кĕреççĕ) çырса пама пулать. Заявление ĕç паракан урлă панă чухне ăна ĕç паракан алă пусса çирĕплетет. Кунпа пĕрлех Программăна хутшăнма заявление килтен тухмасăрах патшалăх услугисен пĕрлехи интернет-порталĕпе усă курса та (gosuslugi.ru) пама пулать. Республикăри 180 çынран заявлени шăпах çапла майпа йышăннă та ĕнтĕ. Чи пĕлтерĕшли – заявлени пама 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмалла мар.
– Взноссене мĕнле майпа тÿлесе тăмалла пулать?
– Ĕçлекен граждансемшĕн чи ансат мел вăл – укçа-тенкĕне ĕç вырăнĕнче ĕç укçинчен тытса юлмалла тăвасси. Çавна валли предприяти ертÿçи ячĕпе заявлени çырса памалла, бухгалтери уйăхсерен Пенси фондне мĕн чухлĕ сумма укçа куçармаллине кăтартмалла.
Взноссене кирек хăш банкра тÿлеме те пулать. Çавна валли харпăр хăйĕн квитанци тултармалла е Пенси фондĕнче ятран паракан штрих-кодлă квитанци илмелле. Çапла майпа взноссене тÿлев терминалĕсенче тÿлеме меллĕрех. Тÿлеве банк карттинчен куçарма та, Перекет банкĕн банкомачĕсем урлă укçан тÿлеме те пулать. Чылайăшĕ хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемшĕн, телефоншăн, Интернетшăн çапла майпа тÿлеме хăнăхрĕ те ĕнтĕ.
Çавна палăртса хăваратăп. 2009 çултан тытăнса Чăваш Енре пурăнакансем Программăна хутшăнса хăйсен ирĕкĕпе пулас пенсисене пысăклатма 302 млн ытла тенкĕ тÿленĕ. Çавăн чухлех вĕсене патшалăх куçарса панă. Çулталăкри тÿлев вăтамран 8 пин тенкĕпе танлашнă. Асăннăччĕ, патшалăх 12 пин тенкĕ таран суммăна çавăн чухлех хушса финанслать.
– Программăна хутшăнас е хутшăнас мар тесе иккĕленсе тăракансене эсир мĕн каланă пулăттăр?
– Пенси ыйтăвĕсемпе канаш ыйтма ман пата кÿршĕсем те, палламан çынсем те час-часах пыраççĕ. Пурне те эпĕ вĕсене урăх ниçта та çук çак Программăна хутшăнма сĕнетĕп. Çĕр-шывĕпе илес пулсан 13 млн ытла çын патшалăх пенсисене хушса финанслассин программине хутшăнать ĕнтĕ. Чăваш Республикинче кун пеккисенчен 176 пин заявлени йышăннă. Вĕсен шутне эсир те кĕме васкăр. Сăмах – сирĕнте!