Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ильинкăсем пуçлăх суйлĕç

07 сентября 2013 г.

 

Ыран Ильинка ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансемшĕн – суйлав кунĕ. Суйлавçăсен вырăнти влаç органĕн – ял тăрăхĕн пуçлăхне суйламалла пулать. Суйлавпа çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем çинче Муркаш территори суйлав комиссийĕн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Лилия ТАРАСОВА чарăнса тăчĕ:

– Çапла, ыран Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлассипе суйлав иртет. Ыранхи суйлав унчченхи суйлавсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть. Ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсем паллă. Кусем вĕсем Эдуард Михайлович Васильев, Татьяна Петровна Кондратьева, Борис Юрьевич Леденцов, Владимир Михайлович Ляченков, Наталия Васильевна Сергеева тата Евгений Викторович Чаленко. Вĕсене пурне те Муркаш территори суйлав комиссийĕ регистрациленĕ, кандидатсем хăйсен суйлав умĕнхи программисемпе район хаçатĕнче паллаштарнăччĕ.

Ку округра пĕтĕмпе суйлавçăсен хисепĕ 1590 çын. Ял тăрăхĕн территорийĕнче 4 суйлав участокĕ йĕркеленĕ. Кусем вĕсем 534-мĕш Тренккă, 535-мĕш Апчар, 536-мĕш Вăрманкасси тата 537-мĕш Мăн Шашкар участокĕсем.

Суйлав участокĕсем ирхи 8 сехетрен тытăнса суйлавçăсене йышăнма пуçăнаççĕ. Каçхи 8 сехетре вĕсем хупăнаççĕ. Суйлавçăсен унччен суйлав участокĕсене пырса хăйсен сассисене ку е вăл кандидатшăн парас пулать.

Пĕрле паспорт илмелли пирки манма кирлĕ мар. Унсăрăн сасăлама май çук.

Хăшĕсем тĕрлĕ сăлтава пула суйлав участокне пыраймасан та пултараççĕ. Кун пеккисен суйлав кунĕнче 14 сехетрен кая юлмасăр ун пирки суйлав участокне е телефонпа шăнкăравласа, е тепĕр çын урлă, е заявлени çырса пĕлтермелле. Вĕсене суйлав комиссийĕн членĕсем киле пырса сасăлаттарĕç.

Суйлав йĕркеллĕ, тивĕçлĕ шайра иртмелле. Пăтăрмахсем пулма кирлĕ мар. Суйлав участокĕсенче видеорегистраторсем вырнаçтарнă. Сасăлав мĕнле иртни пĕтĕмпех çырăнса пырĕ.

Юлашкинчен суйлавçăсене çавна кăна каласа хăварасшăн. Вырăнти пурнăç мĕнлерех пуласси чылай енчен ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Апла пулсан ял тăрăхне ертсе пыма кама шанса парасси пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Ку вара пĕтĕмпех сирĕнтен килет. Активлăрах пулăр, пурте суйлав участокне пырса тивĕçлĕ кандидатшăн сасăлăр. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика