Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

07 сентября 2013 г.

 

Çĕнĕ ертÿçĕ

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе вакантлă вырăн пурри пирки маларах пĕлтернĕччĕ. Çапла вара конкурс комиссине виçĕ заявлени тăратнă. Сентябрĕн 3-мĕшĕнче район администрацийĕнче комисси ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пычĕ. Пĕр шухăшлăн пулса асăннă пайăн ертсе пыракан эксперт специалисчĕн Геннадий Любимовăн кандидатурине ырларĕç, çĕнĕ ĕçе пуçăннă ятпа саламларĕç.

 

Ĕç укçи

Район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕ пĕлтернĕ тăрăх ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен кăçалхи январь – июль уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи 9510 тенкĕпе танлашнă. Çакă, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа пăхсан, 105 процент пулать. Районти вăтам кăтартуран виçĕ хуçалăхра ĕç укçи калăпăшĕ пысăкрах пулни курăнать. Вĕсем шутĕнче: «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики, «Путь Ильича» агрофирма, «Ударник» хуçалăх.

 

Юсав ĕçĕсем

Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерес тĕлĕшри республика программи вăйра тăнă май пирĕн районта ку ĕç-хĕл тулли хăватпа пырать. Муркашри виçĕ тата Юнкăри пĕр çуртра юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Çакна пурнăçлама уçă конкурс йĕркеленĕ, тăватă подрядчика суйланă. Халĕ вĕсем çак ĕçе пуçăннă.

Р. Илларионова

хатĕрленĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика