Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Райхаçат парнисене çĕнсе илнисем –Чăваш Ен пресса спорт фестивальне

11 сентября 2013 г.

 

Уяр кунпа ăшă сăмахсем спортсменсемшĔн – хавхалану

Муркаш районĕнчи «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçата çанталăк та кăмăллать тейĕн. Ытти чухне вĕçсĕр-хĕрсĕр çумăр çурĕ пулсан, çак кун хĕвелĕ те кашни çынна ăмăрту лаптăкне чĕнчĕ, кăмăла çĕклерĕ, финиша хăвăртрах тухма йыхравларĕ.

Чăваш Ен пресса спорт фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне район хаçачĕн тĕп редакторĕн тивĕçне пурнăçлакан Владислав Шапошников уçрĕ, ăшă сăмахсем каларĕ, сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшне палăртрĕ.

– Муркаш районĕ яланах спортпа çывăх пулнă, çакна чылай ĕç-хĕл çирĕплетет. Пирĕн ентешсем тĕрлĕ шайри ăмăртура çĕнтереççĕ. Апла пулсан вĕсем пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Спортпа туслă пулас йăла малашне те тăсăлĕ. Сирĕн хушăра ăста тренерсен вĕренекенĕсем чылай. Эсир йышлă пулни пире хаваслантарать. Муркаш районĕ çитес çул çитмĕл çул тултарать. Çавăн пекех «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат та – унăн тантăшĕ. Апла пулсан вĕсене чыслар, ăмăртура активлă пулар, сире эстафета çула тухма чĕнет, – терĕ Владислав Леонидович ăмăртăва уçнă май.

Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев саламларĕ.

– Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансемшĕн, сывлăха çирĕплетес текенсемшĕн халĕ районта пур услови те туса панă. Маларах вара эпир бассейн тата ытти сооружени пирки ĕмĕтленнĕ кăна. Акă «Сывлăх» комплекс кăна мĕне тăрать, ку тĕлĕшри ытти учреждени те сире валлиех ĕçлет. Çакăнта, паллах, патшалăх тивлечĕ пысăк. Кĕçĕннисемшĕн те, аслисемшĕн те вĕсем питĕ меллĕ. Çавăнпа та пуррипе туллин усă курма тăрăшмалла. Кирек епле ăмăртăва та ытларах хутшăнмалла, – терĕ Ростислав Николаевич пурне те ăнăçу сунса.

Çапла вара вĕсем спортпа туслашни пурнăçра çирĕп тĕллевлĕ пулма, ответлăха туйма, вĕренÿпе ĕçре ĕлкĕрсе пыма пулăшнине палăртрĕç.

Асăннă ăмăрту çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш пулчĕ. Муркашăн тĕп урамĕнче уяв пулни аякранах курăнчĕ: эстафета çулне кăтартакан тĕрлĕ-тĕслĕ паллăсем, «Сывлăх» ФСК умĕнче янăракан хаваслă юрă-кĕвĕ, пысăк йыш тата ытти те.

 

Пĕрле эпир

ытларах та

Районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртăва тĕп шкулсен вунă, вăтам шкулсен вун сакăр команди, предприятисемпе организацисен пилĕк команди хутшăнчĕ.

Уйрăмах Ярапайкасси, Мăн Сĕнтĕр, Муркаш, Йÿçкасси шкулĕсене ырăпа палăртмалла, вĕсем икшер команда йĕркеленĕ. Чи маттуррисем ку енĕпе – Калайкассисем. Асăннă шкултан виçĕ команда ăмăртăва хутшăнчĕ.

Шкул ачисемпе ĕç коллективĕсен командисем эстафетăра куçса çÿрекен кубоксене тата хаклă парнесене çĕнсе илессишĕн вăй виçрĕç.

Шел, ял тăрăхĕсен командисене курма май килмерĕ Чăваш Ен прессăпа спорт фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче. Ку ĕçе йĕркелессинче вĕсен пуçлăхĕсем аякра пулни аван курăнчĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, массăллă спорта явăçтарма тăрăшмалла тетпĕр, асăннă категори ăмăртăва хутшăнманни – пысăк çитменлĕх.

 

Çула тухар!

Çапла вара ăмăртăвăн тĕп судйи Владимир Петров программăпа паллаштарчĕ. Вăтам шкулта тата тĕп шкулта вĕренекенсен командисенче 3 арçын ачапа 3 хĕр ача пулчĕ. Ĕç коллективĕсен командисенче вара – 3-шер арçынпа 2-шер хĕрарăм. Шкул ачисем вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш старта хатĕрленчĕç. Акă старт янăрарĕ. Асфальт çул тăрăх 400 метрлă дистанци спорт тусĕсене йышăнчĕ.

 

 

ВĔсем –

çĕнтерÿçĕсем

Çĕнтерни мар, хутшăнни пĕлтерĕшлĕ теççĕ. Çапах та кашниех финиша маларах çитме тăрăшрĕ.

Ырă йăла тăсăмĕ пулĕ ку, Калайкассисемпе (тăваттăмĕш хут) Шетмĕпуç (виççĕмĕш хут) спортсменĕсем – çулленхи çĕнтерÿçĕсем. Асăннă командăсем вара иртнĕ çулах пĕрремĕш пулма шантарса хунăччĕ, хăйсен сăмахне тытрĕç курăнать.

Çапла вара тĕп шкулсен эстафетинче Шетмĕпуçĕнчи шкул ачисен команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Вĕсем виççĕмĕш хут кубока çĕнсе илчĕç, асăнмалăх парнене тивĕçрĕç. Командăри кашни ачана медаль çакса ячĕç.

Иккĕмĕш вырăна Шомиксем тухрĕç, виççĕмĕшне – Сосновкăсем. Вĕсем те медальсемпе парнесене тивĕçрĕç. Кашни ача сăн-питĕнче ăшă кулă палăрчĕ.

Вăтам шкул командисен ăмăртăвĕ те хĕрÿ тупăшура иртрĕ. Финиша Калайкассисем чи малтан çитрĕç, кубока çĕнсе илчĕç, хаклă парнеллĕ пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Муркашсем, виççĕмĕш пусăмра – Калайкасси шкулĕнчи тепĕр команда.

Ĕç коллективĕсен эстафетинче Муркашри тĕп больница команди чи маттурри пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна «Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ – «Сывлăх» ФСК команди тухрĕ, район администрацийĕн команди – виççĕмĕш.

– Хисеплĕ спорт тусĕсем, сире пурне те ăмăртăва хутшăннăшăн тав тăватăп. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва малашне те тивĕçлĕ шайра ирттерме шантаратпăр, – терĕ Владислав Леонидович ăмăртăва вĕçленĕ май.

Сыхлăх шучĕпе медицина ĕçченĕсем те кунтах пулчĕç. Муркаш райповĕ вара ырă йăлана тăсса вĕри чейпе, тутлă çимĕçпе сăйларĕ.

 

Çĕнтерÿçĕсене республика

йыхравлать

Асăннă ăмăртăвăн çĕнтерÿçисем «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн 75-мĕш юбилейлă çăмăл атлетика эстафетине хутшăнĕç. Ăна чăвашăн мухтавлă ывăлне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, СССР летчик-космонавтне, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне Андриян Николаева асра тытнине халалланă. Вăл пурăннă пулсан сентябрĕн 5-мĕшĕнче 84 çул тултарĕччĕ. Сумлă çыннăмăра хисеплер, массăллă спорт ăмăртăвĕсенче активлă пулар. Республика шайне тухакансене ăнăçу сунар тата район ятне çÿлте тытма сĕнер.

Р. Илларионова. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика