Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсав ĕçĕсем –пурăнакансен шучĕпе

14 сентября 2013 г.

 

Çитес çултан тытăнса Чăваш Енре, апла пулсан пирĕн районта та, пĕтĕм Раççейри пекех, пурăнмалли çурт-йĕр фондне капиталлă юсассине финанслассин çĕнĕ системи пурнăçа кĕрет. Çĕнĕлĕх кунта çавăнта: юсав ĕçĕсемшĕн пирĕн малашне хамăрăн, тепĕр майлă каласан, хваттер хуçисен тÿлеме пуçăнмалла пулать. Çавна май хваттерсенче пурăнакансен тĕрлĕ ыйту сахал мар çуралать. Вĕсенчен хăшĕсем çине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн пуçлăхне Владимир НИКИТИНА хуравлама ыйтрăм:

– Владимир Германович, нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсассин программин тытăмĕ пирки тĕплĕнрех ăнлантарса парăр-ха тархасшăн?

– Кашни районтах, республикăра та 30 çуллăха палăртнă нумай вăхăтлăх программăсем туса хатĕрлеççĕ. Авариллĕ çурт-йĕрсĕр пуçне унта нумай хваттерлĕ пур çуртсене те кĕртеççĕ. Ăна çирĕплетнĕ хыççăн район администрацийĕ асăннă программăна пурнăçа кĕртессипе кĕске тапхăр валли плансем йышăнать. Кашнинех 3 çуллăха палăртаççĕ. Çак тапхăрта капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме хушма укçа-тенкĕ муниципалитет бюджетĕнчен е регион бюджетĕнчен уйăрма май пуррине пăхса тухаççĕ.

Кунта пĕрремĕш утăм пурăнмалли çурт-йĕр фондне инвентаризацилесси пулса тăрать. Тепĕр майлă каласан нумай хваттерлĕ çурт ăçта вырнаçни, унăн техника шайĕ, проект тата кадастр документацийĕ пуррипе çукки, çурт-йĕрĕн энергетика тĕрĕслевне ирттерни пирки пĕтĕм информацие пухса анализ тумалла пулать. Информацие пухассин тивĕçне ертсе пыракан компанисем çине хунă. Апла пулин те çурт-йĕр хуçисем те çак ответлă ĕç-хĕле хутшăнма пултараççĕ.

Республика программине çирĕплетнĕ хыççăн икĕ уйăх хушшинче çурт-йĕр хуçисен капиталлă юсавăн фондне йĕркелессин формине суйласа илессипе йышăну тумалла пулать.

– Мĕнле формăсем пирки сăмах пырать-ха?

– Икĕ вариант пур. Пĕрремĕшне, ытарлăн каласан, «пĕрлехи хуран» тейĕпĕр, тепри вара – нумай хваттерлĕ конкретлă уйрăм çурт валли банкра хăйĕн счетне уçасси.

«Пĕрлехи хуран» тени мĕне пĕлтерет-ха; Кашни регионрах регион операторне йĕркелеççĕ. Чăваш Енре вăл – нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсассин республикăри фончĕ. Вăл пĕтĕм регионри нумай хваттерлĕ çуртсенчен ятарлă счет çине пухăнакан укçа-тенкĕне йĕркелесе тăрать. Мĕн тума кирлĕ ку; Ансат тĕслĕх. Енчен те уйрăм çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме укçа-тенкĕ çитмест, юсав ĕçĕсем ирттермелли вăхăт вара çитсе пырать пулсан, ĕçсене ытти çуртсенче пурăнакансем хывнă укçа-тенкĕ шучĕпе туса ирттерме пултараççĕ.

Кун пек мел килĕшмест пулсан çурт-йĕрте пурăнакансем ертсе пыракан компание йышăнмасан та пултараççĕ, çурт-йĕр хуçисен юлташлăхне (ТСЖ) йĕркелеççĕ те банкра хăйсен çурчĕ валли уйрăм счет уçаççĕ. Анчах та çапла тăвас тесен регион программи пичетленсе тухнăранпа икĕ уйăхран кая юлмасăр хваттер хуçисен пĕрлехи пухăвне пухмалла та тивĕçлĕ йышăну тумалла. Енчен те çурт-йĕр хуçисем кун пек йышăну тумаççĕ е вăхăтра тумаççĕ пулсан, вĕсен укçи-тенки автоматла майпа «пĕрлехи хурана» кайма пуçăнать.

– Çĕнĕ çуртсенче пурăнакансен капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн мĕншĕн тÿлемелле-ха, юсав ĕçĕсем çывăх вăхăтрах пулмалла мар вĕт-ха?

– Юсав ĕçĕсемшĕн пурте тÿлеме тивĕç, вăл шутра çĕнĕ çуртсенче пурăнакансем те. Кунта тĕрĕс марри нимĕн те çук. Кирек епле çурт та ĕмĕрлĕх мар. Вĕсене капиталлă юсама укçа-тенкĕ пухса çитерме вăхăт сахалах мар кирлĕ.

– Капиталлă юсамалли çуртсен черетне мĕнле майпа палăртаççĕ-ши?

– Кунта тĕрлĕ кăтартусене шута илме тивет. Сăмахран, нумай хваттерлĕ çурта хăçан ĕçе кĕртнине, унăн техника шайне, проект документацийĕ, энергетика паспорчĕ пуррипе çуккине т. ыт. те. Паллă ĕнтĕ, капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерессипе хваттер хуçисем епле активлăх кăтартни те пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать, кунпа пĕрлех çурт-йĕрте пурăнакансен коммуналлă услугăсемпе усă курнăшăн тÿлесе татман парăмсем пурри те.

– Нумай хваттерлĕ çурта капиталлă юсама уйăхсерен уйăрмалли взнос сумми мĕн чухлĕ пуласси паллă-и?

– Капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме хывмалли взноссен чи пĕчĕк виçине нумай хваттерлĕ кашни çурт тĕлĕшпе Чăваш Ен Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви уйрăммăн палăртать. Капиталлă юсав ĕçĕсен хакĕн регион стандарчĕсемпе тата Раççей Регионсен аталанăвĕн министерствин сĕнĕвĕ-семпе килĕшÿллĕн коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме каякан укçа-тенкĕ суммин тата капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн хывакан взносăн пĕтĕмĕшле виçи çемье бюджечĕн 10 процентĕнчен ытла пулмалла мар. Малтан палăртнă тăрăх капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн хывакан взнос пĕр тăваткал метр лаптăк пуçне 5 тенкĕрен тытăнса 10 тенкĕ таран пулмалла. Паллă ĕнтĕ, вăл уйрăм кашни çуртăн техника кăтартăвĕсенчен килет.

– Капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн взноссем тÿлеме килĕшмесен май çук-и?

– Ку вăл обязательнăй тÿлев пулать. Ăна нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем пурте тÿлеме тивĕç. Кунта урăхла нимĕнле те пулма пултараймасть.

– Регион операторĕн счечĕ çинчи укçа-тенкĕне мĕнле тăкакланине кам тĕрĕслесе тăрĕ?

– Ку тĕлĕшпе федераци саккунĕнче уçăмлă каланă. Регионсенчи влаç органĕсем регион операторĕсем нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем умĕнчи хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаншăн е кирлĕ пек пурнăçламаншăн тÿрремĕнех яваплă пулса тăраççĕ. Укçа-тенкĕ ятарлă счет çинче йĕркеленет, вăл ниçта та çухалма пултараймасть. Регион операторĕ ку укçа-тенкĕпе хăй пĕлнĕ пек усă курма ниепле те пултараймасть.

Банк укçа-тенкĕне подрядчика регион операторĕ нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерессин программине хутшăнасси пирки пĕрлехи пуху йышăнăвне, капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттересси пирки тунă килĕшĕве, туса ирттернĕ ĕçсен актне тата ĕçсем пурнăçланине çирĕплетни пирки пĕрлехи пуху йышăнăвĕн протоколне тăратсан кăна куçарса парать.

Регион операторĕн счечĕ çинчи укçа-тенкĕ кирек епле пулсан та сыхланса юлать. Калăпăр, ертсе пыракан компани панкрута тухас пулсан та.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика