Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

14 сентября 2013 г.

 

 

Декабрьте хута каймалла

Муркашра унччен лицей пулнă çурта реконструкци туса ача сачĕ уçас ĕçсем малалла пыраççĕ. Çĕнĕ ача садне кăçалхи декабрь уйăхĕнче ĕçе яма палăртнă. Кунти ĕçсен хăвăртлăхĕ вара тивĕçтерсех каймасть.

Çак кунсенче асăннă объектра Чăваш Ен вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова пулнă. Подряд организацийĕн – чикĕллĕ яваплăхлă «Мера» обществăн ĕçсене хăвăртлатма кирлине, территорие тирпей-илем кĕртесси çине тимлĕх уйăрмаллине палăртнă.

Машинăпа трактор паркĕ çĕнелет

Агропромышленноç комплексĕнче машинăпа трактор паркне çĕнетсе пыни механизаторсен ĕç тухăçлăхне ÿстермелли, ĕç условийĕсене лайăхлатмалли, производствăна аталантармалли условисенчен пĕри пулса тăрать.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çакна асрах тытаççĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсем çĕнĕрен 20 единица ял хуçалăх техники пĕтĕмĕшле 25,2 млн. тенкĕлĕх туяннă. Вăл шутра 12 трактор тата тĕш тырă пухса кĕртмелли 3 комбайн.

Иртнĕ çулсенче хуçалăхсенче çĕнĕ техника туянасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Акă 2011 çулта 75,5 млн. тенкĕлĕх 71 техника хатĕрĕ, 2012 çулта 69 техника хатĕрĕ 64,9 млн. тенкĕлĕх кÿрсе килнĕ.

Çул-йĕр пахалăхĕ тивĕçтерет-и;

«Чувашупрдорăн» çул-йĕр лабораторийĕн специалисчĕсем район территорийĕнчи çулсен пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Çак кунсенче вĕсем Москакассинчи Молодежная урамри пурте усă куракан автомобиль çулĕн тата Муркашри Набережная урамран тытăнса Речная урама çитичченхи çулăн пробисене илнĕ.

Çул-йĕр объекчĕсенчи ĕçсене чикĕллĕ яваплăхлă «Автодорсервис» общество пурнăçлать. Физикăпа механика кăтартăвĕсен ытти тĕпчевĕсене куçса çÿрекен лаборатори специалисчĕсем ирттерĕç.

Пир тĕртнине ÿкернĕ

Чăваш Енре «Россия, любовь моя!» ятлă фильм ÿкерес ĕçсем пыраççĕ. Ăна республика территорийĕнче пурăнакан халăхсен йăлисемпе традицийĕсене, вĕсен этнографи хăйне евĕрлĕхĕсене халалланă.

Сентябрĕн 9-мĕшĕнче фильм ÿкерекенсен «Культура» ВГТРК ушкăнĕ Ярапайкасси ял тăрăхĕн территорийĕнче пулнă, кунта вĕсем авал чăвашсем пир мĕнле тĕртнине ÿкернĕ.

Черетлĕ призыв çывхарать

Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсенчи пайĕ 2013 çулхи кĕркуннехи призыв мероприятийĕсене хатĕрленет. Призыв октябрĕн 1-мĕшĕнче пуçăнмалла. Халĕ вара районти тĕп больницăпа, шалти ĕçсен районти пайĕпе, министерствăсемпе ведомствăсен ытти подразделенийĕсемпе, ял тăрăхĕсемпе çыхăнса ĕçлессин ыйтăвĕсене уçăмлатаççĕ. Пай пуçлăхĕ А. Кочуров пĕлтернĕ тăрăх кăçал районти яшсенчен виççĕшне Мускав Кремлĕн комендант службин президент полкне кайма суйласа илмелле пулать.

Хушма хуçалăх пĕлтерĕшĕ пысăк

Çак вăхăта районти уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсенче 10448 пуç мăйракаллă шултра выльăх (пĕтĕм йышăн 66,6 проценчĕ), вăл шутра 6116 пуç ĕне (72,6 процент), 2500 пуç сысна (38,4 процент), 10816 пуç сурăх-качака (97,6 процент), 26 пуç лаша (33,8 процент) шутланать.

Кăçалхи январь – август уйăхĕсенче уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсенче 1511 тонна аш-какай, 21760 тонна сĕт туса илнĕ, августра кашни ĕне пуçне талăкра вăтамран сĕт сăвасси 14,9 килогрампа танлашнă. Районăн пĕтĕмĕшле шайĕнче килти хушма хуçалăхсен тÿпи аш-какай туса илессипе 61 процентпа, сĕт туса илессипе 76,3 процентпа танлашать.

Субботника хутшăнса

Районта экологи субботникĕ активлă иртрĕ. Ăна пур ял тăрăхĕн территорийĕнче те йĕркеленĕ. Территорисене тасатса тирпей-илем кĕртес ĕçсене пĕтĕмпе 1100 ытла çын хутшăннă. Çав кун 180 кубла метр çÿп-çап тата йăла каяшĕ тиесе тухса полигона ăсатнă.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика