Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сывă пурнăç йĕрки – сывлăхшăн тăрăшни»

22 декабря 2012 г.

Çапла палăртать Тивĕшре çуралса ÿснĕ Надежда Семенова. Малтан хĕр ача тăван ялти шкултах вĕреннĕ, аслă классене кÿршĕри Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ шкулне вĕренме çÿренĕ.

Паян Надежда Мускаври патшалăх уçă университетăн студентки тата кунпа пĕрлех – республикăри тата районти чылай ăмăрту çĕнтерÿçи. Республика тулашĕнчи ăмăртусем те чылай пулнă унăн.

Сĕтел çи теннисла-и, ал вăйне виçессинче-и, молот ывăтассинче-и – ăçта кăна туптамасть вăл хăйĕн ăсталăхне. Нимĕнле ăмăртуран та пăрăнса юлмасть. «Ăмăртусене хутшăнас кăмăл нихăçан та иксĕлмест», – савăнсах пĕлтерет спотсменка. Акă 2010 çулта Пензăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри универсиадăра молот ывăтассипе Надежда çĕнтерÿçĕ пулнă. Республикăри аслă шкулсен командисем сĕтел çи теннис енĕпе ирттерекен ăмăртусенче те яланах малтсен ретĕнче.

Шкул вăхăтĕнчех физкультурăпа спорта килĕштерме пуçланăшăн вăл паян та савăнать. «Мана питĕ тĕрĕс утăм тума – спортпа туслашма пулăшнă çав вăхăтра», – тет Надежда. Пулăшаканĕсем чăн та ачана усă пултăр тесех тăрăшнă: Тивĕшре вĕреннĕ чухне физкультура учителĕ Владислав Семенов (марафон чупăвĕ енĕпе спорт маçтăрĕн кандадачĕ пулнă) – Надьăн ашшĕ, Мăн Шетмĕри шкулта – ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Эдуард Филиппов. Çак çынсем, паллах, пысăк вырăн йышăнаççĕ унăн пурнăçĕнче. Вĕсем тăрăшнипе, хавхалантарнипе Надя иккĕмĕш класранпах районти ăмăртусене хутшăнма пуçланă. Тепĕр тесен Семеновсен çемйинче пурте спорта килĕштернĕ. Хĕр ача активлă пурнăçпа пурăнма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхса пынă та.

«Сывă пурнăç йĕрки маншăн чи малтанах вăл хăвăн сывлăхшăн тăрăшни. Апла пулсан – спорт, физкультура, йĕркеллĕ апатлану. Çакăнтан вара кунсерен çуралакан ăнтăлу, тăрăшулăх тата тĕллевсене пурнăçлама пултарни», – хăйĕн шăпи çапла пулнипе кăмăлтанах хавхаланса пĕлтерчĕ хастар хĕр.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика