22 декабря 2012 г.
Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ял çыннин килти хушма хуçалăхĕ аталанать те аталанать. Çакăнта ял хуçалăх банкĕ уншăн пысăк тĕкĕ пулса тăрать. Ĕç-хĕл çине официаллă йĕркепе пăхсан, «Россельхозбанк» кăçалхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне район çыннисене килти хушма хуçалăхĕсене аталантарма 56,6 миллион ытла тенкĕлĕх 263 кредит пачĕ.
«Россельхозбанкăн» Муркашри хушма офисне çак тапхăрта пулăшу ыйтса ытларах Муркаш, Катькас, Çатракасси, Ярапайкасси ял тăрăхĕсенче пурăнакансем пычĕç.
Банк пулăшăвĕпе усă курнă килти хушма хуçалăхсем кĕске вăхăтрах пĕчĕк тата вăтам бизнеса çул уçнине палăртассăм килет. Вĕсенчен пĕр пайĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелесе ăнăçлă ĕçлесе пыни пире савăнтарать. Вĕсене аталантарма эпир 123,8 миллион тенкĕ таран кредит укçи уйăртăмăр.
Пирĕн пулăшу килти хушма хуçалăхсене курăмлă майпа аталанма пулăшнине эпир шанатпăр. Çавăнпа та ял çыннисен килти хушма хуçалăхĕсен пуянлăхне пăхма тата хаклама кăмăллă. Район администрацийĕн кăçалхи 11 уйăхри экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕпе паллашсан пирĕн район çыннисем хăйсен килти хушма хуçалăхĕсенче 3372,7 тонна аш-какай (чĕрĕ виçепе), 32074,5 тонна сĕт, 6997,8 пин штук çăмарта туса илни курăнать. Çавна валли ял çыннисен хăйсен килти хушма хуçалăхĕсенче тытакан мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ 10549 пуç пулнă. Вăл шутран 6440 пуçĕ – сумалли ĕнесем. Хĕл пуçланнă тĕле килти хушма хуçалăхсенче пурĕ 2046 пуç (пĕлтĕрхин 66,1 проценчĕ) сыснасем, 9618 пуç (113,8 процент) сурăхсемпе качакасем, 51,3 пин пуç (89,5 процент) чăх-чĕп, 39 пуç (92,9 процент) лаша шутланнă.
Ыранхи кун аталанăвĕ хамăр умри ĕç-хĕл çине эпир паян мĕнле пăхнинчен, тĕллевĕмĕрсене татса парассипе çак самантра епле тимленинчен пуçланать.
Паян ялта пурăнакан килти хушма хуçалăха аталантарса çемье бюджетне пуянлатассипе тăрăшать. Ку ĕçре вара хушма хуçалăхра туса илнĕ продукци уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăх продукцине ăнăçлă туса илесси килти хушма хуçалăхĕсемшĕн те малти вырăнта. Продукци туса илес çул çинче вĕсем кашниех патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хуçалăха малалла аталантарассине тĕп вырăнта тытаççĕ.
Малашне те çапла пуласса шанатпăр.
И. ПАВЛОВА,
«Россельхозбанкăн» Муркашри хушма офисĕн управляющийĕ.