Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх апатланмалла

22 декабря 2012 г.

Кĕрккуннехи ăмăр çанталăкра хĕл çитессе чăтăмсăр кĕтетпĕр. Анчах хĕллехи çанталăк та вылянчăк. Çавăнпа та сивĕ кунсенче хамăрăн сывлăх пирки манмалла мар. Сивве пула шăнса пăсăлма та, ытти тĕрлĕ вируслă инфекци çаклатма та хăвăртах пулать. Организмра витаминсем çителĕксĕр пулсан вара чир-чĕре хирĕç кĕрешме те вăй сахалрах.

Апла хĕллехи кунсенче сывлăха хавшама парас мар тесен мĕн тумалла-ха;

Специалистсем чи малтанах йĕркеллĕ апатланмаллине калаççĕ. Апат-çимĕçре минераллă хутшăсем пулмалла: кальци, магни, фтор, селен тата ытти те. Минераллă хутăшсем çителĕксĕр пулни ачасен сывлăхĕ çинче уйрăмах палăрать. Вĕсем час-часах чирленипе пĕрлех ÿт-пÿ, ăс-тăн енчен аталанасси те юларах пырать.

Сĕтел çинче яланах пахча çимĕç, улма-çырла, вĕсенчен хатĕрленĕ сĕткенсем те пулмалла. Сиплĕ курăксемпе, тĕрлĕ çырлапа вĕретнĕ чейсем усăллă.

Хĕлле хĕвел çути çителĕксĕррине кура хăвăра валли электричество ламписен çутине шеллемелле мар. Çакă та пусăрăнчăк кăмăлтан сыхлать. Кунсăр пуçне хăвăра савăнăç кÿме, çав вăхăтрах сывлăха çирĕплетме те йĕлтĕр, коньки сырса кашни кунах уçăлма тухăр. Çунашкапа ярăнни те, урамра тĕрлĕ вăйă выляни те усăллă. Анчах та суранланассинчен сыхланмалла.

Хĕллехи вăхăтра урамра калпак-тутăрсăр ан çÿрĕр. Çанталăк сивĕ чухне çÿçе калпак е тумтир айĕнчен кăларса ямалла мар. Вĕсем хăвăрт вăйсăрланаççĕ, хуçăлакан пулаççĕ.

Н. Димитриева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика