22 декабря 2012 г.
Çын ытла та мăнтăрри унăн сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулнине врачсем тахçантанпах калаççĕ ĕнтĕ. Анчах та ку таранччен нумайăшĕ çакна шута хуман. Халĕ вара ытларахăшĕ ыйтăва ăнланни палăрма пуçларĕ.
Çыннăн кĕлеткинче çу тĕртĕмĕ (жировая ткань) ÿт айĕнче кăна мар, шалти органсем тавра та пур. Çу хывăмĕ организма кирлинчен нумай пулсан вăл çав органсен ĕçне йывăрлатать.
Çавăнпа та кашнийĕнех хăйĕн кĕлетке йывăрăшне пĕлсе тăмалла. Сирĕншĕн çав йывăрăш ытлашши мар-и; Ăна пĕлме вара ятарлă формула пур. Кĕлетке çÿллĕшĕн виçине (метрпа) хăй çине хутлатпăр, унтан кĕлетке йывăрăшне (кг) пулнă хисеп çине пайлатпăр. Çапла майпа кĕлетке йывăрăшĕн индексне тупатпăр. Тĕслĕхрен: кĕлетке çÿллĕшĕ 1,64 м, йывăрăшĕ 85 кг. Формулăпа çапла шутлатпăр: 85:(1,64х1,64). Хисеп 31,6-пе танлашать. Кĕлетке йывăрăшĕн индексĕ 18,5 – 24,9 пулсан сирĕн кĕлетке йывăрăшĕ йĕркеллех; 25,0 – 29,9 пулсан – йывăрăш ытлашши; 30-тан пысăккă пулсан – эсир мăнтăррине пĕлтерет. Кĕлетке йывăрăшĕ йĕркеллĕ мар пулсан врачпа канашлама ÿркенмелле мар.
Çын мăнтăрланни мĕнпе çыхăннă-ха; Апатпа пĕрле организма килекен энерги тата организма ĕçлеме кирлĕ энерги шайлашăвĕ пăсăлнинчен килет çак пулăм. Çапла кашни апатлануран ытлашши юлакан калорисем çу хывăмне каяççĕ.
Тăтăшах пусăрăнчăк кăмăл, стресс пулни те мăнтарланасси çине витĕм кÿрет. Нумай чух çынсем хырăм выçнипе мар, пусăрăнчăк кăмăллă, депресиллĕ лару-тăрăва ирттерсе ярас тесе çиеççĕ. Анчах та спорт занятийĕсене çÿремеççĕ, зарядка тума та кахалланаççĕ.
Кĕлетке йывăрăшне мĕншĕн чакарас; Мана капла та аван. Нумайăшĕ çапла калать. Анчах та çын ытла мăнтăр пулни сывлăхшăн пĕрре те усăллă мар. Юн пусăмĕ пысăк пулни, чĕре чирĕсем, сахăр диабечĕ, подагра, артрит тата ытти чылай чир аталанма пултарать, тĕрлĕ органсен рак чирĕ пулас хăрушлăх та ÿсет.
Ытлашши килограмсенчен мĕнле хăтăлмалла-ха; Çакă пĕр енчен çăмăл, тепĕр енчен – йывăр та. Врач паракан сĕнÿсем йывăррисем мар, вĕсене кунсерен пурнăçлама вара пурин те вăй çитмест. Анчах та кĕлетке йывăрăшне кирлĕ пек йĕркелесе çитересси хăвăрт пулмасть, нумай вăй хумалла. Врач сĕнĕвĕ, паллах, кашни çынна валли уйрăм. Сывлăхлă апатлану, хусканусем туни, хăвăра хăвăр çирĕп туйни пуриншĕн те никĕс пулса тăрать.
Т. Шарикова,
эндокринолог.