Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун çирĕп ыйтать

22 декабря 2012 г.

Пур вăхăтра та харпăрлăха хирĕç тунă преступленисем чылай пулнă. Вĕсем Раççейре халĕ те анлă сарăлнисен йышĕнче: тунă преступленисенчен çурри ытла.

Çакăн евĕр преступленисен пĕр тĕсĕ – ют пурлăха салатса яни (растрата). Ун пирки Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексăн 160 статйинче çырса çирĕплетнĕ.

Халĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче ыйтусем çивĕч тăнă вăхăтра, çак сферăра пулса иртнĕ вăрăлла ĕçсемпе пурлăха салатса янă тĕслĕхсем сахал мар.

Муркаш район судĕнче ют пурлăха салатса ярас тĕлĕшпе пăхса тухнă ĕçсен шучĕ те ÿссе пыни курăнать. Çакна юлашки виçĕ çулти тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Çапла 2009 çулта РФ УК 160 статйипе пĕр ĕç те пулман, 2010 çулта 2 уголовлă ĕç тишкернĕ, 2011 çулта – 3 ĕç, кăçал 4 уголовлă ĕç пăхса тухнă.

Пĕтĕмĕшле илсен суд пăхса тухнă пурлăха салатса янипе çыхăннă уголовлă ĕçсем патшалăх влаç органĕсенче тата хăй тытăмлăх органĕсенче пулса иртнисем. Çакăнпа пĕрлех право сыхлав органĕсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче те пурлăха салатнă тĕслĕхе тупса палăртнă.

Çапла Муркаш район сучĕ 2012 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе пирĕн районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсенчен пĕрин ертÿçине айăпларĕ. Ю. Петров «Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх» муниципаллă унитарлă предприяти директорĕ пулнăран предприяти Уставĕпе никĕсленсе йĕркелÿ, административлă тата хуçалăх функцийĕсене туса пынă. Çапла май предприятин укçи-тенкипе те усă курассине йĕркелеме пултарнă. Хăйĕн ĕç вырăнĕпе усă курса вара маларах предприяти ĕçченĕ тÿленĕ штраф суммине ăна саплаштарма шутласа предприяти кассинчен укçа пама хушнă. Çакă саккунлă пулман. Суд 2011 çулхи февраль–ноябрь уйăхĕсенче çакăн пек 4 тĕслĕх пулнине çирĕплетсе панă. Хăйне шанса панă укçа-тенкĕне салатса Ю. Петров предприятие пурĕ 24215 тенкĕ тăкак кÿнĕ.

Ĕçри пур материала шута илсе тата Ю. Петров çак тăкака саплаштарнине шута хурса суд саккунпа килĕшÿллĕн ăна 200000 тенкĕ штраф пама йышăну турĕ. Йышăну декабрĕн 8-мĕшĕнче вăя кĕчĕ.

Çак йышăну ытти предприяти-организаци ертÿçисемшĕн те витĕмлĕ урок пуласса шанас килет.

С. Трихалкин,

ЧР Муркаш район сучĕн судйи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика