22 декабря 2012 г.
Çĕнĕ çул умĕн кашни сферăрах çулталăка пĕтĕмлетеççĕ. Пирĕн районти вĕрентÿ сферинчи кăçалхи ĕç-хĕлпе паллашас тĕллевпе район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕпе З. Дипломатовăпа тĕл пулса калаçрăмăр.
– Зоя Юрьевна, «Вĕрентÿ» нацпроекта хутшăнса иртсе пыракан çулталăкра çĕнĕ, кăмăла хăпартакан мĕнле улшăнусем пулчĕç;
– Малтанах çак нацпроект тĕрлĕ енлĕн пурнăçланнине аса илтерес килет: класс ертÿçисене хавхалантару укçине тÿлени, шкулти апатланăва лайăхлатни, пултаруллă çамрăксене хавхалантарни, хевтесĕр ачасене дистанци мелĕпе вĕрентни тата ытти те кĕрет. Лайăххи сахал мар пулчĕ. Класс ертÿçисенчен пуçлас пулсассăн пирĕн вĕрентекенсем республикăри «Самый классный классный» конкурсра финалистсен йышăнче лайăх енчен палăрма пултарчĕç. Класс ертÿçисен ĕçне вĕсен класĕнчи ачасем саккуна, йĕркене пăсман пулсан лайăх хак паратпăр. Кăçал кун пек тĕслĕхсем малтанхи çулхинчен икĕ хут сахалрах пулчĕç.
Шкулта апатланупа çыхăннă хăш-пĕр ыйтусене те татса пама май пулчĕ. Районти чи пысăк Муркашри шкулăн (773 ача вĕренет) столовăйĕнче вырăнти бюджетран уйăрнă 936,8 пин тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр, 238,12 пин тенкĕпе санитарипе гигиена ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă. Федераллă бюджетран уйăрса панă 1200,0 пин тенкĕпе апат блокĕ валли çĕнĕ те паха оборудовани туянса вырнаçтарнă.
Нацпроектпа килĕшÿллĕн пур шкул автобусĕ çине те ГЛОНАСС спутник системисене вырнаçтарнă. Районти 26 шкулта 3493 ача вĕренет, вĕсенчен 957-шне кунсерен 114 ялтан 16 шкул автобусĕ тата 2 «Газель» микроавтобус турттараççĕ.
Пĕлтĕрхи кăтартусемпе кăçал районти 18 çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăчĕ. Районта кашни чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕсемпе «5» паллăпа кăна вĕренекен 25-шер ача район администрацийĕн пуçлăхĕн 200 тенкĕ стипендине тивĕçет.
– Ача-пăча сачĕсенче лару-тăру мĕнлерех; Кăçал çĕнĕ ушкăнсем уçма май килчĕ-и;
– Районта пурĕ 15 ача-пăча сачĕ, 4 пуçламăш шкул – ача-пăча сачĕ, кунсăр пуçне 9 шкул çумĕнче шкулчченхи 10 ушкăна, кĕске вăхăтпа ĕçлекен 3 ушкăна ачасем хаваспах çÿреççĕ.
Шурчари тĕп шкулта кăçал шкулчченхи ушкăн ĕçлеме тытăнчĕ. Çак кунсенче Çатракассинчи «Березка» тата Ярапайкассинчи «Радуга» ача-пăча сачĕсенче 20-шер ача вырнаçмалăх çĕнĕ ушкăнсем уçăлаççĕ.
Муркашри «Путене» ача-пăча сачĕ республика шайĕнче иртнĕ грантсен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарчĕ. Ача сачĕн ĕçĕ хевтесĕр ачасен шкулчченхи вĕрентĕвне вариативлă формăсемпе йĕркелесси енĕпе палăрса 100 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илчĕ.
«Солнышко» ача-пăча сачĕн воспитателĕ О. Петрова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 20 пин тенкĕлĕх укçа хавхалантарăвне тивĕçрĕ.
«Ял тăрăхĕсенчи комплекслă компактлă застройка» программăна хутшăннăран, республика тата вырăнти бюджетсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса Катькасри пуçламăш шкул – ача-пăча садĕнче тата Юнкăри «Рябинушка» ача-пăча садĕнче юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Ку программăпа юсав ĕçĕсене пурнăçлама пурĕ 2 миллион та 502 пин те 200 тенкĕ уйăрнă пулнă. Çатракассинчи «Березка» ача-пăча сачĕн çивиттине çĕнетрĕмĕр.
– Вĕрентÿ сферинчи модернизаци программине хутшăнни мĕнле улшăнусемпе палăрса юлчĕ;
– Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тытăмне çĕнетессин комплекслă мерисене пурнăçлассин программипе шкулсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлама, вĕсене пурлăх енчен пуянлатма май пулчĕ. Çакăн валли пурĕ федераллă бюджетран 8400,7 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 1829,10 пин тенкĕ уйăрнă. Федераллă бюджетран уйăрса панă укçа-тенкĕрен 1373,6 пин тенкĕлĕх шкулсене çĕнĕ спорт оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Юсав ĕçĕсене Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулта (4320,0 пин тенкĕлĕх), Муркашри вăтам шкулта (2 миллион тенкĕлĕх), Нискассинчи вăтам шкулта (1463,9 пин тенкĕлĕх), Москакасинчи вăтам шкулта (1 миллион тенкĕлĕх) ирттернĕ. Укçа-тенкĕпе туллин усă курнă.
Модернизаци программипе килĕшÿл-лĕн районти шкулсене вĕрентÿпе производство оборудованийĕ 953,7 пин тенкĕлĕх, компьютер оборудованийĕ 6693,6 пин тенкĕлĕх, медицина пулăшăвне йĕркелемелли оборудовани 505,2 пин тенкĕлĕх, ачасене турттарма 5 единица çĕнĕ транспорт хатĕрĕ 5590,0 пин тенкĕлĕх, тĕрлĕ литература 2211,8 пин тенкĕлĕх килчĕ.
Вĕрентекенсемпе воспитательсен ĕç укçи ÿсрĕ. 2012 çулхи вăтам ĕç укçи çапла: педагогсен – 14059 тенкĕ, вĕрентекенсен – 14618 тенкĕ, шкул çумĕнчи шкулчченхи ушкăнра ĕçлекен воспитательсен – 10761 тенкĕ, ача-пăча сачĕсенче ĕçлекен воспитательсен – 10081 тенкĕ, тренер-преподавательсен – 8796 тенкĕ. Декабрьти ĕç укçи вĕсен пысăкрах: вĕрентекенсен – 19875 тенкĕ, шкул çумĕнчи шкулчченхи ушкăнра ĕçлекен воспитательсен – 15517 тенкĕ, ача-пăча сачĕсенче ĕçлекен воспитательсен – 13287 тенкĕ, тренер-преподавательсен – 9948 тенкĕ.
Районти 8 шкулта сывлăх тĕлĕшĕпе хевтесĕррисем валли дистанци мелĕпе вĕренме условисем туса панă. Муркашри вăтам шкула пирĕн районти сывлăх тĕлĕшпе хевтесĕр ачасем çÿремелли база шкулĕ тесе çирĕплетнĕ. Çапла вара «Доступная среда» федераллă программăпа килĕшÿллĕн 2 миллион ытла тенкĕ уйăрса панă. Ятарлă пÿлĕмсем йĕркеленĕ, кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă.
– Вĕрентÿ сферинчи тепĕр пысăк прогамма «Наша новая школа» вĕрентÿ пуçарăвĕ. Вăл пирĕн районта мĕнле пурнăçланса пычĕ-ха;
– «Наша новая школа» вĕрентÿ пуçарăвĕ вĕренÿри стандартсем çине куçассипе, пултаруллă ачасене тупса палăртса хавхалантарассипе, вĕрентекенсене хавхалантару мелĕсем туса парассипе, шкулти инфраструктурăна улăштарассипе, ачасен сывлăхне çирĕплетессипе тата шкулсене хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарассипе çыхăннă.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчен пуçласа шкулсенче федераллă патшалăх вĕрентÿ стандарчĕсене ĕçе кĕртме пуçларăмăр. Çапла 1 тата 2 классем çак стандартсемпе вĕренме тытăнчĕç, учительсем ятарлă курссенче вĕренчĕç. Пуçламăш классем валли тата шкулсенчи компьютер класĕсем валли уроксенче ĕçлеме çĕнĕ оборудовани çитрĕ.
Вĕрентÿ сферинчи ырă утăмсем вĕренÿ пахалăхĕ çине те лайăх витĕм кÿреççĕ. Çулсерен тĕрлĕ олимпиада-конкурссене пирĕн районти ачасем ытларах хутшăнма пуçларĕç, район тулашĕнчи çĕнтерÿсемпе малти вырăнсем те ытларах пулни курăнать.
Ĕçри çитĕнÿсемпе вĕрентекенсен ĕç укçийĕ çыхăннă. Çапла вара тăрăшса ăнăçуллă ĕçлекен педагог пысăкрах хавхалантарăва тивĕçет.
Ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе кăçал 29 шкулта профиль лагерĕсем, 21 шкулта сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем ĕçлерĕç. Районти вĕренекенсен 62,8 проценчĕ унта çÿрерĕ. Çак лагерьсене ĕçлеттерме район бюджетĕнчен 2131,9 пин тенкĕ уйăрса панă, хула тулашĕнчи лагерьсенче канма – 2317,5 пин тенкĕ. Пур шкулта та икĕ хутчен вĕри апат çитерессине йĕркелерĕмĕр. Ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшнипех шкулсенче медицина пÿлĕмĕсем уçрăмăр. 17 шкул çак тивĕçе пурнăçлама лицензи илчĕ, 3 шкул вырăнти фельдшерпа акушер пункчĕпе килĕшÿ туса ĕçлет, 2-шĕ Роспотребнадзорăн санитари пĕтĕмлетĕвне илчĕ, 4-шĕ хальхи вăхăтра çак тĕрĕслев органĕн предписанийĕсене пурнăçлать.
Пĕтĕмĕшле илсен вĕрентÿ сферинче çакăн пек ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Вĕсем ачасене вĕрентессин тата воспитани парассин пахалăхне ÿстерме май пани куç кĕрет.
Çĕнĕ çул уявĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсенче декабрĕн 26–28-мĕшĕсенче иртеççĕ. Самантпа усă курса ачасене, педагогсене, ашшĕ-амăшĕсене пурне те çитес Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăх, ăнăçу, тăнăçлăх телейпе юрату сунатăп. Сирĕн пултарулăх нихăçан та ан иксĕлтĕр.
Н. Николаева.