22 декабря 2012 г.
Пирĕн районта ачана усрама илнĕ пĕрремĕш тĕслĕх 2006 çулта пулнă. Кашмашри Любовь Захарова ун чухне пачах та ют ачашăн – 2 çул та 4 уйăхри Аньăшăн амăшĕ пулса тăнă. Паян вĕсем пĕр-пĕринсĕр пурăнма та пултараймаççĕ. Аня виççĕмĕш класра вĕренет ĕнтĕ. Амăшне питĕ юратнине калать вăл. Çуратни мар, пăхса ÿстерекенни паха, тенĕ ваттисем. Аньăна хăй тăван амăшĕ маррине Любовь Германовна каланă ĕнтĕ. «Çакăн пирки питĕ асăрханса каларăм», – пĕлтерет вăл.
Паян вара пирĕн районта ачана усрама илнĕ çемьесем пурĕ 17, вĕсенче 23 ача ÿсет. Икшер, виçшер ача усрама илнисем те пур вĕсен йышăнче. Çак цифрăсемпе район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн ертÿçи Ираида Кабуркина палаштарчĕ. Усрама илнĕ ачасенчен нумайăшĕ шкулта «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Маларах асăннă Аня, сăмахран, пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче отличница пулнă. Апла çак ашшĕ-амăшĕсем ачисем валли мĕн пур условисене туса пама тăрăшни палăрать. Ачасене хăйсен çемйисене усрама илсех вĕсем питĕ пархатарлă утăм тунă. Халĕ вара тивĕçлипе воспитани параççĕ.
Усрама илнĕ ачасене патшалăх паракан пулăшусемпе çăмăллăхсем пирки, пособисем пирки калаçрĕç юн кун «Надежда» методикăпа консультаци центрĕнче. Кунта Шупашкартан килнĕ «Чувашия – без сирот» автокаравана йĕркелекенсемпе тĕл пулчĕç. Психологипе педагогика реабилитацийĕпе коррекци центрĕн ертÿçисемпе специалисчĕсем тĕрлĕ сĕнÿ-канаш та пачĕç, центр паракан пулăшупа та паллаштарчĕç, ачасемпе уйăрм заняти те ирттерчĕç.
Çак мероприятие пухăннă çемьесем çине пăхсан пĕтĕмпех йĕркеллĕ пек курăнчĕ, анчах та паянхи кун районта ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачасем татах та пур. Вĕсем кашниех çемье ăшшине туясшăн...
Ачасем çемьерех йĕркеллĕ ÿсчĕр тесе вара çул çитменнисемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен районти комисси чылай тăрăшать. Анчах та çынсем ют ачасем çине ытла та сÿрĕккĕн пăхни пур чухне те ыйтусене татса парассине кая хăварать. Кÿршĕре питĕ япăх лару-тăру пулнине пĕлсех нумайăшĕ çакăн çине алă сулать, курмăш пулать. Çакă, паллах, общество сывă маррине кăтартать те. «Чăтма май çук условисенче пурăнма лекет хăш-пĕр ачасен. Комисси ларăвĕсенче тĕрлĕ ĕç пăхса тухатпăр, тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарма ыйту та тухса тăрать. Çапла чухне чунра питĕ йывăр... Анчах та хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене пачах та «курми» пулнă», – пăшăрханса пĕлтерчĕ комисси ертÿçи Л. Тарасова. Юрать-ха пирĕн хушăра ют ачана хăйĕн тĕпренчĕкне юратнă пек йышăнма пултаракансем пур. Вĕсем чăнах та паттăр çынсем.
Н. Николаева.