22 декабря 2012 г.
Черетлĕ ял хуçалăх çулĕ вĕçленсе пырать. Мĕн пурнăçларăмăр е туса çитереймерĕмĕр тата умра мĕнле тĕллевсем тăраççĕ – çак ыйтусем паян Çĕнĕ çул çывхарнă май кашни хресчене шухăшлаттараççĕ. Каланине тĕпе хурса хамăр тĕпеле район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне – экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçине В. АНАНЬЕВА чĕнтĕмĕр.
– Владислав Кириллович, пĕтĕмлетÿсем тума иртерех пулин те, пĕтĕмĕшле илсен районти ял хуçалăхĕ 2012 çула мĕнле вĕçлет; Хытах тĕрĕслерĕ пулас вăл кăçал хресчене. Хатĕр пултăмăр-и эпир çав тĕрĕслеве йышăнма;
– Тĕрĕсех, хресчен хăйĕн ĕçĕсене тĕплĕн пĕтĕмлетиччен татах вăхăт пур-ха, анчах пĕтĕмĕшле мĕн пурнăçлани тата хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçланипе пурнăçлайманни тата мĕн патне ăнтăлмалли халех паллă ĕнтĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасăр шав малалла аталанать. Çавна май хресчен пурнăçĕн кун йĕркинче те тăтăшах çĕнĕлĕхсем çуралса вăй илеççĕ, пурнăçа кĕреççĕ. Пулса тухнă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисем хресчене пулăшу алли тăсса парасси ырă йăлана кĕчĕ. Вăхăтлă тата вырăнлă пулăшу ял хуçалăх ĕçченĕсене выльăх йышне сыхласа хăварма, çĕнĕ техника пулăшăвĕпе усă курса çĕр ĕç культурине ÿстерме тата перспективлă ял хуçалăх культурисем акса-лартса ÿстерме, урăх йышши харпăрлăх формисене аталантарма май парать. Кам вĕсемпе çителĕклĕ усă курать – вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă.
– Кунта ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен 11 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăни те ытлашши пулмĕ.
– Хирĕçлеместĕп. Пĕтĕмĕш-ле кăтартусем кунта малаллах пулни районти ял хуçалăхĕ те пĕр вырăнта тăманнине çирĕплетет. 11 уйăхра районти ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен продукцине пурĕ 370959,8 пин тенкĕлĕх (пĕлтĕрхи çак вăхăтрин 101,8 проценчĕ) туса илме мехел çитерчĕç. Ку савăнтарать тата çав вăхăтрах пирĕн татах та тухăçлăрах ĕçлеме май пурри пирки калать.
– Паян районта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрлех тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ пĕчĕк хуçалăхсем те ăнăçлă ĕçе кÿлĕнчĕç. Пĕтĕмĕшле кăтартура, вăрттăнлăх мар пулсан, хăшĕсен тÿпи пысăкрах-ши;
– Кунта нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Пĕчĕк хуçалăхсем пĕрешкел условисенчех ĕç вăйĕпе тухăçлăрах усă курма май пуррине çирĕплетеççĕ, çĕр çинче тата выльăх-чĕрлĕх патĕнче хуçалларах ĕçлемелли çулсем пурри пирки калаççĕ. Кашни ĕçри ырă тĕслĕхсене аталантарассине эпир хамăр ĕçĕн никĕсĕнче тытса пыма тăрăшатпăр. Сирĕн ыйту çине хуравласа кунта хăш-пĕр хисепсемпе паллаштарам. Район 11 уйăхра чĕрĕ виçепе 4779 тонна (пĕлтĕрхин 101,6 проценчĕ) аш-какай туса илнĕ пулсан, пĕчĕк хуçалăхсен кăтартăвĕ – 3372,7 тонна (111,6 процент). Сĕт сăвассипе те (пурĕ 40268,8 тонна е 106,9 процент) пĕтĕмĕшле кăтартура иккĕмĕшсен тÿпи пысăкрах: 7688,5 тонна (99,3 процент) тата 32074,5 тонна (108,7 процент).
Ял хуçалăх производство кооперативĕсен уйрăм кăтартăвĕсем çинче те чарăнса тăрам-ха. Аш-какай туса илессипе «Свобода» хуçалăхăн мăйракаллă шултра выльăхсен Йÿтĕркассинчи фермине тĕслĕх вырăнне илес килет. Кунта нумай çулсем выльăхсене самăртас ĕçре технологие пăхăнса пырса пысăк кăтартусем тăваççĕ. Вăкăрсем талăксерен пĕршер килограма яхăн ÿт хушма пултарни ĕçлемесĕр пулмастех ĕнтĕ. Кашмашри сысна ферминче те технологие çирĕп пăхăнса ĕçленĕрен аш-какай туса илессин кăтартăвне ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне лартма пулать. Сĕт сăвассипе паян Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕпе «Путь Ильича» агрофирма ăнăçлă ĕçлени асăннă хуçалăхсем иртнĕ çу кунĕсене усăллă ирттерни пирки калать. Выльăх апачĕпе тулăхскерсем паян продуктивлăха çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ.
Аш-какай туса илни пирки калаçнă чух тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенчи выльăх йышĕ пирки каламасăр та иртессĕм килмест. Вунпĕр уйăх пĕтĕмлетĕвĕсемпе пĕтĕмĕшле илсен районта мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ пĕлтĕрхинчен 1,3 процент ÿсрĕ (15420 пуçа çитрĕ). Çав вăхăтрах ĕнесен йышĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕнчисемсĕр пуçне пур харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче те чакрĕ: 9587 пуçран 8550 пуçа юлчĕ. Çак туртăмах сысна отраслĕнче те. Çулталăк каялла районти пур харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче 11221 пуç сысна пулнă-тăк уйăх каялла вĕсен йышĕ 8245 пуç юлчĕ.
– Ял хуçалăх ĕçĕсене тишкернĕ май малтанах çур аки çинче чарăнса тăрар-ха тата. «Мĕн акатăн – çавă шăтать», – теççĕ. Çулталăкри пĕтĕм ĕç-хĕл çурхи ака-сухара никĕсленет. Çапла мар-и;
– Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине çĕр ĕçĕнче е выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекен кашни ĕçченех лайăх ăнланать. Çавăнпа кашни ĕçе вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама тăрăшать ял çынни. Иртнĕ çур аки вара ял хуçалăх предприятийĕсем «пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн» принципа тĕпе хунине уççăн кăтартрĕ. «Путь Ильича» агрофирмăн хăватлă тракторĕсем «Свобода» хуçалăха ака-суха ĕçĕсенче çĕр хатĕрлесе парассипе пулăшу тĕслĕхне кăтартрĕç. Çур акинче пуçланнă ырă тĕслĕх çу каçипех çухалмарĕ. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ тапхăрта «Путь Ильича» агрофирма ĕçченĕсем «Свобода» тата Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕсене сенаж хывма пулăшу пачĕç. Кĕркунне те çак туслăх йĕпе-сапаллă çанталăка парăнмасăрах тырă-пулăна, çĕр улмипе пахча çимĕçе, выльăх кăшманне вăхăтра пуçтарса кĕртме май пачĕ. Кунта Ильич ячĕпе хисепленекен пĕрле-шÿллĕ хуçалăх комбайнерĕсем Чапаев ячĕпе хисепленекен хуçалăха, А. Пихтеровпа А. Трепнев ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕсем Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăха вырма тапхăрĕнче пысăк пулăшу панине асăнмасăр иртме çук. «Ударник» хуçалăха çĕр улми кăларас ĕçре пысăк тĕкĕ панăшăн «Агросоюз» Картофель» ертÿçисене пысăк тав. Тав сăмахĕсенех пĕр-пĕрне пулăшу панă хуçалăхсене, хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсене, механизаторĕсене калас килет. Пĕрлехи тăрăшулăхпа кăçал эпир кашни гектартан ампар виçипе 16,1 центнер тухăç илсе пурĕ 20,8 пин тонна тырă кĕлете хутăмăр. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан çакă сахалрах пулни эпир хамăр умри хăш ĕçсене туса çитерейменнине тивĕçлĕ пĕтĕмлетсе кирлĕ йышăнусем тума май парать. Гектар пуçне вăтамран 144,1 центнер çĕр улми кăларса пĕрлехи тухăçа 13,3 пин тоннăна çитерни вара пĕлтĕрхинчен пысăкрах кăтарту.
– Ял хуçалăхĕнчи ĕçсен ăнăçăвĕнче техника пĕлтерĕшĕ те пысăк. Маларах çулсенче пирĕн хуçалăхсем унчченхи техникăпах ĕçленĕ пулсан халĕ ĕç тухăçлăхне ÿстерекен техника çине тимлĕх уйăрма пуçларĕç.
– Çакна ырламалла кăна. Чăнах та юлашки çулсенче яла çĕнĕ техника килме пуçларĕ. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем машинăпа трактор паркне çĕнетсех пырассине кун йĕркинче тытаççĕ. Çакă районти производство интенсивлăхне, ĕç продуктивлăхне, механизаторсен ĕç условийĕсене лайăхлатса çĕнĕ аталану шайне çĕкленме пулăшать.
Муркаш енре ял хуçалăх техники çĕнелсе пынине унчченхи техника хатĕрĕсем «ватăлса» çитнипе çеç сăлтавламалла мар. Пирĕн çĕр ĕçченĕсем те аграри наукин çĕнĕлĕхĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Çак çулпа кайса вĕсем пĕчĕк тăкаксемпех производствăн пысăкрах картлашкисене çĕнессишĕн тимлеççĕ.
Иртсе пыракан ял хуçалăх çулĕ те ял хуçалăхĕнче ĕçлемелли çĕнĕ техника туянассипе пирĕн хуçалăхсем тимленине çирĕплетрĕ. Агропромышленность комплексĕн районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ предприятийĕсем ял хуçалăх техникине пурĕ 60 миллион ытла тенкĕлĕх 57 единица туяннă. Вĕсенчен 14-шĕ – тракторсем, 3-шĕ – «хир карапĕсем». Çавăн пекех выльăхсене апат хутăштарса памалли, тымар çимĕç пухмалли агрегатсем, çĕр улми кăлармалли комбайнсем, ытти ял хуçалăх машинисем.
Ял хуçалăх техникине çĕнетессипе тата çĕнĕ технологипе ĕçлемелли оборудованисем туянассипе «Путь Ильича» агрофирма тата «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество, Ильич яч. хис., «Герой», «Передовик» хуçалăхсем нумай ĕçлерĕç. Вĕсен тăрăшулăхĕ районти техника хăватне ÿстерчĕ кăна. Çĕнĕ техника сĕрмелли-çунтармалли материалсен тăкакне чакарни, ял хуçалăх продукцийĕн хăй хаклăхне пĕчĕклетни, çак çулпа пыни хуçалăхсен экономика хăватне ÿстерни никамшăн та вăрттăнлăх мар.
– Агробизнес аталанăвĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки каласа хăвармăр-ши тата; Районта ку енĕпе мĕнле улшăнусем асра юлаççĕ;
– Ăнăçу никĕсĕ çĕнĕ технологисемпе ĕç йĕркелĕвĕнче пулни вăрттăнлăх мар. Анчах вĕсене алла илесси нумай чухне йывăррăн пулса пырать е теприсен пачах та вырăнтан тапранаймасть. Малашлăха пăхса ĕçлекенсем вара пĕр вырăнта тăмаççĕ. Кунта манăн «Путь Ильича» агрофирмăн Шаптакри сĕт ферми çывăхĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли çĕнĕ производство комплексĕ уçăлнине палăртас килет. Çĕнĕ сĕт комплексĕн пĕрремĕш тытăмĕнче 500 ĕне пулĕ. Вĕсене пăхса усрама кунта паянхи куна чи малта пыракан оборудовани вырнаçтарнă. Çакнашкал çĕнĕлĕх района килсе кĕни савăнтарать. Малтанхи çулсенче çакăн пек ферма тăвасси пире иккĕлентернĕ пулсан, паян вăл пирĕн пурнăç чăнлăхĕ, агробизнес аталанăвĕн черетлĕ утăмĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çĕнĕ технологисене алла илсе пыни кама савăнтармĕ ĕнтĕ; Пурне те тивĕçтерет вăл.
Çĕнĕ технологисем çинче никĕсленнĕ 200 миллион тенкĕне яхăн тăракан комплекс 1000 ĕнелĕх проектăн çурри кăна-ха. Пысăк ĕçе пуçăннă инвесторсем çур çулта чарăнса тăмасса шанатпăр.
– Мĕн пурнăçланине тĕплĕн пĕтĕмлетесси малта-ха. Çулталăк вĕçленнĕ май ума мĕнле тĕллевсем лартатăр;
– Хресчен ĕçĕн тĕллевĕ çĕр-аннемĕре хуçасăр тата пушă вырттарас марри. Çиччĕ виçсе вăй хурсан вăл ĕçлекен çынна тăрантарать. Тухăç пысăк пулсан çĕр-шыв тĕрекрех, экономика та пуянрах пулать. Анчах кашнин вăй хумасăр сăртран та ярăнма май çуккине ăнланмалла. Ку вăл – район шайĕнчи малашлăха пăхтаракан çĕнĕ шухăшлав. Тунă ÿсĕмсем çĕнĕ çитĕнÿсене алла илме çул уçнине уйрăм хуçалăхсен тĕслĕхĕсем çирĕплетеççĕ. Вăл е ку çитменнипе кун кунлама пулать пулсан, çăкăр-тăварсăр пĕр кун та пурăнма çук. Çак чăнлăх çĕр ĕçченĕн пархатарлăхне кăтартать, çĕнĕлĕхсемпе туслăрах пулса ÿсĕмлĕрех ĕçлеме йыхравлать.
Ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçленсе пынă вăхăтра май килнипе усă курса районти ял хуçалăх ĕçченĕсене çĕнĕ çул ячĕпе чĕререн саламлатăп. Ырлăх-сывлăхпа телей, ăнăçу суннă май эсир çитес çул та, малашнехи вăхăтсенче те пĕр-пĕрин хушшинчи туслă çыхăнăва çухатмасса шанатăп.
А. БЕЛОВ
калаçнă.