Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма хуçалăха аталантарăп тенĕ те...

22 декабря 2012 г.

«Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйăракан кредит хушма хуçалăх тытакансемшĕн меллĕ, çавăнпа та вăл ултавçăсемшĕн илĕртÿллĕ.

Акă пĕр тĕслĕх илер. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн РФ Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн Муркашри хушма офисĕнчен çамрăк хĕрарăм 350 пин тенкĕ кредит илнĕ. Асăннă укçапа вăл выльăх-чĕрлĕх сарайĕ реконструкцилеме тата пĕчĕк калăпăшлă техника туянма шантарнă. Çавна май укçапа тĕллевлĕ усă курмалла. Анчах та кредит илекен çын урăх ĕç пирки ĕмĕтленнĕ. Апла пулсан шантарнă ĕçе документпа ĕнентермелле, унсăрăн кĕсйерен пысăк укçа кăларса хумалла та пулать.

Хăйĕн ултавлă шухăш-тĕллевне тÿрре кăларас тĕлĕшпе вăл мотоблок илнине çирĕплетекен 91 пин те 790 тенкĕллĕ чек хатĕрленĕ. Çавăн пекех вăл çак техника валли çулмалли агрегат туяннă имĕш, унăн хакĕ 23 пин те 529 тенкĕпе танлашать. Çаксемсĕр пуçне çурт-йĕр çĕклемелли материал та туяннине ĕнентермелле вĕт. Çапла вара пĕтĕмĕшле туяннин хакĕ 350 пин те 871 тенкĕне çитнĕ.

Çак ĕç-хĕле çирĕплетекен документсен пуххине вара йăлтах перекет банкне тăратмалла, кредит илекен çын çапла тунă та. Çавна май Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви хушма хуçалăх «аталантаракан» çынна кредит калăпăшне кура 23 пин те 432 тенкĕ субсидиленĕ.

Укçа-тенкĕпе еплерех усă курнă-ха çемье, сарай реконструкцилес ĕç валли мĕн чухлĕ тăкакланă; Наци проекчĕ еплерех шайра аталаннипе паллашма комисси ушкăнĕ планпа пăхман тĕрĕслев ирттернĕ. Анчах та вырăна çитсен çурт-йĕр реконструкцилеме туяннă материала тата пĕчĕк калăпăшлă техникăна курма пултарайман, мĕншĕн тесен вĕсем пулман. Çавăн пекех кредит илнĕ хĕрарăм ĕç ушкăнне ултавлă çул-йĕрпе яма хăтланнă, анчах та май килмен.

– 200 пин тенкĕпе автомашина туянтăм, ăна хам çине регистрацилерĕм. 150 пин тенкипе хваттер юсанă çĕрте усă куртăм. Упăшка эпĕ ĕçе çапла йĕркелессине хирĕç пулчĕ, апла пулин те эпĕ хам шухăшланă пекех турăм, мĕншĕн тесен укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçе эпĕ хам йĕркелесе пыратăп. Ултавлă ĕçе йышăнатăп тата ÿкĕнетĕп, – çапла каласа парать вăл следстви вăхăтĕнче.

Çапла вара хĕрарăм федераллă бюджета 22 пин те 259 тенкĕ, республика бюджетне 1 пин те 173 тенкĕ сиен кÿнĕ.

И. Ильина,

прокурор пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика