Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене пĕрле татса парас пулать

22 декабря 2012 г.

 

«Межрегиональная распределительная сетевая компания Волги – филиала «Чувашэнерго» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕн капиталлă строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ Юрий Алексеенко, çут çанталăк хÿтĕлевĕн Шупашкарти районсем хушшинчи прокуратурин прокурорĕ Дмитрий Викторов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин малтанах Москакасси ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă Ивановка патĕнчи йăлари хытă каяшсен полигонне çитсе курчĕç.

Ку объекта 2010 çулта хута янă. Пĕтĕмпе унта 4 котлован пулмалла. Халĕ пĕр котлованне кăна ĕçе кĕртнĕ-ха. Котлован 2 гектар лаптăк йышăнать. Вăл тепĕр 5 – 6 çул усă курмалăх çитет. Йăла каяшĕ котлованра 2 метр çÿллĕшне çитсен технологипе килĕшÿллĕн çиелтен пĕр сий тăпрапа хупласа хума палăртнă.

Йăла каяшĕсен полигонĕпе усă курассине пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн «Моргаушское» муниципаллă унитарлă предприятине шанса панă. Унăн директорĕ Сергей Тимофеев каласа панă тăрăх ялсенчен каяш турттарнăшăн çынсенчен укçа пухасси ниепле те йĕркене кĕрсе çитеймест-ха. Ял тăрăхĕсен бюджечĕ шучĕпе саплаштарма тивет кунта каякан тăкаксене.

Информаци ушкăнĕ Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче те пулчĕ. Çурçĕрти электричество сечĕсен Муркашри филиалĕн ĕçĕ-хĕлĕпе унăн пуçлăхĕ Валерий Егоров паллаштарчĕ. Филиал пурнăçлакан ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар. Хальхи вăхăтра вĕсем 1300 километр ытла электролиние, 327 трансформатор подстанцине пăхса тытса тăраççĕ. Филиал 268 организацие, 15 пине яхăн уйрăм çын хуçалăхне электроэнергипе тивĕçтерет. Малашлăхри ĕçсен калăпăшĕ те пĕчĕк мар. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ мала тухать. Çывăх вăхăтрах электролинисене изоляциллĕ проводкăпа улăштарассин задачи тăрать.

Мăн Сĕнтĕрте информаципе культура центрĕн пристройне тунă çĕрте ĕçсем анлă сарăлнă. Кунта та пулчĕ информаци ушкăнĕ. Ĕçсем епле пынипе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Лаптев кăмăллă. Шывпа тивĕçтерессин куçса çÿрекен механизациленĕ колоннин коллективĕ кунти строительство ĕçĕсене çитес çулхи июнь уйăхне вĕçлеме палăртать. Çитес çул 20 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла. Çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăрах ĕçсен хăвăртлăхĕ япăх мар. Халĕ строительсем пластик çÿречесем илсе килме тытăннă, вĕсене вырнаçтарма пуçăнаççĕ. Стенасене ăшă тытмалли изоляци материалĕ çыпăçтараççĕ. Информаципе культура центрне хутса ăшăтма уйрăм котельнăй пулать. Ăна туса пĕтернĕ ĕнтĕ.

Маларах Мăн Сĕнтĕрте Культура çурчĕпе чиркÿ пĕр çуртра вырнаçнăччĕ. Халĕ вара Культура çурчĕ йышăннă вырăна чиркĕве тавăрса панă май информаципе культура центрне пристрой туса анлăлатмалли куçкĕрет. Библиотека та, курав залĕ те пулаççĕ кунта, «Янаш» юрăпа ташă халăх ансамбльне, вокалпа инструментсен «Картина» эстрада ансамбльне те концерт программисем хатĕрлеме майсем ытларах пулĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май çавна палăртрĕç. Çапла, умра ыйтусем пулмаççĕ мар. Вĕсене пĕрле пулсан ăнăçлăрах татса пама майсем ытларах.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика