Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн тунипе лăпланмалла мар

22 декабря 2012 г.

Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Ирина Устенкопа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çак кун Йÿçкасси ял тăрăхне çитрĕç. Чи малтанах вĕсем Йÿçкассинчи вăтам шкулта пулчĕç. Шкулта ăшă та тирпейлĕ. Унăн ертÿçи Ю. Яковлев каланă тăрăх котельнăй шкулсăр пуçне ытти учрежденисене, 27 хваттерлĕ çурта та ăшăтса тăрать. Тÿлемелли суммăна пур потребительсем çине пайласан, котельнăй тăкакпа ытлашши хăратмасть. Сивĕ хĕл кунĕсене кунта тĕплĕн хатĕрленнĕ, запас валли тесе тепĕр насус та туяннă.

Информаци ушкăнĕ кунти вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕ. Ирина Геннадьевна чи малтан РФ Президенчĕн В. Путинăн РФ Федераллă Пухăвне янă Çырăвĕ çинче чарăнчĕ. Вăл Президент асăннă документра Раççейăн малашлăх аталанăвне палăртни çинчен каларĕ. Юлашки вăхăтра çĕр-шывра халăх пурнăçне лайăхлатас тесе нумай ĕç туса ирттернĕ. Анчах пирĕн лăпланма юрамасть, тата та тăрăшарах ĕçлемелле. Ача пур çемьесене пулăшассипе те сахал мар ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Ача амăшĕн капиталĕ çитес çултан 400 пин тенкĕрен те иртет. Пĕчĕк ачаллă амăшĕсене çĕнĕ професси илме пулăшассипе те тимлеççĕ. Ачасем сахал çуралакан регионсенче хушма укçа-тенкĕпе пулăшмалла. Ку енĕпе Чăваш Республики пĕлтĕрех курăмлă утăм турĕ: çемьере 3-мĕш ача çуралсан 100 пин тенкĕлĕх Ача амăшĕн капиталне пама пуçларĕç. Халĕ вара шкул çулне çитмен ачасене валли садиксенче вырăн тупса парассипе тимлеççĕ.

Бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерессипе те утăм хыççăн утăм тăваççĕ çĕр-шывра. «Вĕрентекенсен пĕлтерĕшĕ ÿсмелле. Ялти учительсем халĕ те ялти чи сумлă çынсем шутланаççĕ», – терĕ Ирина Геннадьевна.

Ырă улшăнусем районта та сахал мар пулса иртрĕç кăçал. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев кăçал сахал хутлă, çынсемшĕн йÿнĕрех пултăр тесе тума палăртнă çурт-йĕр валли 3 ял тăрăхĕнче çĕр лаптăкĕсем уйăрнине каларĕ: Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Москакасси ял тăрăхĕсенче. Район çынсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли ытти тĕрлĕ программăсене те хастар хутшăнать. Ял тăрăхĕсенче строительство ĕçĕсене комплекслă компактлă майпа тумалли программăпа килĕшÿллĕн Кашмашри шкула тума палăртнă. Çавăн пекех кунти икĕ çĕнĕ урамра инженери инфраструктурине туса хумалла. Ростислав Николаевич çитес çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа учительсен вăтам ĕç укçи экономика сферинче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçинчен кая мар пулмаллине палăртрĕ. Йÿçкасси шкул директорĕ Ю. Яковлев каланă тăрăх паян кунти вĕрентекенсен вăтам ĕç укçи 17 пин тенкĕрен те иртет.

Президент хăйĕн Çырăвĕнче юлашки 20 çулта çынсем çураласси вилнисен йышĕнчен иртсе кайнине палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев палăртнă тăрăх пирĕн районта çакă Муркаш, Мăн Сĕнтĕр тата Москакасси ял тăрăхĕсенче палăрать.

Çитес çул Муркашра лицей пулнă çуртра 60 вырăнлăх ача сачĕ ĕçлеме пуçламалла. Çавăн пекех халь ĕçлекен садиксен çумĕсенче тепĕр 90 вырăнлăх хушма ушкăнсем уçăлмалла.

Татса памалли ыйтусен шутне çавăн пекех ялсенче çулсем тăвассине, халăха шывпа тивĕçтерессине кĕртмелле. Шыв ыйтăвĕ, тĕпрен илсен, республикăн кăнтăр районĕсенче пурнăçланать пулсан та, кăçал ку енĕпе Ильинкăпа Москакасси ял тăрăхĕсенче пĕрер ялта ыйтăва татса пама май килчĕ.

Ростислав Николаевич çавăн пекех çакна палăртрĕ. «Ударник» хуçалăхăн малашлăхĕ пур. Халĕ чи кирли – ăна йывăр лару-тăруран кăларасси. «Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шанас килет. Мĕншĕн тесен пирĕн йывăрлăхсене хамăрсăр пуçне никам та татса памĕ», – терĕ Ростислав Николаевич вĕрентекенсене.

Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркинче пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене те пăхса тухрĕç. Ку енĕпе районта сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ку енĕпе пĕрлехи система туса хумаллине палăртрĕ. Кăçалхи 42 пушарта 5 çын вилни профилактика ĕçĕсене палăрмаллах вăйлатмалли çинчен калать.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – Чăваш Республикинче çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа граждансене универсаллă электронлă картта пама пуçласси. «Анчах ăна илессипе илмесси – кашни çыннăн хăйĕн кăмăлĕ», – терĕ Ирина Геннадьевна. Çакна валли заявлени çырмалла. Ăна çырмасан карттăна çитес çул памаççĕ. 2014 çулта пурне те параççĕ. Асăннă картта унăн хуçисемшĕн питĕ меллĕ. Çак пĕр документрах гражданинăн пур документ даннăйĕсене те кĕртеççĕ. Çумра укçа пулмасан та магазинта тавар туянма пулать. Унпа Тутарстанра, Пушкăртстанра, Астраханьпе Вологда облаçĕсенче усă кураççĕ ĕнтĕ. Пирĕн республикăра ăна хальлĕхе виçĕ банкра тата Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин хăш-пĕр учрежденийĕсенче илме пулать.

– Çакă халăха майлă тунă утăм. Ăна пирĕн йышăнмалла, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Кузьмин çĕнĕ урамсене çутă кĕртес ыйту çинче чарăнчĕ.

Тĕл пулура Йÿçкассинче тасатмалли сооружени тăвас ыйтăва çĕклерĕç.

Ун хыççăн информаци ушкăнĕ Йÿçкассинчи ветерансен çуртĕнче пулчĕ. Унăн ертÿçи Валентина Шивирева каланă тăрăх кунта 50 çын пурăнать. Министерство кунта юсав ĕçĕсене тума кăçал 1 млн. ытла тенкĕ укçа-тенкĕ куçарнă. Ветерансем кунти условисемпе кăмăллă.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика