Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу – федераллă бюджетран

22 декабря 2012 г.

Раштавăн 19-мĕшĕнче республикăна федераллă бюджетран ял хуçалăхне пулăшма 116,3 миллион тенкĕ укçа килсе çитнĕ. Вăл шутран: производствăна аталантарма ял хуçалăх предприятийĕсем кредит организацийĕсенчен илнĕ кредитсен процент ставкисене субсидилеме – 96,5 миллион тенкĕ (çулталăк пуçланнăранпа çак тĕллевпе республикăна патшалăхран 751,7 миллион тенкĕ килнĕ); элитăллă вăрлăх тĕлĕшпе – 13,5 миллион тенкĕ (çулталăкĕпе – 41,2 миллион тенкĕ); минераллă удобрени туянма – 6,3 миллион тенкĕ (çулталăкĕпе – 31,8 миллион тенкĕ).

Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексне тĕкĕ пама кăçал пĕтĕмпе 2084 миллион тенкĕ (вăл шутран федераллă бюджетран – 1328,7 миллион тенкĕ) уйăрнă. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 6,7 процент нумайрах.

ЧР Финанс министерстви.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика