Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсем пĕр харăс капланаççĕ

10 августа 2013 г.

 

Çĕр ĕçченĕ хăй умне çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене çĕнессине, вырмана кÿлĕннипе пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлессине те кун йĕркинчен кăларас çуккине манмасть. Çак ответлă тапхăрта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен кĕр аки вăхăтра тата пахалăхлă ирттересси пирки те шутлама тивет. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлессипе уйăхлăх пынине те вăхăтра пĕтĕмлетсе тăни çитменлĕхсене палăртма пулăшать. Кам паян правуртарах, унăн хĕл кунĕсем те тутă пулĕç. Шартлама сивĕре те вĕсем продукци илессипе алă усмĕç.

Маларах каланине тĕпе хурса çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен председателĕсемпе тата хресчен (фемер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев уçрĕ тата ертсе пычĕ.

– Йывăрлăхсене пурсăмăр та курса тăратпăр. Вĕсене эпир пĕр тытăмра пулсан çеç çĕнме пулать. Çавăнпа та кĕрхи уй-хир ĕçĕсенче хуçалăх ертÿçисен пĕр-пĕрне пулăшасси пирки манас марччĕ. Тырă-пулă пур çĕрте те пĕр пек пиçсе пымасть. Çавна пула «хир карапĕсене» уйрăм хуçалăхсенче ĕçсĕр лартас марччĕ. Ăна валли ертÿçĕсен пĕр-пĕрин хушшинче тачă çыхăнура пулмалла, – ĕç калăпăшĕ пысăккине палăртса каларĕ Ростислав Николаевич.

Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче паян вырма анлă сарăлчĕ пулин те, алăк умĕнче кĕр аки тăни пирки те манмалла мар. Хуçалăхсенчи ĕçсене пĕтĕмĕшле район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă харпăрлăх управленийĕн пуçлăхĕ В. Ананьев сăнласа пачĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев сĕт хуçалăхсемшĕн кулленхи укçа-тенкĕ çăл куçĕ пулнине палăртнăран Владислав Кириллович выльăх апачĕ янтăлас ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра сĕт ытларах сăвассипе ĕçлеме тăрăшаççĕ, кăтартусене ÿстереççĕ пулсан, «Передовик» хуçалăх пирки критикăлла сăмахсем пулчĕç.

«Россельхозцентр» ФГУ филиалăн районти пайĕн пуçлăхĕ А. Павлов кĕр аки вăхăтра ирттерес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Каласа хăвармалла, çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнчен тытăнса авăн уйăхĕн 10-мĕшĕччен акса хăварнă кĕртирсен паха вăрлăхĕ – çитес çулхи пысăк тухăç никĕсĕ.

А. ПЕТРОВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика