10 августа 2013 г.
Физкультурăпа, спортпа туслă пулни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшли каламасăрах паллă. Физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата туризм секторĕ те хăйĕн тÿпине хывать. Ку ĕç-хĕл пирки сектор ертÿçи Владимир ПЕТРОВ каласа парать:
– Паянхи куна çамрăксемпе физкультура енĕпе ĕçлеме районта 62 специалист пур. Вĕсенчен 31-шĕ физкультура учителĕсем, 21-шĕ тренер-преподавтельсем, 10-шĕ инструкторсем.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче физкультура занятийĕсенче тата класс тулашĕнчи мероприятисенче хальхи технологи мелĕсемпе анлă усă кураççĕ. Вырăнсенче спортпа техника бази япăх мар пулни спортăн чылай енĕпе занятисене çÿллĕ шайра ирттерме, мероприятисене вĕренекенсене нумайрах хутшăнтарма май парать. Çакă район тата республика ăмăртăвĕсене мĕнле хутшăннинче те палăрать.
Çуллен спортăн 8 тĕсĕпе шкул ачисен спартакиадине ирттеретпĕр. Муркаш районĕн пĕрлештернĕ команди Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ирттерекен шкул ачисен спартакиадине те активлă хутшăнать. Уйрăмах йĕлтĕрçĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Волейболистсем пĕр хут кăна мар республика ăмăртăвĕсен призерĕсем, боксерсем республика тата Раççей ăмăртăвĕсен призерĕсемпе çĕнтерÿçисем пулса тăнă.
Муркашра «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайнă май спорт занятийĕсем ирттерме çĕнĕ майсем уçăлчĕç. Физкультура урокĕ шучĕпе пур шкулсем те вĕренекенсене спорт комплексне тÿлевсĕр илсе çÿреме пултараççĕ. Уйрăмах бассейнра ишме кăмăл тăвакансем сахал мар.
Çитĕнекен ăрăва спортпа туслаштарас енĕпе вĕсен ашшĕ-амăшĕн ку тĕлĕшри позицийĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасем чи малтанах аслисенчен тĕслĕх илме тăрăшаççĕ.
Ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулĕнче спортăн 8 тĕсне аталантарассипе ĕçлеççĕ. Кунта 960 çамрăк вĕренет тата спортри хăйĕн ăсталăхне туптать. Çак хисепрен 12-шĕ – ăнăçсăр çемьесенчен, çул çитменнисен комиссийĕнче учетра тăракансем. Иртнĕ çул массăллă разряд спортсменĕсене 346, 1-мĕш разряд спортсменĕсене 18, спорт маçтăрĕн кандидачĕсене 2 хатĕрленĕ.
Ĕç çыннисем хушшинче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелессин структури предприятисемпе организацисенчи, учрежденисенчи тата ял тăрăхĕсенчи физкультура коллективĕсемпе çыхăннă. Вĕсем хушшинче çуллен ĕç çыннисен спартакиадине спортăн 14 тĕсĕпе ирттеретпĕр. Ку ăмăртусене чи активлă хутшăнакансем хушшинче хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацине, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикине, «Оринино», Ильич яч. хис. хуçалăхсене, шалти ĕçсен районти пайне, Муркаш райповне, Муркаш, Çатракасси, Юнкă ял тăрăхĕсене палăртмалла. 2012 çулхи спартакиада итогĕсемпе шалти ĕçсен районти пайĕн, «Юнга» тата «Оринино» хуçалăхри физкультура коллективĕсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Вырăнсенче физкультура юхăмне аталантарассишĕн ял тăрăхĕсен администрацийĕсем ответлă пулса тăраççĕ. Физкультурăпа спорт занятийĕсем ирттерме общественник-инструкторсене явăçтарни ырă тĕслĕх пулса тăрать. Ял тăрăхĕсенче ирттерекен спорт мероприятийĕсене çынсем яланах активлă хутшăнаççĕ. Ярапайкасси, Çатракасси, Чуманкасси, Мăн Сĕнтĕр, Муркаш ял тăрăхĕсем ку енĕпе уйрăмах пуçаруллă. Вĕсем юлашки вăхăтра вырăнта кăна мар, район тата республика шайĕнчи мероприятисем те ирттереççĕ. Çав вăхăтрах Катькас, Йÿçкасси ял тăрăхĕсенче ку ĕç тивĕçлĕ шайра мар-ха.
Вырăнсенче спортпа патриотика клубĕсене йĕркеленине ырă енчен палăртмалла. Районта çак вăхăта спортпа патриотика клубĕсем 5. Вĕсем çамрăксем хушшинче физкультурăпа спорта аталантарассипе пысăк тĕкĕ пулса тăраççĕ.
Уйрăм спорт тĕсĕсем енĕпе федерацисем аталанса пыни те пĕлтерĕшлĕ. Район администрацийĕ вĕсемпе тачă çыхăну тытма тăрăшать. Çакă физкультура юхăмне пысăкрах шая çĕклеме май парать.
Çулленех районта спортăн 16 тĕсĕпе район тата вырăнти шайри ăмăртусене 50 ытла йĕркелетпĕр. Вĕсене 8 пин ытла çын хутшăнать. Вĕсенчен 15-шĕ республика ăмăртăвĕсем шутне кĕнĕ. Çăмăл атлетсен Олимп чемпионки Валентина Егорова ячĕпе ирттерекен кросĕ, Чечен вăрçин паттăрĕсене Николай Дмитриева тата Леонид Семенова асăнса хăвăрт утассипе, Раççей Геройĕн Евгений Борисовăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен мини-футбол, Социализмла Ĕç Геройĕн Евтихий Андреевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен йĕлтĕрçĕсен, ОМОН салтакĕн Григорий Кудьковăн парнисене çĕнсе илессишĕн волейболистсен, «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа, Юрий Федотова асăнса йĕлтĕрпе ăмăртса чупассипе, Сергей Павлова асăнса мини-футбол енĕпе, волейболла выляссипе «Росгосстрахăн» куçса çÿрекен кубокне çĕнсе илессишĕн тата ытти ăмăртусем çÿллĕ шайра иртеççĕ, çуллен нумай-нумай спортсмена пухаççĕ. Çавăн пекех çăмăл атлетикăпа Муркаш райповĕн парнисене, «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн куçса çÿрекен кубокĕсене çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăртусене палăртмалла. Районта виççĕмĕш çул ĕнтĕ районти тĕп больницăн тĕп врачĕн В. Даниловăн парнисене çĕнсе илессишĕн волейболла выляссипе 50 çултан аслăрах арçынсен командисем хушшинче ăмăрту иртет.
Физкультурăпа тата спортпа туслисем валли районта 26 спорт залĕ пур, 2008 çулта Муркашра «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайрĕ. Кунсăр пуçне вырăнсенче спорт сооруженийĕсемпе площадкăсем 97 йĕркеленĕ, Муркаш шкулĕнче пăшалтан пемелли тир, Муркашра йĕлтĕр бази, Юнкăпа Мăн Сĕнтĕр, Сыпай шкулĕсенче тата Муркашпа Калмăккассинче хоккей площадкисем пур.
Юлашкинчен вара спортпа, физкультурăпа туслă мĕн пур çынна – спортсменсене, физкультурниксене, преподавательсемпе тренерсене, çак ĕç ветеранĕсене, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене пурне те Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатăп, пурсăра та çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.