Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç аталанăвĕ строительствăпа çыхăннă

10 августа 2013 г.

 

Ыран строительство сферинче вăй хуракансем хăйсен професси уявне – Строитель кунне паллă тăваççĕ. Çак мирлĕ те питех те кирлĕ професси çыннисен ĕçĕ чăннипех пархатарлă. Районта ку сфера мĕнле аталанса пынă пирки уяв умĕн район хаçачĕн сотрудникне В. ШАПОШНИКОВА панă интервьюра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн пуçлăхĕ Владимир НИКИТИН каласа пама кăмăл турĕ.

– Ытти çулсенчи пекех кăçал та районта пурăнмалли çурт-йĕр, социаллă сфера объекчĕсем, çул-йĕр тăвас тата юсас ĕçсем анлă сарăлнă.

Кирек епле строительство ĕçĕ те проектпа смета документацийĕ туса хатĕрленинчен тытăнать. Хальхи вăхăтра пирĕн управлени Муркашри Восточная урамри тасатмалли биологи комплексĕн проектпа смета документацийĕсене хатĕрлет. Кунсăр пуçне Кашмашри Молодежная урамра çĕнĕ шкул çĕклеме палăртнă. Унăн документацине те туса хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ.

Хальхи вăхăтра çынсене çурт-йĕр строительствинче патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли программăсем пĕрре кăна мар. Вĕсем районта ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Акă федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр» тĕллевлĕ программин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммипе килĕшÿллĕн 2013 çулта 25 çамрăк çемье хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатĕ. Çавна валли пĕтĕмпе 11,6 млн тенкĕне яхăн уйăраççĕ. Вăл шутран 3,6 млн тенкĕне яхăн федераци парать, 6,2 млн ытла тенкĕ республика тата 1,8 млн тенкĕне яхăн район бюджечĕсем уйăраççĕ. Паянхи куна илес пулсан ку çемьесем социаллă тÿлевсем илме документсене хатĕрлеççĕ ĕнтĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма Юнкă ял тăрăхĕнчи нумай ачаллă пĕр çемьене кăçал республика бюджетĕнчен 1,45 млн тенкĕ уйăрса парса пулăшнă.

Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсен пурăнмалли условийĕсене тĕрĕслесе тăратпăр, тивĕçлисене çурт-йĕрпе тивĕçтерме черете тăрататпăр. 2013 çулта кун пеккисем 16 ветеран хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма свидетельствăсене тивĕçрĕ.

Федерацин «Ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программипе пăхнă ĕçсене пурнăçлама çак вăхăта пур шайри бюджетсенчен пĕтĕмпе 7,3 млн тенкĕпе усă курнă. Вăл шутран ялсенче пурăнакансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма – 2 млн ытла тенкĕ, ялти çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме – 5,7 млн тенкĕне яхăн. Çапла вара кăçал асăннă программăпа ялсенче пурăнакан 4 граждан тата 8 çамрăк специалист хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатрĕ.

Ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă 14 – 23 çулсенчи тăлăх ачасен харпăрлăхĕнчи çурт-йĕре юсама 2013 çул валли 258,8 пин тенкĕ уйăрса панă. Ку ĕçсене «Моргаушавтотехсервис» строителĕсем пурнăçлĕç. Çавăн пекех кăçалхи çул валли тăлăх тата ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 3,4 млн тенкĕне яхăн уйăрнă.

2007 çулта федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшмалли фонд çинчен» Саккунне йышăннăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттеретпĕр, çынсене пурăнма юрăхсăр çуртсенчен куçаратпăр. Çав тĕллевпе юсав ĕçĕсем туса ирттерме кăçал 6,3 млн тенкĕ уйăрнă.

Юхăнчăк çуртсенче пурăнакансене йĕркеллĕ çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе районта 2012 – 2015 çулсем валли муниципалитетăн тĕллевлĕ программине йышăннăччĕ. Ку программăпа пăхнă ĕçсене пурнăçлама 2013 çул валли пĕтĕмĕшле 19,4 млн тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмпе 20 çемье хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ, 683,3 тăваткал метр юхăнчăк çурт-йĕрпе сыв пуллашăпăр.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассин системине модернизацилемелли комплекслă ĕçсен программипе килĕшÿллĕн вĕренÿ учрежденийĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Мăн Сĕнтĕр-ти, Йÿçкассинчи, Нискассинчи вăтам шкулсем валли кăçал çак тĕллевпе пур шайри бюджетсенчен 5 млн тенкĕне яхăн уйăрнă.

Шурча шкулĕнче канализаци системине юсама, электроэнергипе тивĕçтерессине йĕркелеме, шалти туалетсемпе тамбурта капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама ял тăрăхĕсенче коплекслă компактлă строительство ĕçĕсем пурнăçламалли пилот проекчĕпе 2,4 млн тенкĕне яхăн уйăрса панă.

Çул-йĕр строительствинче те пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Акă федерацин «Раççейри транспорт системине 2010 – 2020 çулсенче аталантарасси» тĕллевлĕ программипе район территорийĕнче М-7 «Волга» автомобиль çулне реконструкцилессипе ĕçсем анлă сарăлнă. Районта республика пĕлтерĕшлĕ çулсене пĕтĕмпе 10,295 км юсама тата тĕпрен юсама пăхнă, çавна валли 81,3 млн тенкĕ уйăраççĕ. Вăл шутра Муркаш – Турай çула тĕпрен юсамалла. Юсав ĕçĕсем валли 40 млн тенкĕ пăхса хунă. «Волга» – Мăн Сĕнтĕр – Шашкар пристанĕ автоçул çинче те юсав ĕçĕсем пурнăçламалла пулать, строительство ĕçĕсен хакĕ – 22,1 млн тенкĕ. Элĕк – Ишек çула юсама 19,2 млн тенкĕ уйăрса панă.

2013 çулта район территорийĕнчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автоçулсене тата вĕсем çинчи 200 километр ытла искусствăлла сооруженипе 9 кĕпере тытса тăма 15 млн çурă тенкĕне яхăн уйăраççĕ, вăл шутран 14 млн тенкĕне яхăн республикăран тата 1 млн çурă тенкĕ ытларах вырăнти бюджетран.

2013 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне автомобиль çулĕсене тытса тăма 12,9 млн ытла тенкĕпе усă курнă ĕнтĕ. Кунсăр пуçне 376 километра яхăн вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене пăхса тăма уйăрма палăртнă 4,4 млн тенкĕрен 3 миллион тенкипе усă курнă.

Район территорийĕнчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсемпе вĕсем çинчи искусствăлла сооруженисене юсама 5,4 млн тенкĕ уйăрма пăхнă (вăл шутран республикăран 4 млн тенкĕне яхăн).

Электрон формипе уçă аукцион ирттерсе Мăн Сĕнтĕр – Ильинка автоçула юсама подряд организацине палăртрăмăр. Ку вăл – «Стройтранс» ООО. Иртнĕ уйăхра ку организаципе муниципалитет контракчĕ çырнă, строительсем çуран çÿрекенсем валли çулсем хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ.

Халĕ республика бюджетĕнчен 1,7 млн тенкĕне яхăн хушма укçа-тенкĕ уйăрса панă. Çавна май «Атăл – Вăрăмой» автоçула юсассипе поектпа смета документацийĕ хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ.

Ялсенчи çулсене 4,79 километр юсама палăртнă. Çавна валли 10 миллион çурă ытларах тенкĕ уйăраççĕ. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсен 19 ытларах процентне пурнăçланă, 2 млн ытла тенкĕпе усă курнă. Пĕтĕмĕшле илсен çак вăхăта пур ял тăрăхĕсем те аукционсемпе котировкăсем ирттернĕ ĕнтĕ, ĕçсем пуçăннă.

Кăçал нумай хваттерлĕ çуртсен 4 картишĕнче юсав ĕçĕсем ирттермелле. Çавна валли 3,8 млн тенкĕне яхăн пăхса хунă. 1млн тенкĕне яхăн усă курнă ĕнтĕ.

Хальхи вăхăтра Çурлатри ялĕнчи Воробьев урамĕнче çул тăвас ĕçсен малтанхи тапхăрĕ пуçланчĕ темелле. Кунта автомобиль çулĕ тума аукцион ирттеретпĕр. Пĕтĕмпе 5,6 млн тенкĕне яхăн ĕç пурнăçламалла, вăл шутран 5,3 млн тенкĕ республика уйăрать.

Çын пÿрт лартать пулсан ял пурăнать теççĕ. Район шайĕпе илсен те ку танлаштару вырăнлă. Районта çак вăхăта строительство ĕçĕсем чарăнса ларман, вĕсем çулран-çул сарăлсах пыраççĕ. Апла пулсан малашлăха çирĕп шачăкпа пăхма пултаратпăр. Çынсен пурнăç условийĕсем те лайăхлансах пырĕç.

Май килнипе усă курса вара районти строительство комплексĕн мĕн пур ĕçченĕсене, отрасль ветеранĕсене ыранхи професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп, ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатăп. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика