Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем валли – ача сачĕсем

03 августа 2013 г.

 

Раççей Вĕренÿпе наука министерствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ регионти шкулчченхи вĕренÿ системине 2013 çулта модернизацилеме пăхнă мероприятисене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 614,5 миллион тенкĕ субсиди уйăрасси пирки килĕшĕве алă пуснă. Çав тĕллевпех республика бюджетĕнчен 405,6 миллион тенкĕ уйăрĕç. Пĕтĕмпе вара кăçал ача сачĕсем тума, реконструкцилеме, çĕнĕ вырăнсене вылямалли оборудованипе, сĕтел-пуканпа тата спорт хатĕрĕпе тивĕçтерме тĕрлĕ çăл куçран 1 млрд тенкĕ ытла хывма пăхса хунă.

Аса илтеретпĕр: республикăра кăçал 1795 вырăнлăх 11 ача сачĕ хута яма, 2220 вырăнлăх 12 ача сачĕ тума тата реконструкцилеме тытăнма, 32 ача садĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă.

Чăваш Енре кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3 – 7 çулсенчи мĕн пур ачана тата халĕ черетре тăракан 1,5 – 3 çулсенчи ачасен 60 ытла процентне ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерĕç. Кун пирки иртнĕ эрнере республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе ирттернĕ брифингра республика вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов каласа панă. Июлĕн 10-мĕшĕ тĕлне ача сачĕсене кайма черетре 1,5 çултан аслăраххисем 12,4 пин ача, 3 çултан тытăнса 7 çулчченхисем 1026 ача черетре тăнă.

Хальхи вăхăтра республикăра шкул çулне çитменнисем 99168 ача. Вăл шутран 3 – 7 çулхисем – 53047 ача. Шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденийĕсем 439. Вĕсене 59052 ача çÿрет. Ку шутран 3 – 7 çулхисем – 51783 ача. 1 – 7 çулхи ачасен 70 ытла процентне, 3 – 7 çулхисен 93 ытла процентне садиксенче вырăнсемпе тивĕçтернĕ.

; ; ;

Ку тĕлĕшпе пирĕн районта лару-тăру мĕнле пулни пирки район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхне Зоя Юрьевна ДИПЛОМАТОВĂНА каласа пама ыйтрăм:

– Районĕпе хальхи вăхăтра шкул çулне çитмен ачасем – 2414. Вĕсенчен 1655 ача шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденийĕсене çÿрет е вĕсен 80,1 процентне ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3 – 7 çулсенчи мĕн пур ачана садикри вырăнсемпе тивĕçтерме задача лартрĕ пулсан, районта 3 – 6,6 çулсенчисем хушшинче садика кайма черетре тăракансем çук. 1,5 – 3 çулхисем хушшинче садика çÿреме черетре 92 ача.

Епле май тупрăмăр-ха 3 çултан аслăрах ачасене пурне те садиксенче вырăнсемпе тивĕçтерме; Ача-пăча учрежденийĕсенче хушма ушкăнсем йĕркелерĕмĕр. Кун пек ушкăнсене халĕ Çатракассинчи «Березка» тата Ярапайкассинчи «Радуга» ача сачĕсене 20-шер ача çÿрет.

Ачасен ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти ачасем кĕске вăхăт пулмалли ушкăна 10 сехетлĕ тулли ĕç кунĕ çине куçартăмăр.

Тепĕр пысăк ĕç – Муркашри лицей çуртне реконструкци туса пĕтерсе ача садне ĕçлеттерме тытăнасси. Ăна кăçал хута ярсан унта 60 ача çÿреме тытăнмалла. Укçи-тенкине уйăрнă.

2013 çул вĕçлениччен пушă пÿлĕмсене кирлĕ пек майлаштарса тата комплектласа çитерсе Çурлатринчи «Лебедушка», Орининти «Золушка», Тивĕшри «Незабудка», Ярославкăри «Улыбка» ача сачĕсенче ачасем валли хушма ушкăнсем йĕркелеме палăртатпăр.

Мăн Сĕнтĕрти «Мечта» ача сачĕн çурчĕ çумне пристрой купаласа ăна анлăлатма пăхса хунă. Кунти реконструкци ĕçĕсене 2014 – 2016 çулсем валли палăртнă инвестици программипе килĕшÿллĕн 2015 – 2016 çулсенче туса ирттермелле пулать.

В. ШАПОШНИКОВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика