03 августа 2013 г.
Августа кĕтĕмĕр. Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен вара районти 4 шкула, 6 шкул столовăйне тĕплĕн юсаççĕ. Эрне пуçламăшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев юсав ĕçĕсем епле пынипе вырăна тухса паллашрĕ.
Тÿрех çакна палăртмалла. Кăçал районти 4 шкула тĕпрен юсаса çĕнетессипе ĕçлеççĕ. Вĕсенчен виççĕшне (Мăн Сĕнтĕр, Нискасси, Йÿçкасси шкулĕсене) тĕп-лĕн юсама «Вĕрентÿ системине модернизацилесси» программăпа килĕ-шÿллĕн федераллă бюджетран 4 млн. та 19 пин те 500 тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне вырăнти бюджетран тата тепĕр 1 млн. та 339 пин те 800 тенкĕ.
Асăннă программăпа килĕшÿллĕн çавăн пекех Мăн Сĕнтĕр, Йÿçкасси, Чуманкасси, Юнкă, Çатракасси, Калайкасси шкул столовăйĕсене тĕплĕн юсама тата çĕнĕ оборудованипе сĕтел-пукан илме укçа уйăрнă. Вăл шутран юсав ĕçĕсене ирттерме – 800 пин те 810 тенкĕ, сĕтел-пукан туянма – 707 пин те 850 тенкĕ.
Унсăр пуçне «Ял тăрăхĕсене комплекслă тата компактлă аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн Шурча шкулне те тĕплĕн юсаççĕ. Çакна валли республика бюджетĕнчен 1 млн. та 919 пин тенкĕ тата вырăнти бюджетран 479 пин те 800 тенкĕ уйăрнă.
Мăн Сĕнтĕрти шкулта, К. Спиридонов директор каланă тăрăх, юсав ĕçĕсене августăн 20-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ. Кунта 2 тата 3 хутри шыв пăрăхĕпе канализаци системине улăштарса пĕтернĕччĕ. Ку ĕç путвалта малалла пыратчĕ. Туалетсенче те ĕç вĕçленсе пыратчĕ.
Столовăйне юсассипе те йывăрлăхсем çук.
– Урайне плитка саракансене кăна тупайман-ха хальлĕхе, – тет директор.
«Достпуная среда» тĕллевлĕ программăпа пĕлтĕр Муркаш шкулĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ пулсан, кăçал асăннă программăпа Мăн Сĕнтĕрсем «çĕнелме» шутларĕç. Ку тĕллевпе шкула 1 млн. та 100 пин тенкĕ куçарса панă. Çак программăпа килĕшÿллĕн туса ирттермелли ĕçсем халĕ шкулта ăнăçлă пыраççĕ.
Шурча шкулĕнче те ĕç вĕрет кăна. Чÿречесене улăштарнă, шкул çи виттине улăштарас ĕç те вĕçленсе пыратчĕ. Подрядчиксем мĕн пур юсав ĕçне августăн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме тĕллев лартнă.
Ростислав Николаевич Москакассинчи «Колокольчик» тата Çатракассинчи «Березка» ача сачĕсенче те пулчĕ. Москакассисемпе Çатракассисем хутса ăшăтмалли системăна улăштарасшăн. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ăшăтмалли системăн схемипе паллашнă хыççăн сĕнÿсем пачĕ.
Çатракасси шкулĕнчи столовăйра та юсав ĕçĕ вĕресе тăратчĕ. Шкулта ĕçлекенсем хăйсемех урайне плитка саратчĕç. Столовăй валли сĕтел-пукан та килнĕ.
Йÿçкасси шкулĕнче те юсав ĕçĕсене йĕркеллĕ туни куç кĕрет. Пĕрремĕш хутри санузела йĕркене кĕртсе çитернĕ. 2 тата 3 хутрисене те сантехника вырнаçтарас ĕç пыратчĕ. Шкул директорĕ Ю. Яковлев юсав ĕçĕсемпе кăмăллă:
– Аталаннă саманара пурăнатпăр. Йĕркелĕх тени санузелсенче те çÿллĕ шайра пулмалла, – тет вăл йăлтах çĕнелнĕ туалетсен алăкĕсене кăмăллăн уçнă май.
Алăксемпе чÿречесене те вырнаçтарнă. Шкулти мĕн пур электросистемăна йăлтах улăштарнă, электрощитсен автоматикисене çĕннипе улăштарнă. Столовăй валли те сĕтел-пукан тата оборудованин пĕр пайĕ килсе çитнĕ. Кунта вентиляци системине улăштарма шутлаççĕ.
Ку ял трăхĕнчи «Василек» ача садĕнче вара вырăнти бюджетран уйăрнă 700 пин тенкĕпе садик çи виттине юсама палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ача сачĕн картишĕнче тирпейлĕ те питĕ илемлĕ пулнине ырларĕ.
Чуманкасси шкул столовăйĕ те кăçал çĕнелсе улшăнать. Кунта юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Сĕтел-пуканпа оборудовани шкула пĕтĕмпех килсе çитнĕ. Чуманкассисем паян энергие перекетлемелли программăпа килĕшÿллĕн шкул тата ача сачĕн котельнăйĕсене реконструкцилес шухăшпа пурăнаççĕ. Çакна валли район бюджетĕнчен 1 млн. та 820 пин тенкĕ укçа уйăрнă.
Ростислав Николаевич Ярапайкасси шкулĕнче те пулчĕ, унта çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнипе паллашрĕ.
Çакна та хушса каламалла. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе пурнăçламалли ĕçсене тума район бюджетĕнчен тепĕр 2 млн. та 503 пин те 540 тенкĕ уйăрнă. Вĕсене ача сачĕсемпе шкулсене çи витти юсама е ытти юсав ĕçĕсене туса ирттерме куçарса панă.
Л. ПАВЛОВА.