03 августа 2013 г.
Юман – палăк
Çурла уйăхĕн 5 – 6-мĕшĕсенче пирĕн республикăра пĕтĕм Раççейри «Йывăçсем – çут çанталăк палăкĕсем» эстафета мероприятийĕсем иртеççĕ. Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк виçипе иртекен эстафетăран пирĕн район та пăрăнса юлаймасть. Çитес тунти кун Ильинкăри участок лесничествинчи юманлăхри 480 çулхи чăваш аксакалĕ-юмана официаллă лару-тăрура «Çут çанталăк палăкĕ» статус парĕç.
Çак паллă ĕçе район пуçлăхĕсемпе пĕрле республикăри ертÿçĕсем, сертификаци комиссийĕн членĕсем, «Сывă вăрман» коммерциллĕ мар организаци представителĕсем хутшăнĕç.
Пирĕн ен юманлăхпа чухăн мар. Апла пулин те районăмăр территорийĕнче çÿллĕшĕпе 24 метра çитекен тата 182 сантиметр диаметрлă 480 çулхи юман пурри – Муркашсен мăнаçлăхĕ.
Çуралакансем ытларах
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пирĕн патăмăра ырă хыпар çитрĕ. Пай специалисчĕсем çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче утă уйăхĕнчи лару-тăрăва пĕтĕмлетнĕ. Официаллă кăтартупа иртнĕ уйăхра районта çуралакансем пурнăçран уйрăлнисенчен ытларах пулнă. Асăннă тапхăрта 26 арçын ачапа 25 хĕр ача çуралнă. Çав вăхăтра пурнăçран уйрăлнисем 49 çын. Уйăх хушшинче 26 çемье пĕрлешнĕ, 4 çемье арканнă.
Çĕнĕ йыш пухаççĕ
Кăçалхи юпа уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕ çумĕнчи обществăлла канашăн ĕç тапхăрĕ вĕçленет. Çавна май кунта обществăлла канашăн çĕнĕ йышне йĕркелессипе ĕçлеме пуçланă. Çĕнĕ йышăн ĕçлес тапхăрĕ – 2013 – 2015 çулсем. Обществăлла канаш унăн йышĕнче хăйсен ирĕкĕпе ĕçлес текенсенчен, обществăлла пĕрлешÿсемпе организацисем сĕннĕ çынсенчен йĕркеленет.
Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕ граждансен, обществăлла пĕрлешÿсемпе организацисен сĕнĕвĕсене пăхса тухма пуçланă.
Хĕле хатĕрленессипе
Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцире ĕçсене пĕтĕмлетсе тăрассине çирĕп йĕркере тытса пыраççĕ. Çапла вара çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче те кунта вырăнти специалистсемпе ветеринари участокĕсен ертÿçисем ĕçлĕ канашлăва пухăнчĕç. Иртнĕ 7 уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех выльăх тухтăрĕсем обществăлла тата килти хушма хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕле хатĕрлессине, выльăх апачĕ янтăлассине тата унăн пахалăхне тĕрĕслессине пăхса тухрĕç.
Ĕç опычĕпе паллашрĕç
Мăн Сĕнтĕрти информаципе культура центрĕ çумĕнчи ял библиотекинче Марий Эл Республикин делегацийĕпе ĕçлĕ тĕл пулу иртнĕ. Унта пирĕн кÿршĕсем «пĕр чÿрече» принциппа патшалăх тата муниципалитет услугисене парассипе епле ĕçленипе паллашнă.
Тĕл пулура республикăри библиотекăсенче йĕркеленнĕ патшалăх услугисем парас йĕрке епле ĕçленипе Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин «Патшалăх тата муниципалитет услугисене парассипе ĕçлекен нумай функциллĕ центр» ертÿçи А. Софронов паллаштарнă.
Тĕслĕх кăтартаççĕ
Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк пĕлтерĕшне тĕпе хурса паян ырă пуçарусене сăмах çинче «пурнăçа кĕртекенсем» сахал мар. Вĕсемпе пĕр шайрах каланă сăмахсене ĕçĕсемпе çирĕплетекенсем те, хăйсен тăрăшулăхĕпе ял çыннисене тĕслĕх кăтартакансем те пур.
Утă уйăхĕн юлашки кунĕсенче çак ырă пуçарупа Хорнуй ял тăрăхĕнче ĕçлекенсемпе Тойкилтĕри информаципе культура центрĕн специалисчĕсем, Тойкилтĕ ял округĕн депутачĕ Т. Александрова ял çыннисем умне тухрĕç. Пуçаруçă ушкăн Штранкă юхан шывĕ хĕрринчи типĕ çырмара «вăй илнĕ» йăлари каяшсен вырăнне тирпейлерĕ. Яра кун вăй хурса ĕçленисем çунакан хатĕрсене çунтарчĕç, ыттисене ятарлă вырăна ăсатрĕç.
– Кунта пирĕн пурăнмалла, ачасем ÿстермелле, мăнуксене утма вĕрентмелле, – терĕç хастар пуçаруçăсем хăйсен ĕçне ытти вырăнсенче те малалла тăсасса шанса.
А. БЕЛОВ хатĕрленĕ.