07 августа 2013 г.
Муниципалитет йĕркелĕвĕсен чиккисен сведенийĕсене патшалăхăн куçман пурлăх кадастрне кĕртес ĕç вĕçленчĕ. Çак информацие пĕрлехи электрон базине пухасси 2005 çултах пуçланнăччĕ ĕнтĕ. Анчах та тĕрлĕ чăрмава, сăлтава пула çакна вĕçне çитиччен пурнăçласси вăраха тăсăлчĕ. Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕнчен пĕл-тернĕ тăрăх асăннă ĕçе вĕçне çитернĕ. Ун пирки асăннă ведомство ертÿçине Екатерина Карпеевăна каласа пама ыйтрăмăр.
– Чăваш Республикинчи ял-хула чиккисене тĕрĕс тата кая юлмасăр палăртасси пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ытти регионсем çак ĕçе вĕçлеймен-ха е пачах та пуçăнман, пирĕн республика вара ку енĕпе ăнăçлисен шутĕнче.
Асăннă ĕçе пурнăçласси маларах урăх управлени çинче пулнă. Çапла вара тĕрлĕ сăлтава пула чарăннăран пире ăна вĕçлеме шанчĕç. Çак тапхăрта федераци шайĕнче шăпах пирĕн сферăна кĕрекен патшалăх услугисемпе тивĕçтерес ĕç пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе «Çул-йĕр карттине» çирĕплетрĕç. Çавна май çакна пирĕн вĕçне çитерме тиврĕ. Кунта, паллах, пысăк опытлă специалистсем кирлĕ пулчĕç. Геодези уйрăмĕн ĕçченĕсем кивĕ документсене пысăк улшăнусемпе çĕнĕрен вăя кĕртрĕç. Акă, тĕслĕхрен, çакăн пек çырни тĕл пулчĕ, «ял юхан шывăн сулахай енче вырнаçнă». Шел пулин те, кунта йăлтах улшăннă, çапла вара çакăн пек объектсене çĕнĕрен тĕпчеме тиврĕ, кун йышши ĕç-хĕл вара сахал мар.
Районсемпе тачă ĕçлеме тиврĕ. Хăш-пĕр ертÿçĕсемшĕн чикĕ хăш вырăнта пулни тĕлĕнмелле пек те туйăнчĕ. Халĕ вара кашни ялăн хăйĕн чикки пур. Акă, тĕслĕхрен, Муркаш районĕнчи пĕр ертÿçĕ чикĕ хăш вырăнта пулнине пĕлменнипе Элĕк районĕн çĕрĕпе усă курнă. Çавăн пекех ял чиккине тĕрĕс уйăрманнипе шкул çуртне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче, уйрăм çыннăн интересĕсене хĕсĕрлесе çĕклени те пулнă. Пĕтĕмĕшле илсен вара чикке тĕрĕс палăртасси вăл е ку территорири ĕç-хĕле тĕрĕс йĕркелеме кирлĕ. Çакă вара Чăваш Республикин инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме пулăшмалла.
Кадастр инженерĕсем вăл е ку чикке палăртас тата вĕсемпе ĕçлес пулсан территорин кадастр паспортне илме тивĕç. Унта тĕрĕс те тулли информаци пур, ку документ тÿлевлĕ. Анчах та çакă кадастр инженерĕсен ĕçĕ хакланмаллине пĕлтермест.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕ чикĕсене тĕрĕс палăртас ĕçе хăвăртлатма тата тивĕçлĕ шайра пурнăçлама хистерĕ. Кунта тĕрлĕ органсен пĕрлехи вăйĕ вырăнлă пулчĕ, республика юридици пĕлтерĕшлĕ тĕрĕс информаци илчĕ. Асăннă ыйтура республикăра геоинформаци системине йĕркелесси тĕп вырăнта тăчĕ.
Асăннă ĕç пĕтĕмлетĕвне Чăваш Республикин 2004 çулхи 37 " Саккунне кĕртме палăртнă саккун проектĕнче курма пулать. Çапла вара республикăра пурăнакансене хула округĕн е районăн тата ытти чикĕ ăçта пулнине пĕлесси чăрмавлă пулмалла мар.