07 августа 2013 г.
Августăн 2-мĕшĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 27-мĕш ларăвĕ иртнĕ пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Ытти ыйтусемпе пĕрлех ларура депутатсем район бюджетне кĕртме сĕнекен хăш-пĕр тÿрлетÿсемпе улшăнусем пирки те ыйтусем сÿтсе явнă. Вĕсем пирки эпĕ тĕплĕнрех район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхне Рената АНАНЬЕВĂНА каласа пама ыйтрăм.
– Малтанах çавна каласа хăварасшăн. Депутатсен районти Пухăвĕн иртнĕ ларăвĕнче район бюджетне кĕртнĕ улшăнусем кăçал виççĕмĕш ĕнтĕ. Пурте вĕсем район бюджетне тупăшсем ытларах пырса кĕнĕ май хăш-пĕр кăтартусем енĕпе пысăкрах цифрăсем палăртассипе çыхăннă. Тупăшсем ÿснине ырламалла кăна. Апла пулсан тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама, çынсен пурнăç шайне ÿстерме те майсем ытларах.
Район бюджетне кăçалхи пĕрремĕш çур çулта мĕнле пурнăçлани пирки кĕскен чарăнса тăрас килет. Муркаш районĕн пĕтĕмĕшле тупăшĕ 232,1 млн тенкĕпе танлашрĕ. Вăл шутран район хăй пухнă тупăш виçи 77,4 млн тенкĕ е çулталăк планĕн 50,5 проценчĕ. Ку кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 22,2 процент ÿсрĕ. Çак тапхăртах каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ район бюджетне 154,7 млн тенкĕ килнĕ ĕнтĕ. Ÿсĕм – 4,7 процент.
Хамăр тупăшсен тĕп пайĕ вăл НДФЛ пулса тăрать. Тупăшра унăн шайĕ 71,3 процент. Пурлăхпа усă курнинчен тата аренда тÿлевĕнчен илнĕ тупăш 14 процент тата пĕтĕмĕшле тупăшран илнĕ налук 7,5 процент. Çаксем хамăр тупăшăн пĕлтерĕшлĕрех çăл куçĕсем пулса тăраççĕ.
Тĕрлĕ çăл куçсенчен хамăр пухакан тупăш виçи пур енĕпе те ÿссе пыни палăрать. Налук тупăшĕсем пухăнасси иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 15,9 процент, налукпа çыхăнман тупăшсем пухăнасси 62,4 процент ÿсрĕ.
Хамăр ытларах тупăш пухни тата республика бюджетĕнчен тĕллевлĕ ассигнованисем уйăрни район бюджетне унччен икĕ хутчен ÿсĕмпе çыхăннă тÿрлетÿсем кĕртме май пачĕ те. Хальхи виççĕмĕш улшăну район бюджетне тĕллевлĕ майпа каялла тавăрса памалла мар татах 42,2 млн тенкĕ уйăрнипе тата хамăр тупăш пухассине унччен планпа пăхнинчен 3,6 млн тенкĕ чухлĕ ÿстернипе çыхăннă. Тĕллевлĕ укçа-тенкĕ район бюджетне чи малтанах программăна кĕнĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме (5,6 млн тенкĕ), çавăн пекех авариллĕ çурт-йĕрте пурăнакан 20 çемьене çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтерме (14,9 млн тенкĕ) килмелле. Кунсăр пуçне муниципалитет служащийĕсен, бюджет сферин ĕçченĕсен уйрăм категорийĕсен ĕç укçине тапхăр-тапхăр ÿстерсе пымаллине те шута илнĕ.
Район бюджечĕ кăçалхи çул валли пуçласа йышăннинчен 103 млн тенкĕ чухлĕ (26 процент) ÿсрĕ, паянхи куна 497,4 млн тенкĕпе танлашать. Палăртрăм ĕнтĕ, ку вăл ытларах каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ уйăрнипе çыхăнчĕ (84 млн тенкĕ). Ытти – хамăр тупăша ÿстерме май пулнипе çыхăннă расхутсем.
Бюджет хутшăнăвĕсенче халĕ пулса иртекен улшăнусене те асăнса хăвармалла. Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн «Электронлă бюджет» проектне пурнăçа кĕртессипе пилот субъекчĕ пулса тăрать. Республикăпа пĕрле эпир те çак проекта пурнăçа кĕртме хутшăнатпăр. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ 2012 çулта вĕçленчĕ. Çапла вара района Чăваш Ен Фининс министерствин пĕрлехи базине кĕртнĕ. Кăçал вара муниципалитет учрежденийĕсен бюджет тата бухгалтери отчетлăхне пухассин, пĕрлештерессин ыйтăвĕпе ĕçлемелле пулать. Ку енĕпе эпир юлашки вăхăтра районти учрежденисен бухгалтери службисемпе япăх мар ĕçлерĕмĕр, çапла вара августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса пирĕн района ЧР Финанс министерствин пĕрлехи серверĕпе ăнăçлă çыхăнтарнă.
Ку ĕç çитес çул та пулса пымалла. 2014 çулта бюджетсене планлассин ĕçĕ-хĕлĕпе методикине çĕнетсе улăштарассипе ытларах ĕçлемелле пулĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.