07 августа 2013 г.
Хамăр вăрмансенчи юман мăнаçлăхĕ, илемĕпе хăвачĕ чăваш çыннине ĕмĕртенпех тĕлĕнтернĕ тата савăнтарнă, хăйне хисеплеме ыйтнă. Çынна ырă сунакан мăн асаттесемех тăван-пĕтене, кÿршĕ-аршăна, пĕр ял çыннисене юман пек çирĕп сывлăх суннă. Пурнăç йывăççи вăл пирĕншĕн. Халăхăмăр юмана таса йывăç тесе хаклани чăваш халăхĕн ялавĕпе гербĕ çинче те йĕр хăварнă.
Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ильинкăри участок лесничествин юманлăхĕнчи «Чăваш юманлăхĕн старейшинине» (Чăваш Республикин Министрсен Совечĕн 1981 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 186-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе) федераци пĕлтерĕшлĕ çут çанталăк палăкĕ туса хурса официаллă лару-тăрура «Йывăç – чĕрĕ çут çанталăкăн палăкĕ» статус парас ĕçе хутшăнчĕ.
Нумай çул пурăнакан çак юмана пирĕн тăрăхра тăван ен пурнăçĕпе интересленекен кашни çын, шкул ачи пĕлет тата паллать-тăр. Ильинкăри юман – çут çанталăкăн пысăк пуянлăхĕ. Вăл культурăпа истори тата наука пĕлтерĕшлĕ йывăç. Çак кунтан пуçласа вăл çут çанталăкăн Раççей пĕлте-рĕшлĕ палăкĕ пулса тăчĕ.
Ильинкăри юмана Чăваш юманлăхĕнчи чи аслă йывăç тесе хисеплеме пуçланăранпа 32 çул хыçа юлчĕ. Çак тапхăрта пирĕн юмана хисеплесси тĕрлĕ шайра çултан-çул ÿссе пычĕ. Ун тĕлĕшпе ирттернĕ наукăн тĕрлĕ тĕпчевĕсем паян та йĕкел паракан йывăçăн пурнăç страницисене çĕнĕлле уçма май параççĕ.
Иртнĕ тунти кун пирĕн юмана «Йывăç – чĕрĕ çут çанталăкăн палăкĕ» статус парас ĕçе ЧР Пуçлăхĕпе М. Игнатьевпа пĕрле Раççей Федераци Канашĕн çут çанталăк тăсăмĕн пуянлăхне упраса хăварассипе ĕçлекен канашĕн ĕç тăвакан дирекцийĕн ертÿçи В. Зотов, сертификаци комиссийĕн председателĕ тата Федераци Канашĕн çут çанталăк тăсăмĕн пуянлăхне упраса хăварассипе ĕçлекен канашĕн членĕ С. Пальчиков, Атăлçи федераци округĕнчи вăрман хуçалăх департаменчĕн ертÿçи А. Орнатский, ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ И. Исаев, район пуçлăхĕ И. Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хутшăнчĕç. Çак чыславра Ильинкăри çуллахи лагерьте канакансем, çут çанталăк аталанăвĕшĕн ырми-канми ĕçлекенсем, районти культура ĕçченĕсем йышлă пулни Муркаш енре пурăнакансем Ильинкăри аксакал-юмана чĕререн хисепленине, чунтан юратнине çирĕплетрĕ тесен йăнăшмастăп пулĕ. Çавăнпах-тăр çак кун юман патĕнчи уçланкăра савăк юрă чарăнмарĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2000 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнчи 140-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе пирĕн юмана Чăваш Республикинчи уйрăмах хÿтĕлекен çут çанталăк территорийĕсен пĕрлехи кадастр пакетне кĕртнĕ. Малалла вара пирĕн юман Раççей хÿтлĕхĕнче пулĕ.
Юманăн чăн ÿсĕмĕ пирки те çак кун уççи-хуппи палăрчĕ. Эпир ку таранччен хамăр вăрманти аксакал юмана 480 çулта тесе пурăннăччĕ пулсан, Мускаври экспертсен юман ÿсĕмĕ тĕлĕшпе ирттернĕ ятарлă тĕпчевĕ «Йывăç – чĕрĕ çут çанталăкăн палăкĕ» статус илнĕ юман 362 çулта пулнине çирĕплетнĕ. Ÿсĕм чикки чакрĕ пулин те мăнаçлăх хăвачĕ пĕчĕкленмерĕ: 24 метр çÿллĕш, 182 сантиметр диаметрлă пирĕн юман Атăлçи федераци округĕн вăрман хуçалăх департаменчĕн ертÿçи А. Орнатский сăмахĕпе – 40 миллион гектар вăрман тăрăхĕллĕ округра «Чĕрĕ çут çанталăкăн палăкĕ» ята тивĕçнĕ 10 йывăçран пĕри.
Вăрман пурнăçĕ этем ĕçĕ-хĕлĕпе тачă çыхăнура. Çак туслă хутшăну çынсем хушшинче ачаран пуçланать те ăруран ăрăва куçса пырать. Çавăнпа та вăрман сывă пулсан – çын ĕмĕрĕ те вăрăмрах, пуянрах. Кун пирки сăмах тапратсан вăрман аталанăвне пысăк витĕм кÿрекенсене сертификаци комиссийĕн председателĕ тата Федераци Канашĕн çут çанталăк тăсăмĕн пуянлăхне упраса хăварассипе ĕçлекен канашĕн членĕ С. Пальчиков чĕрĕ çут çанталăкăн палăкĕ умĕнче Тав çырăвĕсемпе хаклă парнесем парса чысларĕ.
Савăнăçлă лару-тăрура Мускавран килнĕ хăнасем Чăваш Республикин Пуçлăхне М. Игнатьева пирĕн юмана çут çанталăк палăкĕ тесе йышăннине çирĕплетекен сертификат тата «Йывăçсем – чĕрĕ çут çанталăкăн палăкĕсем» эстафетăн паллине, астăвăм хăмине пачĕç. Çут çанталăк тăсăмĕн пуянлăхне упраса хăварассипе ĕçлекен канашăн дипломĕсемпе ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрне И. Исаева тата унăн çумне А. Яковлева, Ильинка участок лесничествин лесничине А. Касьянова чыслани те Чăваш Енĕн вăрман пурнăçне аталантарассипе туса ирттерекен ĕç-хĕле тивĕçлипе хаклани пулчĕ.
Савăнăçлă лару-тăрăва пухăннисем пĕрле пулса юман çывăхĕнче вырнаçтарнă информаци хăмине уçрĕç. Çапла вара пирĕн юман малашне Раççей хÿтлĕхĕнче пулĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Йывăç – чĕрĕ çут çанталăкăн палăкĕ» программăн Дипломĕсене çак кун сумлă хăна аллинчен «Çак тĕлĕнтермĕше упрар» номинацире Отарккăри «Малыш» ача садĕнчи 5 çулхи Никита Николаев, «Йывăçсем – манăн туссем» номинацире Муркашри вăтам шкулта вĕренекен Е. Григорьева та илме тивĕçрĕç.
Савăнăçлă лару-тăру хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, хăйсен пурнăçне вăрман хуçалăхĕпе çыхăнтарнă ĕçченсемпе тĕл пулса калаçрĕ.
– Ку территорие экскурсисем ирттерме аталантармалли çеç юлать. Тивĕçлĕ органсем çак ĕç çине алă сулмасса шанатăп, – терĕ пресс-конференцие вĕçленĕ май М. Игнатьев.
Чĕрĕ çут çанталăкăн палăкĕ Ильинка тăрăхĕнчи культурăна та çĕнĕ шая çĕклеме май парĕ.
А. БЕЛОВ.