31 июля 2013 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи июлĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин хăш-пĕр саккунĕсене улшăнусем кĕртесси пирки калакан саккунсене алă пуснă.
«Ача пур граждансене патшалăх паракан пособисем çинчен» Саккуна кĕртнĕ улшăнусемпе тăлăххисен тата ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасен шутĕнчи инвалид ачасене пăхса пурăнакан опекунсене тата çемьене йышăннисене уйăхсерен тÿлесе тăракан пособисен виçисене ÿстерме пăхнă:
– 2 çулчченхи ачасемшĕн – 6389 тенкĕ;
– 2 – 7 çулхисемшĕн – 6645 тенкĕ;
– 7 – 18 çулхисемшĕн – 7297 тенкĕ.
Кунсăр пуçне Чăваш Республикин Саккунĕпе килĕшÿллĕн ачана (инвалид ачасемсĕр пуçне) пăхса пурăнакан опекунсене (попечительсене) тата ачана çемьене йышăннисене уйăхсерен тÿлесе тăракан пособисен виçисене индексацилеме пăхнă. Пособисем çакăн чухлĕ пулĕç:
– 2 çулчченхисемшĕн – 5808 тенкĕ;
– 2 – 7 çулхисемшĕн – 6041 тенкĕ;
– 7 – 18 çулхисемшĕн – 6634 тенкĕ.
Чăваш Республикин «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен», «Реабилитациленĕ çынсене тата политика репрессийĕсене пула шар курнисем тесе çирĕплетнисене социаллă пулăшу парасси çинчен» Саккунĕсене улшăнусем кĕртнĕ. Ку категорисене лекекенсем валли республика бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ уйăрса уйăхсерен паракан укçа тÿлевĕсен виçисене ÿстернĕ. Вĕсем çак шайра пулаççĕ:
– вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсен – 1027 тенкĕ;
– ĕç ветеранĕсемпе Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсен – 1082 тенкĕ;
– реабилитациленĕ çынсен – 2591 тенкĕ;
– политика репрессийĕсене пула шар курнисем тесе çирĕплетнисен – 2307 тенкĕ.
Асăннă саккунсенчи улшăнусем 2013 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ хыççăнхи право хутшăнăвĕсене пырса тивеççĕ.