31 июля 2013 г.
Хуçалăхсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе паян ыранхи куна пăхса тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ-и; Çак ыйту çине хурав шыраса район хаçачĕн сотрудникĕ А. БЕЛОВ район администрацийĕн экономика тата АПК аталанăвĕн пайĕн тĕп эксперт специалисчĕпе Т. АЛЕКСЕЕВĂПА тĕл пулнă. Калаçăва обществăлла выльăх-чĕрлĕхе продуктивлăха чакармасăр хĕл каçарма мĕн чухлĕ апат кирли тата ăна паянхи куна мĕн чухлĕ хатĕрлени пирки ирттернĕ.
– Татьяна Александровна, районта выльăх апачĕ хатĕрлесси вĕçленмен-ха. Пĕлес килет, мĕн чухлĕ утă, сенаж тата силос янтăлама ĕлкĕрчĕç-ха пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем тата хĕл кунĕсенче производствăна чакарас мар тесен апат виçи мĕнле шайра пулмалла?
– Тĕллевсем пĕчĕк мар. Малтанласа пăхнă тăрăх хуçалăхсен çу каçа 5163 тонна утă, 15026 тонна сенаж, 13485 тонна силос, 6051 тонна улăм, 17,9 пин тонна (чăх-чĕп валли кирлине шутламасăр) тырă-пулă хатĕрлемелле. Утă уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле районта пĕтĕмпе 6324 тонна (122 процент) утă, 11500 тонна (77 процент) сенаж, 2250 тонна (17 процент) силос янтăлама ĕлкĕрнĕ. Юлашки кунсенче механизациленĕ звеносем вырмана тухрĕç.
– Хатĕрленĕ апат лăпкă пурăнма май парать-и тата хĕле кĕриччен апат виçине ÿстерме майсем пур-и?
– Хальлĕхе çитес хĕл валли янтăланă выльăх апачĕ çителĕксĕр. Мĕн тунипе çырлахса лармасан пур харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем те хĕл кунĕсене тулăх апатпа кĕрессине шанма пулать.
Условнăй кашни выльăх пуçне çулталăк пурăнма 42 центнертан кая мар апат единици кирлĕ. Вăл шутра хĕл каçма – 28 центнер. Паянхи куна иртнĕ çул янтăланă апат юлашкисене хушса шутласан хуçалăхсен условнăй пĕр выльăх пуçне 18 центнер апат единици пур. Çакă çителĕксĕр. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе çурла тата авăн уйăхĕсенче пурнăçламалли ĕç калăпăшне пăхсан, вырмара тырă хатĕрленине шута илсен хуçалăхсем условнăй кашни выльăх пуçне 30 центнер ытла апат единици хатĕрлеме пултармалла.
– Хăш хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе лару-тăру çивĕчрех?
– Утă хатĕрлессипе ума лартнă тĕллевсене «Восток», Ильич яч. хис., «Путь Ильича», «Оринино», «Ударник» пурнăçлайман-ха. Çавăнпа пĕрлех Ильич яч. хис., «Путь Ильича», Чапаев яч. хис., «Свобода», «Ударник» хуçалăхсем сенаж хывассипе те çителĕксĕртерех ĕçленĕ. Паянхи куна никам та палăртнă чухлĕ силос хатĕрлеймен.
Сăмахăма вĕçлесе тĕп сĕнÿ парас килет. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ чух унăн пахалăхне тĕрĕслессине ыранхи куна хăварас марччĕ. Пĕрле пĕр тĕллевлĕ пулсан пахалăх та пулĕ, производство та ÿсĕ, экономика та вăйланĕ.